Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хурал кӗтесӗ (чат)

Малтанхисене кӑтарт
28.04.2017 16:021Анонимла:

https://www.youtube.com/watch?v=2_0SDgH6orU Не о том мечтали пионеры и комсомольцы.

28.04.2017 17:350Анонимла:

цивилизаципе глобализаци ҫӗнтерсе пынине ваҫҫасӑрах лайӑх курӑнать ялсенчи урамра.коляскӑ тӗксе утакан амӑшсем пепкисемпе чӑвашла калаҫнине кураймӑн.

28.04.2017 18:121Ваççа:

Цивилизаци тенипе модӑна пӗрешкел ӑнланакан аноним. Шкулта япӑх вӗренни сисӗнет сирӗн. Мода паян кун пек ,ыран урӑхла. Цивилиза тени пачах урӑхла пулӑм.

28.04.2017 18:282Ваççа:

"Ирӗклӗх" хастарӗсем тата ытти патриотсем ӑнлансах ҫитеймен "япаласене" калас. Чӗлхе ҫинчен калаҫу пуҫличчен малтан экономика ыйтусем ҫинчен калаҫмалла халӑхпа. Ҫынна малтан апат ҫитермелле,кайран тин ӗҫ ҫинчен каламалла. Чӗлхе ыйтуне экономика ыйтусемпе пӗрле уҫмалла.Уйрӑммӑн мар. Унсӑран халӑх сире илтеймӗ. Тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача пахчисем пирки каличчен малтан ашшӗ-амӑшӗсен садикшӑн укҫа сахалтарах тӳллеси пирки сӑмах хушмалла,ӗҫлекенсен ӗҫ укҫи сахал пирки те манса каймалла мар. Ҫав хушӑрах чиновниксен шалу пирки те асӑнмалла. Астуса юлма ,калаҫӑва этемлӗх прависем пирки ,чӗлхе ыйтӑвӗ ҫивӗч пулни ҫинчен калаҫса вӗҫлемелле. Вӑтам ӗҫ укҫи пӗчӗк пулнин тата тӑван чӗлхепе ӳстеремелли ача пахчисем ҫуккин сӑлтавӗ пӗрех. http://pravdapfo.ru/articles/85033-traktornye-zavody-i

28.04.2017 18:433Ваççа:

Эмӗр пурӑн эмӗр вӗрен тенӗ. Кам вӗренме пӑрахнӑ - пӗтнӗ. Чӑваш халӑх сайте аталантарма ҫенӗ технологисем кирлӗ, укҫа кирлӗ, анчах та ытларах халӑхпа ӗҫлеме пӗлни кирлӗ. Халӑхӗ ытларах кӗрсен реклама чылай пулӗ,реклама пулсан "окҫа" пулать. Халӑхӗ кӗтӗр тесен мӗн тумалла ? Экономика ыйтусене те сӳтсе явмалла,ҫав хушӑрах чӗлхе ыйтусене те хускатмалла. Пропорци пулмалла,наукӑ тӑрӑх та ҫапла. Уйрӑммӑн ,чӗлхе ыйтусем ҫинчен калаҫсан,"секта" теес харушлӑх пур. Микулай тарӑшнипе кӑна тытӑнса тӑратпӑр вӗт.Кам итлетӗр пире? Шутлас пулать ,тактикӑна улштарни те усӑллӑ тепӗр чух. Экономический блок пулмалла. Экономика базиз,чӗлхе надстройка.

28.04.2017 19:020Анонимла:

Чӗлхе ыйтӑвне халӑха уйрӑм пани тӗрӗс мар. Ытти ыйтусемпе пӗрле кӑна памалла. Уйраммӑн "специалистсемпе" кӑна калаҫма пулать. "Язык-основа нации" тени тӗрӗсех мар,"язык -один из основ нации" тени тӗрӗсрех пулӗ. Паян чӑваша ытларах экономика ыйтусене тишкерни кирлӗ,ҫавӑнпа та "пӗтӗмӗшле" тишкернине мала хумалла. Хитре калама хӑнӑхман,ӑнлантӑр пулӗ мӗн калас тенине.

28.04.2017 19:101Agabazar:

Анонимла:

цивилизаципе глобализаци ҫӗнтерсе пынине ваҫҫасӑрах лайӑх курӑнать ялсенчи урамра.коляскӑ тӗксе утакан амӑшсем пепкисемпе чӑвашла калаҫнине кураймӑн.

Суятӑр, Анонимла Хӑватлӑ Хоспочын! Пур тӗлӗшпе те суятӑр ҫак пӗчӗк ҫеҫ пуплерӗшре!

28.04.2017 21:090Тимер:

Сайта аталантарма,тен,кунта кунӗн-ҫӗрӗн бесплатнӑй совет паракансен ,пӗршер пин окҫа куҫарсан вырӑнлӑрах пулӗччӗ.Е каллех чиновниксенчен кӗтсе ларӑпӑр?.Пушарта шар курнӑ чӑваш чӗлхи вӗрентекенне те Аҫтахар,Балтай,Арҫук Тарасов,Пупин кӑна пулӑшма хал ҫитерчӗҫ,кунта темиҫе хут ыйтса ҫырсан та.

28.04.2017 22:330Ял херараме:

Етӗрне район сайтне кӗрсе хӑвӑрах паллашма пултаратӑр, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ тӗлпулу пирки.

Шӑпах эсир тапратнӑ ыйту пирки те калаҫрӗҫ, тепӗр 50 ҫултан чӑваш чӗлхи пӗтет тесе тапратса янӑ шухӑша та хыт сивлерӗҫ.

28.04.2017 22:400Ял херараме:

"Аптекӑра фанфурик сутма юрамасть, ялта вара ярӑнтараҫҫӗ кӑна". Сӑмакун та ярӑнтараҫҫӗ кӑна, ялти кашни ҫын сӑмакун сутаканӑн адресне пӗлет. Чӗлхи пӗтмӗ-ха вӑл,ялсенче мужиксем сахаллансах пыраҫҫӗ, йӑлтах эрехе пула.

28.04.2017 22:400Agabazar:

Тимер:

Сайта аталантарма,тен,кунта кунӗн-ҫӗрӗн бесплатнӑй совет паракансен ,пӗршер пин окҫа куҫарсан вырӑнлӑрах пулӗччӗ.Е каллех чиновниксенчен кӗтсе ларӑпӑр?.Пушарта шар курнӑ чӑваш чӗлхи вӗрентекенне те Аҫтахар,Балтай,Арҫук Тарасов,Пупин кӑна пулӑшма хал ҫитерчӗҫ,кунта темиҫе хут ыйтса ҫырсан та.

Укҫа памашкӑн хал ҫитермелле иккен. Илтменччӗ. Кам шутласа кӑларнӑ-ши ҫапла каламашкӑн? Кам ӑс ҫитернӗ?

29.04.2017 05:111Ваççа:

Тимер:

Сайта аталантарма,тен,кунта кунӗн-ҫӗрӗн бесплатнӑй совет паракансен ,пӗршер пин окҫа куҫарсан вырӑнлӑрах пулӗччӗ./// На-связи форум мӗнле аталанса пынинчен те тӗслех илер. Хамӑрӑн ӗҫлесе илме вӗренмелле.Ҫынна пулӑ пани мар ,вӑлта парса пуллине тытма вӗрентни малта пулмалла. Чиновниксене хӳтӗлесе лариччен республикӑри вӑтам ӗҫ укҫине пӗл,ПФО тенинче чи аялта,укҫана вӑхӑтра тӳллейменнипе чи малта. Чӗлхе ыйтӑвӗсене тӑна кӗмен чиновник экономика ыйтӑвӗсене те тӑна кӗмен. Кунта эпир ҫырнӑшӑн ,Тимӗр ,сана мӗн чул "окча" куҫарса памалла. Эхо Москвы тата ытти "популярный" сайтсем ун пек ҫырнине курман,илтмен. Пин хут сӑмах текетӗр,Тимӗр, "бесплатно" тесе. Аван мар туйма пуҫларӑм хама,Тимӗртен укҫа тахҫан ильнӗ те,тавӑрса паман пек . Чӑваш чӗлхине,историне юрататӑн пулсан санӑн темиҫе пинлӗх кӗнеке туянмалла тенӗ пекех. Туянмасан "враг номер один" ? Ун пек укҫашӑн "вӗтелсе кайма" кирлӗ мар пулӗ тетӗп. Ҫыннисем аякка тарма пуҫлӗҫ. Чӑвашлӑх туйӑмне коммерциллеме кирлӗ мар. Реклама экономикӑна аталантарать.

29.04.2017 05:260Анонимла:

http://www.obrazov-yadrin.edu21.cap.ru/?t=news&eduid=1207&news=485089 Ҫав кӑна? Черетлӗ,ниме тӑман мероприяти? Халӑхран пытанса ирттернӗ мероприяти ҫинчен виҫӗ сӑмах кӑна ? Халӑхӑн пӗтӗмпе пӗлме юрамаҫ,пӗлсен сывалма пултарать?

29.04.2017 05:390Анонимла:

Затем — семинар, на котором принимали участие заместитель министра образования и молодежной политики ЧР Алевтина Федорова, глава Ядринской районной администрации Андрей Софронов, чувашский поэт Юрий Сементер, детский писатель М.Краснов, поэт, драматург М.Карягина, представители Чувашского национального конгресса, работники Чувашского книжного издательства, работники республиканской детской библиотеки, библиотекари и учителя чувашского языка и литературы Ядринского, Моргаушского, Красночетайского и Аликовского районов. Аудиозапись ӑҫта ? Ка мӗн каланӑ?

29.04.2017 05:550Анонимла:

https://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=2489310 В скором времени станет министром образования. Все вопросы к ней.Она курирует вопросы дошколного образования. Да и фамилия, не простая. Обычно везде управляют заместители.

29.04.2017 16:500Agabazar:

Камӑн ҫав тери вырӑсла калаҫас килет, ҫав наччасрах ҫак сайтӑн вырӑсла Хурал кӗтесне кайма пултарать.

Ҫавӑн пекех кунта акӑлчанла тата эсперантолла Хурал кӗтесӗсем те пур.  8-)

29.04.2017 17:130Тимер:

Тавах Ваҫҫа.Сайт бесплатно пулмасть.Плотников Микулайа пулӑшас пирки сӑмах пуҫласанах пустуях кутӑнлашса ман ҫине куҫса каян.Чӑн чӑвашла.Эрех илме ним те мар пӗр-пӗр ӗҫкӗ чухне пин тенкӗ кӑларса пӑрахатпӑр.Мӗн тӑван ЭХО МОСКВЫпа?.Чӑвашсем- суварсем ӗмӗрех нимеле ӗҫ тунине эсӗ ҫамрӑкрах пулнипе ас тумастӑн пулас.Ну юрать пушарта шар курнӑ чӑваш чӗлхи вӗрентекенне пулӑшас темерӗр.Сайтпа вара хӑвӑр кунӗн-ҫӗрӗн усӑ куратӑр.Совет парса лариччен атя-ха пиншер тенкӗ куҫарса парар.Нивушлӗ вара ҫав териех айван вара эпир?.

29.04.2017 17:400Agabazar:

Тимӗр:

Ну юрать пушарта шар курнӑ чӑваш чӗлхи вӗрентекенне пулӑшас темерӗр.Сайтпа вара хӑвӑр кунӗн-ҫӗрӗн усӑ куратӑр.

Сайта хупса хурассипе хӑратса ан ҫӳрӗр кунта, Шутсӑр Хӑватлӑ Тимӗр Хоспочын!  :)

Сайта килекенсене чӗркӳҫленсе тав тӑвасси вырӑнне, эсир вӗсене юнаса тӑрасшӑн!  :)

29.04.2017 21:203Анонимла:

Ваҫҫаран питӗ лайӑх чиновник пулмалла. Трибуна умне тухнӑ чиновник пекех "Ӑна тумалла, кӑна тумалла. Эпир вӑйлӑ пулмалла, чӑваша пӗтме памалла мар!" тесе вирлӗ калаҫма пултарать. Хӑй конкретлӑ ӗҫӗ туни ҫук, тума шутлани те курӑнмасть. Ытти ҫынсем тӑрӑшнипе тунине хӑй тунӑ пек шутлать пулмалла: "Спутникла телевидени пулмаҫ, мӗн тума кирлӗ тенине чылай илтнӗ,анчах та пулчӗ. Ача пахчисемпе те ҫавах. Пулать". Акабазарӗ вара хӑйне Турӑ пекех тытать: "Писаччӗл пулас тетӗр, пулӑр, манран чару ҫук!" Кӗҫех мӗн те пулин тӑвас тесен Акабазартан лицензи илмелле пулать-ши ӗнтӗ?

29.04.2017 23:450Анонимла:

Васса: Сӳтӗлсе кайнӑ вӗлле хурчӑсем кӑна,тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача пахчисене хирӗҫ кӗрешме пултараҫҫӗ. Мутаци айӑплӑ пулӗ ? Спутникла телевидени пулмаҫ,мӗн тума кирлӗ тенине чылай илтнӗ,анчах та пулчӗ. Ача пахчмсемпе те ҫавах. Пулать. Мӗншӗн тесен цивилизаци тени яланах ҫӗнтерсе пырать.

Мӗн-ши вӑл цивилизаци тени? Мӗнле пулса каять-ши? Хисеплӗ Акабазар-Турӑ ҫӳлтен пӑраха панипе-ши? Ваҫҫана цивилизаци мӗнле йӗркеленнине ӑнлантарса пама тиветех пуль ҫав. Калӑпӑр, Тимӗр сурхури ирттерет, ун пуҫарӑвне ырласа, хавхаланса тепӗр маттур чӑваш Ҫӑварни уявне йӗркелет. Ҫак икӗ маттур чӑвашӑн ырӑ ӗҫне тӑсса Ваҫҫа Чӑваш Мӑнкунне е Ҫимӗкне уявлама халӑха пуҫтарать. Ӑна кура тепри тепӗр уяв. Ҫапла чӑваш йӑли-йӗркисем халӑхра чӗрӗлсе тӑчӗҫ. Кӑна культура теҫҫӗ. Халӑха ку йӗрке килӗшрӗ, ҫапла вӑл хайӗн йӑли-йӗркине, культурине, историне, пӗр-пӗринпе пӗр йыш-халӑх пулнине, тӑванлӑха хаклама пуҫларӗ, хайӗн пурнӑҫне те урӑхларах йӗркелеме, хӑйне урӑхларах туйма тытӑнчӗ. Ачине те пирӗн культура пысӑк, пирӗн пурнӑҫ йӗрки, философийӗ тӗрӗс, тӗнче хыҫӑн кайса хӑвна ан пӑс тесе тӑн пама, влаҫрисенчен хӑйне чӑн чӑваш пек пурӑнас кӑмӑлне тивӗҫтерме, ачисене те хайн члхине, культурине, историне пӗлсе ҫитӗнме условисем туса пама ыйтма пуҫлать. Кирек мӗнле цивилизаци те, вӑрҫӑ-катастрофӑсем те, империсем арканса каясси те, чӗрӗлсе тӑрасси те, халӑхсем, чӗлхесем пӗтесси те - йӑлтах уйрӑм пӗр ҫын мӗнле-тӗр хӑйӗн шухӑшне, кӑмӑлне пурнӑҫа кӗртсе пӗр-пӗр ӗҫ тунинчен килет. Конкретлӑ ӗҫрен.

Вулакансем палӑртнӑ ҫыру

27.04.2017 14:1510Ваççа.:

Сӳтӗлсе кайнӑ вӗлле хурчӑсем кӑна,тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача пахчисене хирӗҫ кӗрешме пултараҫҫӗ. Мутаци айӑплӑ пулӗ ? Спутникла телевидени пулмаҫ,мӗн тума кирлӗ тенине чылай илтнӗ,анчах та пулчӗ. Ача пахчмсемпе те ҫавах. Пулать. Мӗншӗн тесен цивилизаци тени яланах ҫӗнтерсе пырать.

Пулӑшу (Услуги) Сварка тата сантехника ӗҫӗпе пулӑшатӑп. Хакӗ — килӗшсе татӑлнипе.
Сутатӑп Пӑрамланӑ качака путеккисемпе пӗрле сутатӑп.
Паллашу Чиркӗве ҫӳрекен каччӑпа паллашатӑп. Хам ҫинчен: 38 ҫулта. Мускавра хваттер пур, ...
URL:
E-mail:

Сехет хушшинче пулнӑ: Хӑна17116, Хӑна17115

24 cехет хушшинче пулнӑ: Agabazar, Владимир, Тивлет, Пĕр хĕрарăм, Пике, Кашкăр, Тимер, Ял херараме, Ваççа, 39 хӑна (усӑ куракан)

Orphus

Радио (30.04.2017)

01:20
 
Чунра юрă шăрансан (12+)
02:20
 
Шурăмпуç (12+)
03:20
 
Çĕр сум (12+)
04:20
 
Вĕрентекен сăмахĕ (6+)
05:20
 
Литература çÿпçинчен (12+)
06:20
 
Республика сасси (12+)
07:20
 
Чĕрĕлĕх çути (12+)
08:20
 
Чунра юрă шăрансан (12+)
09:20
 
Шурăмпуç (12+)
10:00
 
Çичĕ юрă (12+)
11:30
 
Çамрăк хунав (6+)
12:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
15:00
 
Чĕнтĕрлĕ чаршав (12+)
16:20
 
Кулăш лаççи (12+)
16:40
 
Голос Республики (12+)
17:00
 
Не формат (12+)
18:00
 
Иксĕлми çăлкуçсем (12+)
19:00
 
Янра, юрă! (12+)
20:10
 
Каçхи микс (12+)
21:10
 
Каçхи микс (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2017 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Ака, 30

1909
108
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
103
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
88
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Телефон ҫине чӑваш гимнне лартма эсир хирӗҫ мар-и?
Лартса ӗнтӗ
Тавах сӗнӳшӗн. Лартатӑпах!
Ҫук, эп ӑна лартма тивӗҫлӗ мар
Ман телефонра чӑваш кӗвви тахҫанах янрать
Ку ыйту маншӑн пӗлтерӗшлӗ мар
Ҫук, лартма килӗшместӗп
Эпир Facebook-ра 1100+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org
По материалам: http://dinoera.ru/nauka/10078-2013-01-31-12-10-39.html.