Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Эдуард Лебедев тата... Акапасар

Agabazar23.03.2017 22:276191 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе.

 

Вӑт эпир паян чӑваш орфографийӗпе нушаланатпӑр. Пурте пӗлеҫҫӗ: ҫав нуша никӗсӗнче хисеплӗ Иван Андреевич Андреев еткерӗ тӑрать.

Ҫав вӑхӑтрах чылайӑшӗ чӑваш чӗлхине вӗрентессинчи хӑшпӗр урӑх инкеклӗ ыйтусем те ҫав мухтавлӑ ятпах ҫыхӑннине чухламаҫҫӗ те.

Чӑваш чӗлхине шкулсенче чӑнласах вӗрентес тетпӗр пулсан, ҫав ӗҫе грамматикӑна вӗрентесси ҫинче никӗслесе туса пымалла. Унран лайӑхрах, юрӑхлӑрах меслет халиччен никам та шыраса тупайман. Шыраса та тупаймӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра чӑваш грамматики тӗлӗшпе пуринчен те нумайрах ҫыраканни Чӑваш гуманитари институтӗнче ӗҫлекен Эдуард Евгеньевич Лебедев пулас. Ку чӑнах та ҫапла иккенне ӗненес тесен, "Чувашский гуманитарный вестник" текен ӑслав журналне ҫеҫ уҫкаласа пӑхмалла.

Эп, Акапасар, шкулта чӑваш программипе вӗреннӗ ҫын. Пӗрремӗш класран вуннӑмӗш класа ҫитичченех ҫапла пулнӑ. ("Нулевой класс" текенни пулман ун чухне). Чӑваш чӗлхине яланах юратса, тӑрӑшса вӗреннӗ. Вӗрентевҫӗсем те ҫаплах — тӑрӑшса, юратса вӗрентнӗ пире. Тавтапуҫ пурне те, никама та нимле ӳпкев те ҫук.

Грамматикӑна илес пулсан, вӑт, унта пурччӗ темиҫе тӗслӗ иртнӗ вӑхӑт. Пирӗн хыҫҫӑн, эпир шкулта вӗренсе пӗтерсен, ҫав япала шалт! улшӑнма пуҫларӗ. "Нимӗнле курмасӑр иртнӗ вӑхӑт та ҫук!" — теме пуҫларӗҫ. Ытти хӑшпӗр вӑхӑтсене те катертрӗҫ пулмалла. Е тата: урӑхла, пачах та мелсӗр ятсем парса пӗтерчӗҫ.

Ҫакнашкал анкӑ-минкӗлӗхе туртса кӑлараканӗ те, ахӑртнех, хайхи И.А.Андреев пулнӑ иккен (ЧГВ, 2015, 10№). Ҫӳренӗ, курнӑ, тунӑ, ларнӑ йышши сӑмахсене яланах, хуть те мӗнле контекстра та, причасти (япалаҫум ӗҫхӗл) тесе шутламалла имӗш. Леш хайхи "курмасӑр иртнӗ вӑхӑт" текеннинче вара ҫавнашкал причастисем предикативлӑ функцире иккен. Вӑт пыр та калаҫ! Предикативлӑ функцире пулсан ӗнтӗ вӑл япала "причасти" пулма пӑрахать, эчсемри! Шел пулин те, Иван Антрейччӑ каланипе Э.Е.Лебедев та килӗшсе лартнӑ. Тен, кун пек, Андреев тата Лебедев евӗр, палӑртнинче кӑштах тӗрӗслӗх пекки те пур-тӑр. Анчах та унашкал курӑм чӑваш чӗлхине шкулта вӗрентме ҫав тери хытӑ кансӗрлет.

Тӗслӗх: Печча ӗнер Шупашкарта пулнӑ. Шкул ачине вара паян ҫав "пулнӑ" текен сӑмаха причасти (?) тесе ӑнлантармалла-ши? Мӗн енчен аван апла ӑнлантарни? Тӗслӗхсем: 1)Ку — эп вуланӑ кӗнеке, 2)Эп кӗнеке вуланӑ. Пӗррремӗш тӗслӗхре "вуланӑ" тени причасти пулать, иккӗмӗшӗнче ӑна вара Иртнӗ паллӑмарлахлӑ вӑхӑтри глагол тесен меллӗрех. Малтанхи тӗслӗхре тата "кӗнеке" сӑмах предикативлӑ ("каланӑлӑхлӑ") функцире тӑрать-ха теме пулать пуль, анчах та ӑна ҫавна кура ҫеҫ тӑрӑма палӑртакан "глагол" теместпӗр ҫапах та, мӗншӗн тесен чӗлхе пӗлӗвӗнче те ҫапла тума хистекен категорисем ҫукрах-тӑр, ытти сӑлтавсем те курӑнмаҫҫӗ. Пурпӗрех, ман шутпа, апла килсе тухнишӗн пӑшӑрханмалла мар. Пурте йӗркеллӗ. Вӗрентӳ меллӗлехӗ пурпӗрех малта пулмалла вӗт.

Сӑпат тӑрӑх улшӑнмасть тени пур. Тӗрӗс. Эдуард Лебедев турккӑ чӗлхинче тӑрӑмпа танлаштарать яланах. Эп хам, ытах вӑл енне кайсан, тутар чӗлхинчи тӑрӑмпа танлаштарма пултаратӑп. Тутар чӗлхинче Паллӑмарлӑхлӑ иртнӗ вахӑт текенни пур. Вӑл шӑпах хайхи чӑваш чӗлхинчи Курмасӑр иртнӗ вӑхӑт текеннипе тӳр килет.

Акӑлчан чӗлхинче те пӗр формӑллах Past Indefinite тата Participle II пур. Никам та ҫав иккӗшенчен пӗрне пӑрахӑҫлама шутламасть.

Тутар чӗлхине кӗнекесем тӑрӑх ҫеҫ вӗреннӗ ҫын тӳрех ҫапла калама пултарать: вӗсен унашкал конструкцийӗ сӑпат тӑрӑх улшӑнать-ҫке: Мин булганмӑн, Син булгансӑн, Ул булган... Анчах та "кӗнеке ҫинче" ҫеҫ ҫапла. Чӑннипе вара кулленхи калаҫура тутарсем, чӑвашсем пекех, хайхи "сӑпат паллине" ытларах чухне сиктерсе хӑвараҫҫӗ: Мин булган, Син булган, Ул булган...

Тепӗр тесен кунта сӑпат палли пуррипе ҫукки ҫине ҫеҫ таянса теори пӑтти пӗҫермелле мар пуль. Ытларах шкулта вӗренекен ачасем ҫине пӑхмалла. Теорире мӗнле ҫырни шкулсене йӗркеллӗн, шахвартусӑр тата мӗллӗлӗхпе ҫитмелле.

Эдуард Лебедев патне тата тепӗр шухӑша ҫитересшӗн ҫак уҫҫырупа. Чӑваш чӗлхинчи глаголӑн тата тепӗр тайӑм — тивӗҫлӗх тайӑмӗ — пур тесе ӗнентерет вӑл. Кунта ак ҫакнашкал конструкцисем пирки сӑмах пырать: ман каймалла, сан каймалла, унӑн каймалла, Петӗрӗн каймалла....

Ну, юрӗ. Анчах та кунта пӗчӗк ҫеҫ нюанс пур: малти сӑмах туртӑм ӳкӗмӗнче (камӑнлӑх падежӗ теҫҫӗ) тӑрать. Тӗп ӳкӗмре пулни йӑнӑш шутланать: Эп каймалла, Эс каймалла, Вӑл каймалла, ... Тен, хӑш чух апла та калаҫҫӗ-и темле вырӑнсенчи темле ҫынсем, анчах пурпӗрех пӗлтерӗш, идея енчен пӑхсан, пачах урӑхла пулмашкӑн тивӗҫлӗ.

Тепӗр хут калатӑп эп ҫак йӗркесене мӗншӗн ҫырнине. Теоретиксем, "таса лингвистсем" мӗн ҫырни малашне шкул кӗнекисене кӗрет. Эппин, вӗрентевҫӗсемпе шкулта вӗренекен ачасен пуҫӗсене минретмелле ан пултӑрччӗ кайран.

Калӑпӑр, темиҫе сӑмахӑн комбинацийӗпе пулса кайнӑ "грамматикӑлла вӑхӑтсене" шкулта вӗренни ним тума та кирле мар. Пирӗн вӑхӑтра вӗрентмен, тӗрӗс тунӑ. (Тутарсен вӗрентӗвӗнче, ав, апла мар пулас, эппин вӑл япала пысӑк "минус" пек курӑнать пире). Чӑн та тӗрӗс тунӑ, мӗншӗн тесен унашкал конструкцисене ансаттӑн интерпретацилесе алла илме пулать. Илер ха Вӑл кайнӑ пулнӑ, Вӑл курнӑ пулнӑ йышши конструкцисене. Мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ вӗсем Вӑл пынӑ-тӑнӑ, Вӑл кайнӑ-ларнӑ, Вӑл ӗҫленӗ-тӑрӑшнӑ, Вӑл типнӗ-хӑрнӑ йышши конструкцисенчен? Кунта дефис пур, лере ҫук — ҫавӑ кӑна. Тата темиҫӗ тӗрлӗ те ӑнлантарма пулать, питех вӑл енне кайсан. Дефиссӑрлӑха кура малтанхи компонентне субстанцивациленнӗ глагол тейӗпӗр, иҫмасса. Темӗнле "плюсквамперфектсем" шутласа кӑларма кирлех те мар. "Координатсен тытӑмне" май килнӗ таран ансатлатас, меллӗлетес пулать.

Кассан — турпас, каласан — сӑмах. Манӑн та ҫакӑнти ыйтусемпе каламаллисем татах пулма пултараҫҫӗ. Ыйтусем сиксе тухсан вӗсене аялта хӑварма тӑрӑшӑр. Эп вара вӗсем ҫине унтах е уйрӑм статьяпа хуравлама тӑрӑшӑп.

Вирьял енче Курмасӑр иртнӗ вӑхӑтӑн (Паллӑлӑхсӑр вӑхӑт) тепӗр форми те пур: -са тата -се аффикссемпе вӗҫленекенни. Вӑл чӑнах та диалектла форма. Ун ҫине шӑпах ҫапла пӑхмалла та. Анчах та ҫавӑн никӗсӗ ҫинчех аталаннӑ Малтан иртнӗ вӑхӑт (ҫырсаттӑм, ҫырсаттӑн, ҫырсаччӗ...) литература чӗлхинче те, ҫавӑн пекех ытти диалектсенче те пур. Ҫавӑн пекех ҫакӑ та кӑсӑклӑ: Малтан иртнӗ вахӑтӑн ку форми сӑпат тӑрӑх улшӑнать. (Эп ҫырнӑччӗ, Эс ҫырнӑччӗ, Вӑл ҫырнӑчччӗ... тенисенче, ав, вӑл япала ҫук) .

2004-мӗш ҫулта Шупашкарта кӑларнӑ "Чӑваш чӗлхи. Энциклопеди словарӗ." текен ҫав тери сумлӑ кӗнекере, ӑна шкул вӗрентевҫисене те адресленӗ, чӑваш чӗлхинче иртнӗ вӑхӑтӑн формисене (3)ВИҪӖ ШТУК шутласа тупнӑ (49 С.). Унта хайхи Паллӑмарлӑхли ҫук...

Асӑннӑ энциклопеди сӑмахсарӗн редакци ушкӑнӗн ертӳҫи (председателӗ) И.А.Андреев пулнине те палӑртса хӑварар.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем