Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Паспортри чӑвашла вкладыш хула ҫыннисен сехрине хӑпартнӑ

Аçтахар Плотников23.07.2015 11:505100 хут пӑхнӑ

Сӑмах-юмах хайхи «Ирӗклӗх» ятлӑ пӗрлӗх хастарӗсем Раҫҫей Федерацийӗ паракан паспортпа пӗрле чӑвашла вкладыш хушма сӗнни пирки пырать. Республикӑри онлайн мелӗпе тухакан МИХсенче ку хыпар анлӑ сарӑлчӗ, пуҫару пирки эпир те пӗлтернӗччӗ.

«На-связи» (чӑв. «Ҫыхӑнура») ятлӑ канашлура вара хӗрӳ тавлашу пуҫланнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫнӑ темӑра паянхи кун тӗлне 20 страница таранах тӗрлӗ шухӑш ҫырса тултарнӑ.

Ыйтӑмӗ те пур. Хула ҫыннисем, ытларах пайӗпе вырӑсла калаҫма хӑнӑхнӑскерсем, кулленхи пурнӑҫра чӑваш чӗлхине илтмесӗр те юлакансем ӗнтӗ, «Ирӗклӗх» хастарӗсен пуҫарӑвне хирӗҫ. 75% яхӑн унашкал вкладыш кирлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ. 16% кӑна кирлӗ теҫҫӗ, сасӑлакансенчен тепӗр 9% яхӑнӑшӗ вара хирӗҫ маррине пӗлтереҫҫӗ.

Канашлура пӗлтернӗ пӗрремӗш шухӑшах хула ҫыннисен толерантность ҫуккине лайӑх кӑтартать: Tamarusya ятлӑ сайтҫӑ «Для самоудовлетворения? Всё равно же нигде не пригодятся» (чӑв. Хӑйсен кӑмӑлне тивӗҫтерме? Ниҫта та усӑ курма май пулӗ вӗт), — тесе пат татса хурать. Ун хыҫҫӑнах тепри «Для чего?» (чӑв. Мӗн тума?) тесе тӗлӗнет. Виҫҫӗмӗшӗ вара вкладыш кӑларни вӗсен енчӗкне ҫӳхетессишӗн тӳрех пӑшӑрханать: «за чей счёт банкет?» (чӑв. Кам укҫипе ку пулӗ?) — тесе ыйтать. Тӑваттӑмӑшне паспортри вкладыш республика тулашӗнчи ҫынсене тӗлӗнтерме пултарассинчен шикленет: «Полная ерунда. Выехав за пределы Чувашии все равно никто не сможет прочитать.» (РФ паспортне Раҫҫей чикки урлӑ каҫсан ытти патшалӑхсенче вулама пултарайманни вӗсен пуҫне те пырса кӗмест ӗнтӗ). Ку кӑна та мар, Худыш ятлӑ сайтҫӑ ҫак вкладыша республикӑри ҫынсем те вулаймӗҫ тесе пӑшӑрханать (унашкал ҫынсене чарӑну ячӗсене чӑвашла ҫырни те вӑйлӑ чӑрмав кӳрет ӗнтӗ). «Что там они курят или пьют????????? Такие бредовые идеи выдают» (чӑв. Мӗн туртаҫҫӗ унта вӗсем? Ытла та ухмахла шухӑшсем тӑратаҫҫӗ), — тесе тӗлӗнет хӑйне «татармаклай» ят илнӗ ҫын. Ку пӗтӗмпех — пӗрремӗш страницӑри шухӑшсен пайӗ. Унашкаллисене вара вӗсем 20 страница таранах ҫырса-ҫӑрса тултарнӑ.

Тӗрӗссипе вара хальхи саккунсемпе те чӑвашла паспорт илме май пур. «Чӑваш республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунӑн 12 статьипе килӗшӳллӗн чылай хута чӑвашла та илме хатӗрлеме май параҫҫӗ. Ҫав шутра — паспорта та, «трудовая книжка» текен хута та. Анчах, те «Ирӗклӗх» пуҫарӑвӗ Патшалӑх Канашӗн кӑмӑлне кайманран хальхи вӑхӑтра ҫак саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн, 12 статьяпа килӗшӳллӗн вара граждансен тӑрӑмне палӑртакан хутсене ҫеҫ чӑвашла ҫыртарттарасшӑн (ҫурални ҫинчен, мӑшӑрланни тата вилни пирки).

Хама илсен вара унашкал шухӑшсене вуланӑ май вӑл ман чӑваш чунне питӗ вӑйлӑ кӳрентерет. «Нацисем хушшинче хирӗҫӳ ҫуратакан шухӑшсем» тесе палӑртнӑ пулӑттӑм. Ҫак хула ҫыннисем (ҫыраканнисен ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-кукамӑшӗ) чӑвашсемех ӗнтӗ, анчах та хулара ӳссе ҫитӗннӗскерсене тӑванӗсем хӑйсен тӑван халӑхӗн чунне парайман. Вӗсем вара, ни чӑваш ни вырӑс пулса ӳсекенсем, чӑвашсене ялан ял халӑхӗ пек кураҫҫӗ, культури вӗсен ытла та нишлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 21 ӗмӗрте чӑвашсене вырӑн ҫук тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кунта ман шутпа влаҫ органӗсен япӑх ӗҫлени лайӑх курӑнать. Енчен те совет саманинче толерантность пирки калаҫма тӑрӑшатчӗҫ пулсан, паянхи кун пӗтӗм политика вырӑс чӗлхи тавра ҫаврӑнать. Ҫынсен ӑнне вырӑс пулсан ҫеҫ эс хӑвна туллин кӑтартма пултарӑн тесе кӗртеҫҫӗ.

Нацисем хушшинче хирӗҫӳ ҫуратакан шухӑшсене сарассинчен йӗрке хуралҫисем тимлеҫҫӗ теме пулать. Ытларах вӗсем, паллах, тӗрлӗ МИХсенчи статьясене тишкереҫҫӗ. Хӑш чухне чӑваша кӳрентерекенсене те тупса палӑртаҫҫӗ. Канашлусенче ҫырнисене вара темшӗн ытлашши пӑхмаҫҫӗ. Ак ҫак темӑра ҫырнӑ чылай шухӑш вара ман шутпа «чӑваш ытти халӑхсенчен катӑкрах, вӑл вырӑссем пек туллин хӑйӗн чӗлхипе усӑ курма пултараймасть» тенине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та тӗрлӗ Илле Ивановсене айӑпличчен, чӑн ӗҫ тӑвас тесен шӑп та лӑп чӑваша кӳрентерме пултаракан канашлури шухӑшсенчен тасатмалла. «Чӑваш чӗлхи мӗн тума кирлӗ?» — текен шухӑш тем тесен те чӑваш халӑхне ытла та вӑйлӑ сиен кӳрет. Анчах, каларӑм ӗнтӗ, шел пулин те, йӗрке хуралҫисен шучӗпе ку шухӑшсенче йӗрке пӑсни ҫук.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1642.66.3086
2015.07.23 12:06
Agabazar

Совет тапхăрĕнче çеç мар, карахпа та чăвашла çырни кашнин паспортĕнче пулнă.

Ун чухне çакă никама та чăрмантарман.

cĕм // 4050.31.1933
2015.07.23 12:18
100тен 16-шĕ чăн чăваш,75-шĕ суя чăваш, 9-шĕ унталли-кунталли. Ку сайрта 75шĕпе калаçма-тавлашма кирлĕ мар. Вĕсем - зомби-манкурт-робот шутĕнче çÿреччĕр. Вĕсем çĕртен вунулттăшин шухăш-кăмăлне çирĕплетме пулăшĕç. Тата: Шупашкарта чебраш йышĕ пысăккине кăтартса тăраççĕ. Чебрашпа хутшăнса вăйна ан пĕтер.

Нина // 2826.84.5905
2015.07.23 12:58
Тӑван чӗлхепе ҫырнӑ паспорт ытти ҫӗршывсенче те пур вӗт.Ак хамӑр патрах .......оглы, кызы ...сӑмахсемпе вӗҫленекен ӗҫ хучӗсемпе сахал мар ӗҫлетпӗр-ҫке. Никама та ятламастпӑр. Мӗншӗн Чӑвашра пурӑнаканӑн хӑйӗн тӗп чӗлхинчен вӑтанмалла? Ку Тӑван ҫӗршыва ,тӑван чӗлхене,атте-аннепе мӑн асатте-асаннене, кукаҫипе кукамая хисеплеменнипе танах.Каллех чӑвашсен шутне чакарасси палӑрса тӑрӗ акӑ.Ҫырав (перепесь) вӑхӑтӗнче те ҫыравҫӑсем тимсӗр пулнине кура мӗн чухлӗ чӑваш ҫухалчӗ-чакрӗ.Манӑн 3 ывӑлтан пӗри ҫыравҫӑсене пула вырӑс пулса тӑчӗ."АЙ,КАҪАРӐР,ТӖРӖС МАР ҪЫРТӐМ"-тенипех ӗҫне вӗҫлерӗ.Тепӗр хут ҫырма, тӳрлетме ыйтсан, пире тӳрлетме хушман тенипех ҫырлахрӗ.
Agabazar // 1741.46.2543
2015.07.23 13:33
Agabazar
Нина,
Тăван чĕлхепе çырни хамăр çĕршывсенче те пур. Ют çĕршывсенче шырама кирлĕ мар.

Вырăс чĕлхи нумай çыннăн тăван чĕлхи пулса тăрать. Вĕсен паспорчĕсенче вырăсла çырнă, нимĕç чĕлхипе те, эскимос чĕлхипе те мар.
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.23 23:18
Акапасар сиксе ӳкет паллах.Анчах та пӗтӗм чӑаш халӑхӗн пӗр ывӑлӗ кӑна СССР паспорчӗпе паянхи кун та ҫӳрет.Чӑвашла вкладыш ҫуккипе Раҫҫей паспортне илме килӗшмен.Иванов фамилине те чӑвашла улӑштарнӑ.Ятне те.Вӑл Пил Тымарлан.СССР паспортне пула паянхи кун та тӗрлӗ нуша курать.Судсем урлӑ пӑтӑрмахсене татса парать.Парӑнмасть йывӑрлӑхсене.
2015.07.23 23:54
Аçтахар Плотников
Эп пӗлнӗ тӑрӑх унашкал «уникум» Мускавра та пур. Пӗрре пирӗн «СУМ» лавккара вӑл кӗнеке тавраш туянасшӑнччӗ, анчах эпир «наложенный платежпа» кӑна ярса панине пула ӗҫ-пуҫ тухаймарӗ. Унӑн та СССР паспорчӗ кӑна терӗ, ҫавӑнпа та почта ӗҫченӗсем укҫа куҫарма килӗшмеҫҫӗ имӗш. Вӑл та СССР паспортне унта чӑвашла ҫырнишӗн хӑйне валли хӑварнӑ.
Чӑвашла вкладыш пама пуҫласан чӑн та унашкал уникумсен нушисем пӗтмелле пек.
Agabazar // 3565.41.5704
2015.07.24 01:48
Agabazar
СССР паспортĕнче нимĕнле "вкладыш" та пулман.
Чăвашла çырни унта вырăсла çырнипе тан шутланнă, пĕр ретре тăнă.
=kemerov= // 3343.39.4441
2015.07.24 07:35
=kemerov=
Тата CCCР паспортĕнче национальность тенĕ графа пулса.
Agabazar // 3073.67.4072
2015.07.24 09:49
Agabazar
"Национальность" текен графа хальхи вăхăтра, ман шутпа, пит кирлех мар. Чăвашла çырни вара унашкал графасенчен пин хут пĕлтерĕшлĕрех.
Атнер // 3913.58.4645
2015.07.24 13:52
Аҫтахар юлташ.Леш Мускаври чӑваш халӑх паттӑрӗ пирки тӗплӗнрех пӗлме пулмасть-ши?.Тата ма=ха куҫарса панӑ укҫине илеймен?.СССР паспорчӗ вӑйне ҫухатман.Тымарлан пек судра хӳтӗлеме майӗ пулман-ши?.Пулӑшмалла тен ӑна?.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем