Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: 1000 чӑваш

Agabazar14.04.2017 11:045276 хут пӑхнӑ

14-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫнелле Атӑлҫи Пӑлхарта сасартӑк пурнӑҫ улшӑнса каять. Ылттӑн Урта эмирӗсем килсе тапӑнаҫҫӗ, Атӑл тӑрӑх ушкуйниксем алхасаҫҫӗ, Тамерлан (Уксах Тимур) тустарса тӑкать, вырӑс кнеҫӗсем те ахаль тӑмаҫҫӗ...

Ҫакнашкал тустарусене пула Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче 1000 чӑваш ҫеҫ тӑрса юлнӑ имӗш хӑшӗсен шучӗпе. Е — унтан та каярах (?).

Карччынккапа ак ҫапла палӑртма пулать пуль кунашкал лару-тӑрӑва.

Ҫак япалана ӗненме пулать-и?

Ҫук, ниепле те ӗненме пулмасть!!!

Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче 1000, тепӗр енче татах 1000 пулсан, вара мӗнпурӗ: 1000+1000=2000. Саккамра вара, тискер уй пек тӑрса юлнӑскерте, паллӑ ӗнтӗ, НОЛЬ тесе шутлаҫҫӗ, каламасӑрах паллӑ. (Чӑннипех НОЛЬ е НОЛЬ МАР — кун пирки кунта калаҫса тӑмӑпӑр питех). Ҫапах та ку шутлав ӳкерчӗкне пурпӗрех кӑштах улаштарса кӑтартар: 1000+1000+0=2000.

Ҫук, ҫук, ниепле те кун пек мар, халлапсем ан ҫапӑр, тархасшӑн!

Кунашкал сӑмахлама хӑтланакансене акӑ мӗн теер тата.

Сирӗн унашкал хисепсене туртса кӑларма нимӗнле никӗссем те ҫук. Пӗтӗмпех чуххӑмла! Ҫынсен шутне палӑртмалли меслетсене эсир пачах та пӗлместӗр!

Ҫакнашкал пӗлменлӗх пирки эп тахҫан "Арифмон" статьяра та ҫырса кӑтартнӑччӗ. (В.Д.Димитриев пӑлхарсен 4/5 пайӗ пӗтнӗ пирки калаҫнӑ пулсан, ҫавӑн ҫумне "1000 чӑваш" (е "2000 чӑваш") текеннине ҫыпӑҫтарса хурсан вара Батыйсем киличченхи Атӑлҫи Пӑлхарта мӗнпурӗ ... 10 000 е унран та сахалтарах пӑлхар пурӑннӑ пек пулса тухать. Паллах вӑл та, ку та, Василий Димитриевич калани те чӑнлӑхпа ҫывӑх япаласем мар. Ял кулли!).

Хальхинче ыйтӑва каллех хускатма тивет.

Чӑвашсем Хусан ханлӑхӗнче те (унта вӗсен йышӗ, В.Д.Димитриев шучӗпе, 50% еннелле), каярахпа та чи йышлӑ халӑхсенчен пӗри пулнӑ. 1000 ҫынлӑ тӑрса юлнӑ йыш ниепле те унашкал хӑвӑрт ӗрчесе кайма пултарайман. Эппин чӗрӗ тӑрса юлнӑ палхарсем-чӑвашсем чылай ытларах пулнӑ. Ниепле те 1000 е 2000 ҫеҫ мар.

Сисетӗп, ҫакнашкал хисепсене таҫтан туртса кӑларнӑ ҫынсем (Н.И.Егоров т.ыт.те) ҫавна хӑйсем те пит аван туяҫҫӗ. Анчах та пурперех япалана-мереккене халӑх умне кӑларма именмен! Мӗншӗн-ши?

Ахальтен мар ӗнтӗ.

Такама шеллетересшӗн-и? Йӗрсен-йӗрсен такам чӗчӗ парасса кӗтсе тӑраҫҫӗ-ши?

Кунашкал шанӑҫсем — пустуй. Мускав куҫҫуле ӗненмест.

