Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать, Шăпчăк та юрлать кунта ав чăвашла,- тесе çырнăччĕ Любовь Мартьянова сăвăç. Чăнах та, йĕри – тавра пире тĕрлĕ сасă–чĕвĕ, шăв–шав илтĕнет: алăк чĕриклетсе уçăлать, ура айĕнчи юрĕ кăчăртатать, картишĕнчи выльăх–чĕрлĕх,кайăк–кĕшĕк тĕрлĕ сасă кăларать, вĕçен кайăкĕсем тавралăхпа киленсе хăйсен юррисене шăрантараççĕ. Мĕн чухлĕ тĕлĕнтермĕш, илем çут çанталăкра! Кашни сасса эпир мĕнле илтетпĕр, çавăн пекрех евĕрлесе кăтартма тăрăшатпăр. Тĕрлĕ çын, паллах, вăл е ку сасса хăйне май илтет, туять, хамăр чĕлхери сасăсен пĕрлешĕвĕпе ? сăмах туса% евĕрлесе кăтартать. Шăпах чĕлхемĕтри çав пуянлăха тĕпчесе пĕлес килет те манăн. Ытларах мана килти кайăк – кĕшĕк, выльăх – чĕрлĕх чĕлхи интереслентерет, вĕçен кайăк сасси илĕртет. Çавăнпа та эпĕ вĕсем кăларакан сас – чĕвве чăваш чĕлхин тĕпчевçисемпе сăмах ăстисем, пирĕн асаттесемпе асаннесем хăйсен сăвви–юррисенче еплерех çырса кăтартма пултарнине тĕпчесе пĕлес тĕллев лартрăм. Хамăр таврари кайăксем çинчен питĕ сахал пĕлетпĕр–ха, эпир пĕр турат çинчен тепĕр турат çине вĕçсе лараканскерсене палламастпăр та, ячĕсене те пĕлместпĕр, юррисене те хăшĕ юрланине уйăрса илейместпĕр. Çавăнпа та эпĕ тĕпчев ĕçне пуçăнса хамăн çак çитменлĕхе кăшт та пулин пĕтерс терĕм.