Чăвашла По-русски Esperanto English
 
 
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă.
(ваттисен сăмахĕ)
 
 Система
 
 Меню
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Хапăл туса кĕтетпĕр!!!
    Енчен те эсир кунта пĕрремĕш хут пулсан:
  • Регистрациленме сĕнетпĕр. Регистрациленнĕ хутшăнакансем сайта çĕнĕ материалсем хушма, сайта пулăшма пултараççĕ.
  • Канашлăва хутшăнма пултаратăр: унта халăх историне, чăваш чĕлхине сӳтсе явма май пур.
  • Эсир хыпарсем те ярса пама пултаратăр.
  • Сайта тата мĕнле пулăшу кирлĕ пирки кунта çырса кăтартнă.
  • Анкетăна кĕртсе хăвăр валли тус-юлташ тупма пултаратăр!
 
 Хыпарсем

АВН
02

Шупашкарта митинг иртĕ
 Admin (02.09.2010 12:15) :: 14 хут пăхнă

А.Г. Николаев
А.Г. Николаев

Авăнăн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне икĕ хут тивĕçнĕ летчик-космонавчĕ, авиацин генерал майорĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 81 çул çитнине анлăн палăртĕç.

Унччен пĕр кун маларах, авăнăн 4-мĕшĕнче, шăматкун, Николаев палăкĕ умĕнче митинг иртĕ, летчик-космонавта асăнĕç. Мероприятие официаллă çынсем, Раççей космонавчĕсен ушкăнĕ, шкул ачисем, студентсем, хула халăхĕ хутшăнĕ. Пуçламĕшĕ 10 сехет çурăра.

Митинг хыççăн палăк умне чечексем хурĕç.

 

Андриян Григорьевич Николаев 1929 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта çуралнă. Космоса икĕ хутччен вĕçнĕ. Пĕрремĕш вĕçевĕ 1962 çулхи çурлан 11-15 числасенче иртнĕ. Ун чĕри 2004 çулхи утăн 3-мĕшĕнче тапма чарăннă.



Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/home/102/2010/html/nikolaev/index.html

АВН
01

Факультетра — Пĕлӳ кунĕ
 Admin (01.09.2010 17:17) :: 14 хут пăхнă :: 7 хут пăхнă

Факультет ĕçченĕсем
Факультет ĕçченĕсем

Авăнăн 1-мĕшĕ — пĕлӳ тĕнчинче вăй хуракансемпе тĕрлĕ çĕрте вĕренекенсен уявĕ кăна мар тĕрĕссипе. Пиртен кашниех хăй вăхăтĕнче шкул сукмакне такăрлатнă, çавăнпа пурте ăна уяв пек йышăнма пултараççĕ. Университет та Пĕлӳ кунне çулсерен чыслăн уявлать. Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем кăçал та туслă йышпа пĕрремĕш курса вĕренме кĕнĕ студентсене саламларĕç, чи пĕрремĕш сумлă документа, студент билетне, пачĕç. Вĕренме кĕнисене факультетăн пултаруллă юрăç-студенчĕсем хаваслă юрă-кĕвĕпе пĕтĕм кăмăлтан чыс турĕç.



Хыпар çăлкуçĕ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/

АВН
01

Красноармейски районĕнче те паян пĕрремĕш шăнкăрав янрарĕ
 Admin (01.09.2010 15:43) :: 14 хут пăхнă :: 7 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă

Паян Красноармейски районĕнчи шкулсенче те пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Пĕлӳ кунĕнче шкул партти хушшине 1900 ача ларчĕ. Вĕсенчен 156-шĕ — пĕрремĕш хут.

Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Александров ялти иккĕмĕш номерлĕ шкулта пулчĕ, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсене саламларĕ. Тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Хисеп хучĕсемпе Дипломсем парса чысларĕ. Савăнăçлă линейкăра шкул директорĕ С.М.Николаева тата районти педагогика ĕçĕн ветеранĕсен организацийĕн ертӳçи Л.Г.Григорьев тухса саламлă сăмах каларĕç. Пĕрремĕш шăнкăрава кăçал вунпĕрмĕш класра вĕренекен Миша Фризенпа пĕрремĕш класс вĕренекенĕ пачĕç.

Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентӳ пайĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Ю.

Малалла...



Хыпар çăлкуçĕ: http://chuv-krarm.3dn.ru/news/shkulsenche_perremesh_shankarav/2010-09-01-131

АВН
01

Рия
 Admin (01.09.2010 12:57) :: 14 хут пăхнă :: 7 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 25 хут пăхнă

DVD хуплашки
DVD хуплашки

Тин кăнаç лавккасене Ева Лисинăн «Рия» новелли тăрăх ӳкернĕ илемлĕ фильм сутлăха çитрĕ. Вăрăмăшĕ — 90 минут.

«Ку истори кирек кампа та, кирек ăçта та пулса иртме пултарнă, пултарать те... Пурнăçра ытти яланах çĕнтерет. Анчах та чăн туйăм хуçалансан, ĕмерсем хушши пĕр-пĕрин патнелле туртăннă чунсем пĕрле пулма Турă кĕнекинче çырнă пулсан, — вĕсем пĕрле пулаççех. Арçенпе Рия юратăвĕ те шăпах çавăн пекки...» — пĕлтерет DVD хуплашки.

Тĕп роле Наталья Шамбулина вылять. Çавăн пекех илемлĕ фильмра Типшĕм Сашук, Ион Шеремет, Светлана Васильева, Ирина Архипова, Васильий Павлов, Ольга Ухтерикова, Петр Ермолаев, Лидия Красова, Александр Степанов ӳкерĕннĕ. Режиссерĕ тата сценари çыраканĕ — Вячеслав Оринов.

«Фильм тĕпрен илсен лайăх пулса тухнă. Типшĕм Сашук юррисем самай пуянлатаççĕ, пăхса ларма кăмăллă. Паллах оператор ĕçĕ тата монтаж аванрах пулмалла. Тата сасă яланхи пекех вылять. Пирĕн куракан çак çитменлĕхсене каçарать, паллах...

...Мана ку фильм пурпĕрех савăнтарчĕ. Чăваш киновĕ пахалăх енне туртăнни куçкĕрет.

Малалла...



Хыпар çăлкуçĕ: http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=1;t=2087;st=420;

АВН
01

Паян ачасем шкула кайрĕç
 Admin (01.09.2010 11:45) :: 14 хут пăхнă :: 7 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 25 хут пăхнă :: 11 хут пăхнă

cap.ru сăнĕ
cap.ru сăнĕ

Ак ачасен çуллахи каникул вĕçленчĕ те — авăнăн 1-мĕшĕ çитрĕ. Шкул ачисем, студентсем вĕренӳ заведенийĕсене çул тытрĕç. Паян — пĕлӳ кунĕ.

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче Чăваш Енре пурĕ 503 шкул ĕçлĕ. 126 пин ача çӳрĕ (2009-2010-мĕш вĕренӳ çулĕнче 125,8 пин пулнă). Пĕрремĕш хут партта хушшине 12 842 ача ларĕ (малтанхи çул — 12 208). 2009-10 вĕренӳ çулĕнче пĕр вĕрентекен çине вăтамран 13 ача (Раççейре — 10) килнĕ. Вăтамран классенче 19,59 ача пулнă (Раççейре — 18), вăл шутра хула шкулĕсенче — 24,93; ялтисенче — 15,55.

2010-2011 вĕренӳ çулĕнче икĕ çĕнĕ шкул хута кайĕ: Патăрьел районĕнче Сăкăт шкулĕ уçăлĕ, Тăвай районĕнчеКивĕ Элпуç шкулĕ. Çуртсене темиçе уйăх каялла çеç хăпартма пуçланă пулин те раштав уйăхĕ тĕлне вĕсене уçасшăн. Сăмах май, юлашки 10 çул хушшинче республикăра шкулсем валли пурĕ 152 çĕнĕ çурт хăпартнă.

Республикăра хальхи вăхăтра 439 шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕ ĕçлет, вĕсене пурĕ 53 728 ача çӳрет.

22 аслă вĕренӳ заведенине пурĕ 73 409 студент вĕренĕ.

Малалла...



Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page=./16/530/718335/876268

ÇУР
31

13 шкул, 2300 ытла вĕренекен
 Admin (31.08.2010 14:57) :: 14 хут пăхнă :: 7 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 25 хут пăхнă :: 11 хут пăхнă :: 13 хут пăхнă

Октябрьски шкулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав
Октябрьски шкулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи шкулсене çитес вĕренӳ çулĕнче пурĕ 2300 ача вĕренме кайĕ — кун пирки районăн официаллă сайчĕ пĕлтерет. Пурĕ 13 шкул ĕçлĕ — Сĕнтĕрвăрринче 3 шкул, тата çавăн пекех Аслă Хуракассинче, Карапашра, Кукашнире, Октябрьскинче, Сĕнтĕрпуçре, Çичĕпӳртре, Турханкассинче, Урхас Кушкăра, Чăнкассинче, Шĕнерпуçре, Шуршăлта. Пĕрремĕш хут шкула 208 ача кайĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви сĕннĕ май пур шкулта та пĕрремĕш кун Право пĕлĕвĕн кунне ирттерĕç — ачасене вĕсен прависем пирки вĕрентĕç.



Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=1061722

ÇУР
31

Ленин районĕнче 13 ярмаркка ĕçлĕ
 Admin (31.08.2010 10:55) :: 14 хут пăхнă :: 7 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 25 хут пăхнă :: 11 хут пăхнă :: 13 хут пăхнă :: 14 хут пăхнă

Район пуçлăхĕ — Александр Зайцев
Район пуçлăхĕ — Александр Зайцев

Кĕр вăхăчĕ çитсе пырать — ял халăхĕн пахчара туса илнĕ çимĕçе сутас хуйхă пуçланать. Шупашкарти Ленин районĕн администрацийĕнче тин кăнаç лару иртрĕ. Кил-çурт хуçалăхĕн тата çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕнхи ыйтусене пăхса тухнисĕр пуçне çулсерен ирттерекен «Кĕр парни» ярмăрккă пирки те калаçрĕç.

 

Шупашкарăн Ленин районĕнче ял хуçалăх ярмăрккисем çак адрессемпе ĕçлĕç:

1. Николаев урамĕ, 14а («Ял хуçалăх пасарĕ» АУО)

2. Эгер бульварĕ, 3№ çурт çывăхĕнче

3. Эгер бульварĕ, 21№ çурт çывăхĕнче

4. Эгер бульварĕ, 47№ çурт çывăхĕнче

5. Мир пр., 17№ çурт çывăхĕнче

6. Мир пр., 23№ çурт çывăхĕнче

7. Хевеш ур., 31а№ çурт çывăхĕнче

8. Б. Хмельницкий ур., 109№ çурт çывăхĕнче

9. Хусанкай ур., 2№ çурт çывăхĕнче

10. Хусанкай ур., 32№ çурт çывăхĕнче

11. 9-мĕш пилĕкçуллăх пр., 3,5№ çуртсен çывăхĕнче («Смак» лавкка умĕнче)

12. 9-мĕш пилĕкçуллăх пр., 22№ çурт çывăхĕнче

13. Гагарин ур., 17№ çурт çывăхĕнче



Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=1061663

ÇУР
30

Етĕрне районĕнчи автобуссем хатĕр
 Admin (30.08.2010 12:53) :: 14 хут пăхнă :: 7 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 25 хут пăхнă :: 11 хут пăхнă :: 13 хут пăхнă :: 14 хут пăхнă :: 17 хут пăхнă

Тĕрĕслевçĕсем
Тĕрĕслевçĕсем

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çитсе пынă май тĕрĕслевсем иртеççĕ. Акă нумай пулмасть, эрнекен, çурлан 27-мĕшĕнче шкул автобусĕсене тĕрĕслекен пĕрлехи комисси членĕсем Етĕрне районне çитсе вырăнти автобуссем 2010-11 вĕренӳ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсене ачасене турттарма епле хатĕрленнине тĕрĕслерĕç. Вĕсемпе пĕрле Етĕрне районĕнчи ÇÇХПИ ШĔУ (ОВД ГИБДД) инспекторĕ тата Чăваш Республикинчи Патавтоçул управленийĕн патшалăх инспекторĕсем пучĕç. Тĕплĕ тĕрĕслерĕç.

Етĕрне районĕнчи вĕренӳ учрежденийĕсенче пурĕ 20 автобус: 20 КАВЗ, 3 САРЗ, 3 ПАЗ, 2 Газель.

Тĕрĕслевçĕсем пур хут та йĕркеллине, техника юсавлине çирĕплетрĕç — ача-пăчана вĕсем шкула илсе çӳреме юрăхлă.



Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=1061295

ÇУР
30

Çĕнĕ президент — çĕнĕ сайт
 Admin (30.08.2010 09:55) :: 14 хут пăхнă :: 7 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 25 хут пăхнă :: 11 хут пăхнă :: 13 хут пăхнă :: 14 хут пăхнă :: 17 хут пăхнă :: 40 хут пăхнă

Çурлан 29-мĕшĕнче, шăматкун, Чăваш Енĕн президенчĕ улшăнчĕ — Николай Васильевич вырăнне Михаил Васильевич йышăнчĕ. Чаплă церемоние нумай çын килнĕччĕ — Атăлçи федераллă округри Раççей президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота та пурччĕ.

Çĕнĕ президентăн сайчĕ те çĕнĕ — вăл çурлан 29-мĕшĕнче уçăлнă. Николай Васильевичăн сайчĕпе (ăна хăварнă — кунта тупма май пур) танлаштарсан вăл çĕнĕлле курăнать — хальхи вăхăтра усă куракан дизайн мелĕсене унта чылай усă курнă. Движокĕ малтанхиех пулас, çĕнĕ сăрăсем çеç кĕртнĕ. Шел те, Михаил Васильевич валли те пулин чăвашла верси туса паман — вырăсла çеç.



Хыпар çăлкуçĕ: http://president.cap.ru

ÇУР
28

«Чунçӳревçĕсем» каллех çул çинче
 Admin (28.08.2010 15:29) :: 14 хут пăхнă :: 7 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 25 хут пăхнă :: 11 хут пăхнă :: 13 хут пăхнă :: 14 хут пăхнă :: 17 хут пăхнă :: 40 хут пăхнă :: 35 хут пăхнă

«Шуçăм» Слакпуç ял клубĕнче
«Шуçăм» Слакпуç ял клубĕнче

Чăваш çамрăкĕсен Чăваш Енри пĕрлешĕвĕ пуçарнипе чăвашлăха юратакансем кашни çулах чăвашсемшĕн хаклă вырăнсене курса çӳреме «чунçӳреве» тухни, кăçалхи утăн 3-8-мĕшĕсенче çавăн пек çулçӳреве хутшăннисем Пушкăртстана, чăвашсен классикĕ, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнă Слакпуç ялне çитсе курни çинчен «Сувар» хаçат та, пирĕн сайт та çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ.

Çурлан 22-мĕшĕнче «чунçӳревçĕсен» ушкăнĕ, çамрăксен пĕрлешĕвĕн «хисеплĕ элтеперĕ» Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынипе Шупашкартан каллех çулçӳреве тухса кайрĕ. Ушкăнта 20 çын, çав шутра «Шуçăм» фольклор ансамблĕ, çыравçăсем, вĕрентекенсем, ытти çĕрте ĕçлекенсем, чăвашлăха чунтан парăннăскерсем. Маршрут хальхинче Молдовăна, чăвашсем пекех тĕрĕк халăхĕнчен тухнă гагаузсем ушкăнпа пурăнакан тăрăха выртать. Кунти Камрот хулин мэрĕ хула уявне хутшăнма чĕннипе çула тухнă чăваш делегацийĕ. «Чунçӳрев» тĕллевĕ — тĕрĕк чĕлхисен огуз ушкăнне кĕрекен гагаузсемпе тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен чăвашсем хушшинчи туслă çыхăнăва çирĕплетесси, ку енĕпе çĕнĕ çул-йĕрсем палăртасси.

Малалла...



Хыпар çăлкуçĕ: http://suvar.su/3127.html

Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, ... 102
 
 Электронлă вулавăшри çĕнĕ хайлавсем
 
 Шырав
 
 
 Авăн, 3
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Канашлура
Алатар Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (3729)
Hamăr Jal "Чăваш палли" (169)
Ašşă Неправильный символ в словаре (8)
Ахрим Чăвашла вěренетпěр (154)
Admin Çĕнĕ пуçелĕк / Новая шапка (14)
Karssem Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (431)
ardavarz Тенгрианство (51)
alboru Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (344)
Алатар Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (317)
Алатар Источники по Волжской Булгарии (207)
Zhendoso Генсене тĕпчени / Генные исследования (1128)
Пер херарам Çемье çавăрасси / Создание семьи (24)
Пер херарам Конкурс! Конкурс! 13 сăмахшăн — 100 тенкĕ (11)
Admin Перевод (8)
Кăмпа Суварик и Булгарик(а) or Сувари и Булгари (20)
 
 Кун кĕнекисенче
Пирĕн сайт элеменчĕсене усă кураççĕ
Çĕнĕрен такмаксем вырнаçтартăм
Пуçелĕк версийĕсем
Кулăш: Çӳп-çап тасатасси...
Чăваш такмакĕсем хушăр
Чăнкă карчăк
Пĕлес килет
Паянхи кун
Раççейре пĕр Президент - Раççей Президенчĕ çеç пулмалла тет Рамзан Кадыров
Петĕр Çăлкуç
Чи юлашкинчен
Програмçăсем самолёт тăвас пулсассăн...
Юхма Мишши. Атăл шывĕ юха тăрать
Намăс та мар-ши?
Вĕлернĕ котэ
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"