Малалла шутласа кайма хӑтланса пӑхар. Хайхисен тӗллевӗ пач тепӗр майлӑ мар-ши? Пире, мӑнтарӑн чӑвашсене, ҫапла майпа "хавхалантарас" темеҫҫӗ-ши вӗсем? Ара, епле пулса тухать-ха? Чӑвашсем тахҫан 1000 ҫын таран ҫеҫ тӑрса юлнӑ пулин те, пурпӗрех ҫавнашкал шӑтӑкран йӑраланса тухнӑ вӗт, амитке? Эппин, хальхи чӑвашсен, имӗш, мӗншӗн ҫавсем пекех "паттӑр" пулас мар? Темле сахалӑн пулсан та, никама та нимле те ниччертта парӑнмастпӑр имӗш.

Эчсемӗр, ку вӑл хавахалантару сӑмахӗ мар! Унашкал сӑмахӑн ячӗ урӑхларах. Ӑна "суя" теҫҫӗ. Суялӑх ҫинче никӗсленсе нимӗнле "хавхалану" та (пассионарлӑх) ҫуралма пултараймасть.

Тепӗр енчен, йыш пӗчӗк пулнипе мухтанни вӑл чӑтма ҫук кулӑшла. Ҫав япалапа каппайланаймастӑн. Унпа мӑнаҫланма ниепле те май ҫук. Кукша шӗпӗнӗпе мухтанни пек пулса тухать. "Эпир сахалӑн, анчах тельняшкӑпа!" текелесе каппайланассисенчен аякра тӑрас пулать.

Акӑ мӗн тенӗ Н.И.Егоров:

В конце четырнадцатого - начале пятнадцатого века, после разгрома в 1395 году, учиненного войсками Тамерлана, чувашей на правом берегу Волги осталось очень мало – всего около тысячи человек.

<Куҫару: 14-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче, 15-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, Тамерлан 1395-мӗш ҫулта хӑйӗн ҫарӗпе тустарса тӑксан, Атӑлӑн сылтӑм ҫыраненче чӑвашсем питӗ сахалӑн тӑрса юлнӑ — пӗтӗмпе те пин ҫына яхӑн ҫеҫ>

http://mosentesh2.ucoz.ru/publ/1-1-0-397

Вӑт ҫакнашкал "оптимизм".

Кунта тӗлӗнтерекенни асӑннӑ хисеп ҫеҫ мар. Хусан таврашӗнчи чӑвашсене шута илесшенех пулманни шухӑшлаттарать. Мӗншӗн? Вӗсем ытти чӑвашсенчен катӑкрах пулнӑ-шим?

Юрӗ, пурана-киле ҫавсем тутара тухса пӗтнӗ тейӗпӗр. Анчах та ҫав самантчен пурпӗрех чӑвашсемех пулнӑ вӗт!. Пӗтӗм чӑваш тӗнчине витӗм кӳрсе тӑнӑ ҫав самантчен. Вӗсене пӗтӗмӗшле статистикӑран кӑларса пӑрахаймастӑн.

Авӑ, И.Я.Яковлев, П.Н.Осипов тата ытти ҫавнашкал паллӑ чӑвашсен тӑхӑмӗсем те паян ЧӐВАШ МАР. Вара ҫавна кура Иван Яккӑльччӑна, Пётр Никколайччӑна чӑваш историйӗнчен кӑларса пӑрахмалла-шим? Ҫук, паллах. Ҫавӑн пекех Хусан таврашӗнче пулнӑ чӑвашсене, вӗсем (тӗрӗсрех, вӗсен тӑхӑмӗсем) пурпӗрех тутара тухнӑ тесе, историрен кӑларса пӑрахаймастӑн.

Сӑмах май каласан, "правый берег Волги" тени вӑл хальхи Чӑваш Республикин территорийӗ ҫеҫ мар. Кунта Сӗве шывӗн анат тӑрӑхӗ те пӗтӗмпех кӗрет.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем