Харпӑр шухӑш
Экономика
Ку статьяна тахҫанах ҫырасшӑнччӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула паян тин лартӑм. Пӗрре ҫырма ларасшӑнччӗ — Украинӑри лару-тӑру кансӗрлерӗ... Сӑмахӗ инвестицисем пирки пырать те йывӑр лару-тӑрура ун пирки сӑмах пуҫарни вырӑнлах мар пек туйӑнчӗ. Сӑмах «Поток» ятлӑ платформа пирки. Ку платформӑна хамӑн укҫана эп 2020 ҫулта хывма пуҫларӑм. Чи малтанах пӗчӗк укҫа хурнӑччӗ — 10 пин кӑна. Тӗрӗслесе пӑхмалла тенӗ пек. Каярах вара, платформа шанчӑклӑ пулнине курнӑ май, кунта ытларах хума тытӑнтӑм. Инвестициленӗ чухне мӗнпур укҫана пӗр вырӑна хывма сӗнмеҫҫӗ. Манӑн та ҫавнашкалах. Апла пулин те «Потокри» укҫа пысӑк пай йышӑнать. 1/3 пайран пысӑкрах. Ку — ӑна ытларах шаннипе ҫыхӑннӑ. «Потокӑн» лайӑх енӗсем«Поток» краудлендинг компанисен йышӗнче чи пысӑк пай йышӑнать. Мӗнпур пайран 40% ытла вӗсен. Мӗн-ха вӑл краудлендинг? Ку меслет пысӑках мар предприятисене (пӗчӗккисене тата вӑтаммисене) уйрӑм ҫынсен укҫине тивӗҫтерет. Чылай чухне вӗсемпе банксем ӗҫлесшӗн мар. |
Экономика
чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Юлашки темиҫе уйӑхра пирӗн ҫӗршыв тӗрлӗ санкцие парӑнмасӑр экономикӑна аталантарма ҫине тӑрса тӑрӑшать. Пирӗн патра ӗҫлеме пӑрахнӑ пысӑк усламҫӑсем вырӑнне вырӑнтисем йӑпӑр-япӑр йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарта, ав, «Букет Чувашии» фирма «Кока-Кола» тата «Фанта» евӗр пылак шыв кӑларма тытӑннӑ. Газлӑ ҫав шыва авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗленчене пуҫласа тултарнӑ. «Кока-Кола» тата «Фанта» евӗр тутиллӗ пылак шыва хальлӗхе Шупашкарти лавккасенче, «Дикий Лось» тата «Сахарок» суту-илӳ сечӗсен магазинӗсенче сутаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра продукцие федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсене ӑсатма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакансенчен 5,7 проценчӗ ҫеҫ вӑтам класс шутланать. «Рейтинг» информаци агентстви ҫӗршывӑн регионӗсенче пурӑнакансен тупӑш шайне тишкерсе рейтинг хатӗрленӗ. Вӑтам класа машина, хваттер туянма пултаракан, тупӑш шайӗ ҫителӗклӗ, йӗркеллӗ канма май тупакан ҫынсем кӗреҫҫӗ. Мӗнпур кредита тӳленӗ хыҫҫӑн вӗсен пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе икӗ минимумран кая мар юлмалла. Пирӗн тӑрӑхра ун пек ҫемьесен йышӗ пӗтӗмпе те — 5,7 процент ҫеҫ. Ҫӗршыври 85 регионтан пирӗн республика ку кӑтартупа 64-мӗш вырӑн йышӑнать. Раҫсейре вӑтам класа ҫемьесен 11,5 проценчӗ кӗрет. Ун пеккисем Ямал-Ненецк автономи округӗнче, Магадан облаҫӗнче тата Чукоткӑра ытларах. Ингушетипе Чечняра ун пек ҫемьесем сахалтарах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкарта чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем туса кӑларакан савут хута ярасшӑн. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак инвестици проекчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Савут валли База тӑкӑрлӑкӗнче 1527 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ. Предприяти «Абат» промышленноҫ технопаркӗн шутне кӗрӗ. Инвесторсен шухӑшӗпе, Шупашкарта туса кӑларнӑ чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем импорт продукцийӗн чылай пайне улӑштарма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкарти пӗр усламҫӑна налук тӳлеменрен суд тунӑ. 55 ҫулти арҫын сӑран тата тир япала ҫӗлессине йӗркелесе янӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтрах налук тӳлеме васкаман. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 198-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑ 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен ятарлӑ налук режимӗ – налук хурассин патентлӑ тытӑмӗ – ҫине куҫнӑ. Анчах саккунпа килӗшӳллӗн унӑн апла тума ирӗк пулман. Суд арҫынна 150 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне тӳлемен налук парӑмне – пурӗ 4,5 миллион тенкӗ ытла тата пение тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑвашстат республикӑри чи пысӑк шалу тӳлекен сферӑсене палӑртнӑ. Пирӗн республикӑна илсен, уйӑхра вӑтамран 37 пин те 504 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Финанс тата страхлав ӗҫӗнче тӑрӑшакансем пӗр уйӑхра вӑтамран 58 пин те 700 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ, ӑслӑлӑх ӗҫӗнче – 56 пин тенкӗ, компьютер хатӗрлесе кӑларакансем – 55 пин тенкӗ, информаципе ҫыхӑну сферинче – 53 пин тенкӗ, металлурги производствинче – 50 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Олеся Курпяева тунӑ сӑн / «Российская газета» («Раҫҫей хаҫачӗ») Ӗнер ҫӗнӗ хут укҫа пирки каласа пани вӑл тӳрех ҫынсен аллине лекессине пӗлтермест. «Коммерсантъ» ҫырнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ 100 тенкӗллӗ укҫа ҫаврӑнӑша тухиччен темиҫе ҫул та иртме пултарать. Сӑлтавӗ: ҫынсен аллине лекес умӗн ӑна банкоматсемпе терминалсем тата касса хатӗрӗсем палласа илме вӗренмелле. Ҫак ӗҫ вӑраха тӑсӑлма пултарассин сӑлтавӗ вара банкоматсем тӑвакан предприятисем Раҫҫейрен кайнипе ҫыхӑннӑ. Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывран NCR тата Diebold Nixdorf кайнӑ. Банкоматсен йышӗнчен 60% ытла ҫак икӗ фирма туса кӑларнисем йышӑнаҫҫӗ. Иртнинче ҫӗнӗ 200 тата 2000 тенкӗ укҫасене ҫаврӑнӑша кӗртнӗ чухне (ку 2017 ҫулта пулса иртнӗччӗ) банкоматсене вӗсене палласа илме вӗрентесси уйӑх патнелле йышӑннӑ. Ку хутӗнче вара ҫак ӗҫ самай вӑраха тӑсӑлма пултарӗ — банкоматсем тӑвакансем те ҫӗршывран кайнӑ, пысӑк кредит организацисем те санкцисем айне лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
cheb.media сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Енри «Пике» продукцийӗн ассортименчӗ пуян: пижама, бриджи, шорты, футболка, платье, халат. Нумаях пулмасть вӗсене чикӗ леш енне те ӑсатма тытӑннӑ. Фабрика хӑйӗн таварне «Almando Melado» маркӑпа туса кӑларать. 2020 ҫултанпа продукцие Казахстанра, Беларуҫра тата Таджикистанра туянаҫҫӗ. Европа рынокне те тухас ӗмӗтлӗ. Предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти производствин гендиректорӗ Аркадий Иванов журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ цех Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлет, тепӗр иккӗшӗ — Шупашкарпа Ҫӗрпӳре. Пӗтӗмпе 70-е яхӑн ҫӗвӗҫ тӑрӑшать. Персоналӑн пӗтӗмӗшле йышӗ вара — 180-а яхӑн ын. Унсӑр пуҫне тепӗр 40 ҫын продукцие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ваккӑн сутассипе тимлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Пӑрачкав сали. sobory.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри икӗ пурӑну вырӑнӗ федераци конкурсне хутшӑнса укҫа ҫӗнсе илесшӗн. «Кӗмӗлпе» вырӑна хӑтлӑх кӗртме усӑ курасшӑн. Хӑтлӑ хула тавралӑхне йӗркелемелли проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурса Ҫӗрпӳ хулипе тата Пӑрачкав сали хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те хӑйсен темиҫе ӗмӗрлӗ вӑрӑм историйӗпе пуян. Конкурсра ҫӗнтерсен Мускав укҫипе пӑрачкавсем салари Кооператив урамне илемлетсе ҫӗнетесшӗн. Тротуарсем, парковкӑсем тума палӑртнӑ, нумай тӗллевлӗ лапамсем... Ҫӗрпӳре вара историлле центра юсаса ҫӗнетесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарта 1 пин ытла ӗҫ вырӑнӗлӗх ятарлӑ экономика лаптӑкӗ уҫасшӑн. Ятарлӑ экономика зонин проекчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен коррупцие хирӗҫ никама пӑхӑнман экспертиза витӗр тухӗ; унтан, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен, документа халӑхпа сӳтсе явӗҫ. Ятарлӑ экономика зонин проектне РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ. Ятарлӑ экономика зонинче, паянхи куна илсен, 5 инвестор производствӑна укҫа хывас кӑмӑллине палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе вӗсем 3 ҫул хушшинче 13 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа хывӗҫ. Вӗсене пурлӑх тата транспорт налукӗнчен 20 ҫуллӑха, ҫӗр налукӗнчен 3 ҫуллӑха, тупӑш налукӗнчен 49 ҫуллӑха хӑтарӗҫ. Ҫӗнӗ производствӑсенче 1 пин ытла ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупӗ. Инвесторсем аш-какай комбиначӗ, йывӑҫ сӳсӗнчен плита хатӗрлекен, тырӑ авӑртса тӗрлӗ продукци кӑларакан тата ытти производство уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |