Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Чӑвашла шрифтсене халӑхра камӑн сармалла?

Таисия Ташней11.01.2017 14:284965 хут пӑхнӑ

Тӗнче тетелӗнчи калаҫусене тишкерме килӗштеретӗп. Вӗсене вуласан тепӗр МИХринчен ытларах хыпар пӗлме пулать.

Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников Фейсбукра «Чӑвашла калаҫма халӗ питӗ модно!» магнитик тусан мӗнлерех-ши тесе ыйту хускатнӑ. Кам мӗнле пулӗ те, магнитиксене эпӗ питӗ юрататӑп. Ҫӗнех мар манӑн холодильникӑм йӑлт ун пекки айӗнче ларать. Ют хуласене кайсан ывӑлӑма магнит туянса килме ыйтатӑп. Юрӗ, ку вӑл эпӗ тейӗпӗр. Тӗнче тетелӗнчисем Аҫтахар сӗнӗвне тӗрлӗрен йышӑннӑ. «Август» фирмӑн Вӑрнарти савутӗнче пресс-службӑра ӗҫлекен Людмила Иванова, сӑмахран, «ҫамрӑксем халӗ магнитиксем туянмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та тӑрӑшнин усси сахал» тесе шухӑшлать.

Анчах Людмилӑн комментарийӗнчи тӗшшиллӗ тепӗр япала асӑма ытларах кӗрсе юлчӗ. Пресс-ҫыруҫӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ «Контактра» халӑх сетӗнче ларнине палӑртнӑ май «Хӑшӗсем питӗ чӑвашла ҫырасшӑн, анчах та чӑвашла раскладка пуррине е пӗлмеҫҫӗ, е лартма ӑнкараймаҫҫӗ», — тесе шӑрҫаланӑ. Чӑн та, килӗшмелле Людмилӑпа. «Вырӑс саспаллисемпе чӑвашла ҫырма хӑтланса, ӑнланмаллах пулманнине кура малалла вырӑслах ҫырса кайнине» хирӗҫлеймӗн. «Аслӑраххисем те «Пӗр класрисем» сетьре ҫавӑн пекех чӑваш сӑмахӗсене вырӑсла саспаллисемпе кукӑртаҫҫӗ», — тенӗ Людмила Иванова. Унтан вӑл ӑслӑ сӗнӳ панӑ: ҫамрӑксене Интернетра чӑвашла ҫырма вӗрентмелле, шрифта компьютера мӗнле вырнаҫтармаллине анлӑрах ӑнлантармалла.

Килӗшмелле. Анчах ку яваплӑха камӑн хай ҫине илмелле-ши?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем