Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Паян ҫӗрле «Контактра» халӑх тетелӗнче «Алатырь» сообществӑра Чӗмпӗр облаҫне чӗнсе каланӑ хыпар вырнаҫтарнӑ. Улатӑрта пурӑнакансем облаҫ кӗпӗрнаттӑрне хулана хӑйсен йышне кӗртес ыйтӑва пӑхса тухма, референдум ирттерме сӗннӗ.

Акан 8-мӗшӗнче муниципалитет реформипе килӗшӳллӗн депутатсем Улатӑр хулипе округне пӗрлештерессишӗн сасӑланӑ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх итлевӗ пулмалла.

Улатӑрсем халӑх тетелӗнчи хыпарта унччен вӗсем Чӗмпер кӗпернинче пулнине, 1925 ҫулта Чӑваш Енпе пӗрлештернине, вӗсем хӑйсен тымарне манманнине палӑртнӑ, «чылай ҫул ӗнтӗ регион правительстви хулана хӗстерет» тесе ҫырнӑ.

Сӑмах май, 2019 ҫулта улатӑрсем Мӑкшӑ Республикипе пӗрлештерме ыйтнӑ. Ҫакна вӗсем Саранск Шупашкартан ҫывӑхрах пулнипе сӑлтавланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/photo-126868090_457244454
 

АКА
17

Чӗмпӗр арӗ Николай Салюкин
 Дана Светлова | 17.04.2024 18:04 |

Культура

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Елчӗк округӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн сумлӑ ывӑлне, Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинне, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, ЧНК вице-президентне тата Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пынӑ Олег Николаевич Мустаева асӑнса регионсем хушшинче купӑсҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Унта Челябинскран, Санкт-Петербургран, Пенза, Ульяновск облаҫӗсенчен, Тутарстанпа Чӑваш Республикисенчи тӗрлӗ районсенчен 50 яхӑн паллӑ тата ҫамрӑк купӑсҫӑсем хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Мероприятие ЧР Елчӗк муниципаллӑ округӗ, муниципаллӑ округӑн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин, культурӑпа социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн уйрӑмӗсем тӗрев панипе Елчӗк муниципаллӑ районӗн тӗп клуб системи ирттерчӗ.

Фестиваль-конкурсӑн тӗп тӗллевӗсен шутӗнче О.Н. Мустаевӑн историлле йӗрне тата нумай енлӗ пултарулӑхне упраса хӑварса халӑха интереслентересси, Чӑваш Республикинчи тата ытти регионсенчи купӑсҫӑсен профессилле ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетесси, ҫамрӑк ӑрӑва воспитани панӑ ӗҫре халӑх музыкипе искусствин пӗлтерӗшне вӑйлатасси.

Малалла...

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Тӗрер ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑ нумай вилнӗ. Ҫакна вырӑнти ҫынсем асӑрханӑ.

Прокуратура халӗ унта тӗрӗслев ирттерет. Ку ӗҫе ытти тӗрӗслев тытӑмӗн специалисчӗсене те явӑҫтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра шыв пробине тата пулӑ виллине тӗрӗслеме илнӗ. Анализ хыҫҫӑн пулӑсем мӗншӗн вилнине палӑртӗҫ, мӗн чухлӗ вилнине палӑртӗҫ.

Хальлӗхе темиҫе варианта пӑхса тухаҫҫӗ: пулӑсем кислород ҫитменнипе е шыва такам вараланипе вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Хулара

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫа Шамана илсе килесшӗн. Кур пирки Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков калаҫса татӑлнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫа хыснари мар укҫаран тӳлӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейне федераци масштабне кӑларасшӑн. «Ку мероприятие федерци шайӗнче кӑтартма пӗлмелле - пӗлтӗр Хусан тунӑ пек», - тесе ҫырнӑ унта.

 

Вӗренӳ
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Шупашкарти «Университет» микрорайонти ҫӗкленекен шкул 70 процент хатӗр. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, унта ачасем кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑнӗҫ. Нумаях пулмасть объекта Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, строительство министрӗ Михаил Коледа, Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Дорохотов ҫитсе курнӑ.

«ТУС» строительство компанийӗн директорӗ Николай Угаслов шкулти ӗҫсене утӑн 1-мӗшӗччен вӗҫлессине пӗлтернӗ. Тепӗр уйӑхран вара территорие хӑтлӑлатас ӗҫ вӗҫленмелле.

Палӑртмалла: 1500 вырӑнлӑ шкула 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче тума пуҫланӑ.

 

Хулара
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

«Мускав - Шупашкар» рейспа вӗҫнӗ Питӗр арҫыннине суд 500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӑл самолетра общество йӗркине пӑснӑ.

Арҫын пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Шупашкара каҫхи рейспа вӗҫнӗ. Хайхискер самолетра хӑйне йӗркеллӗ тытман. Бортпроводниксем, кӳршисем лӑпланма ыйтсан та хӑлхана чикмен, хирӗҫ те тӑнӑ.

Ӑна Калинин районӗн сучӗ суд тунӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ пулсан та ӑна ҫур милионлӑх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре хура ҫӗленсем вӑранни пирки тин кӑна пӗлтернӗччӗ. Ҫӗленрен шар курнӑ пӗрремӗш ҫын пульницӑна лекнӗ.

Атӑл леш енче 62 ҫулти арҫын пахчана ӗҫпе тухнӑ, ҫӳп-ҫапа илес тесе пӗшкӗннӗ те ӑна хура ҫӗлен сӑхнӑ. Вӑл часрах вырӑнти пульницӑна кайнӑ. Унӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ.

Унта ӑна пӗрремӗш медпулӑшу парсан васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкара ӑсатнӑ. Вӑл вӑхӑта арҫыннӑн анафилактика шокӗ пулнӑ, хӑстарма, ӑшӗ пӑтранма тытӑннӑ, хӑй шурса кайнӑ. Алли вара шыҫӑннӑ, ыратнӑ. Ӑна тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнӑ.

Палӑртмалла: пӗлтӗр Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине ҫӗлен сӑхнӑ 10 ҫынна илсе ҫитернӗ.

 

Чӑвашлӑх
news.myseldon.com сайтри сӑн
news.myseldon.com сайтри сӑн

Мускавра кӑҫал та пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртӗ. Пӗлтӗр вӑл «Сокольники» паркра пулнӑ. Кӑҫал вара уяв ВДНХра иртӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ элчи Алексей Ладыков калаҫса татӑлнӑ. Вӑл ҫитӗнӳсен куравӗн «Раҫҫей» дирекцийӗн директорӗпе Наталья Виртуозовӑпа калаҫса татӑлнӑ.

Малтанах Акатуя утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Кайран ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр вӑл Мускавра утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ.

 

Культура
Владислав Кириллов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владислав Кириллов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Апашра пурӑнакан, вырӑти халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов нумаях пумасть хӑйӗн сӑввисен кӗнекине пичетленӗ. Ӑна «Ҫутӑр ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ» ят панӑ.

Кӗнекене хакласа умсӑмахра чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫапларах ҫырнӑ: «Владислав Кириллов-Апаш сӑвӑҫ, драматург хӑй хайланӑ сӑввисене пухса кӗнеке кӑларса, чӑваш литературин ани ҫине хӑйӗн тутланса ҫитнӗ сӑмах вӑрлӑхне акма хӑю ҫитерни мана савӑнтарать. (...)

Сӑвӑҫ – халапҫӑ, вӑл кӗрхи сывлӑшӑн тӑкӑска шерпетне тутанса ӗҫме пӗлет. Иртсе пыракан ӗмӗрӗн кунӗсене шутлакан шӑпана шахвӑртса, асран каяйми савнийӗн сӑнарӗпе пуплесе, хальхи пурнӑҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ чӑнлӑхпа ҫирӗплетсе хурлӑ асилӗвӗсене лӑплантарма пултарать: «Ӑҫта эп пур – эс ҫук, сан валли юнашар вырӑн ҫук». Апла пулсан, ҫемье тытӑмӗн шӑнӑрӗ хуҫӑлас ҫук, ҫемье тасалӑхӗ вараланас ҫук.

Владислав Апаш сӑвӑ тӗнчине кӗрсе кайсан тухас килмест. Ахальтен мар ӗнтӗ, чӑваш композиторӗсем унӑн сӗтеклӗ сӑввисемпе савӑк юрӑсем хываҫҫӗ, паллӑ юрӑҫсем вӗсене чуна витерсе юрлаҫҫӗ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall330911986_8112
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей шайӗнче иртекен XXVIll «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестиваль иртнӗ.

Фестиваль-конкурса кӑҫалхипе 23-мӗш хутчен ирттереҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхне Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Чӑваш Енри, Питӗрти, Чӗмпӗр, Пенза тата Оренбург облаҫӗсенчи 19 маттур юрӑҫ кӑтартса панӑ. Ҫамрӑк юрӑҫсене малтан тӑван тӑрӑхӗсенче суйласа илнӗ, унтан финалистсем Шупашкарта пуҫтарӑннӑ.

Конкурсра хутшӑнакансен пурте чӑвашла юрланӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 3610
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...