РУССКАЯ ВЕРСИЯЧĂВАШ ВЕРСИЙĚ
ENGLISH VERSIONESPERANTO VERSIO
Ăшă сăмах — çу кунĕ, сивĕ сăмах — хĕл кунĕ.
  :: Кулăшсем
 Система
 
 Меню
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Реклама
Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
 
 Кулăшсем

    — Вихтăр, сирĕн ĕнĕр туртать-и?
    — Çук.
    — Апла-тăк сан ампару çунать.

    Арăмĕ упăшкине:
    — Ваççа пăх халĕ, пирĕн чăх епле салху! Апата ямалла пулĕ?
    — Эсĕ ку ун кăмăлне çĕклет тесе шутлатăн-и вара?

    — Хамăн хĕре сана качча пама хирĕç мар эпĕ, — пĕлтерет арçын хăйĕн пулас кĕрӳшне. Анчах...
    — Мĕн вара "анчах"?
    — Санăн, хаклă çыннăм, эрех ĕçме пачах пăрахма тивет, кунсăр пуçне килте арăмна пулăшмалла: апат пĕçермелле, лавккана чупмалла. Ют хĕрарăмсем çине хăрах куçпа та пăхас çук. Унсăрăн...
    — Манăн ыйтма юрать-и? — пӳлет ăна çамрăк каччă. — Анчах çакнашкал айван çынпа пурăнма килĕшет-ши сирĕн ăслă хĕрĕр?

    Икĕ хĕрарăм тĕл пулнă та калаçса тăраççĕ. Пĕри:
    — Пĕлетĕн-и, ĕнер хăнара пĕрремĕш упăшкана куртăм...
    — Вара?!
    — Унпа калаçма интереслĕ пулнине эпĕ халиччен те пĕлмен.

    — Хваттер илме черетре тăратăп теттĕн. Шăвать-и черечĕ?
    — Шутараççĕ курăнать-ха: виççĕмĕшĕнчен вун виççĕмĕшне çитрĕм.

    Ваçук ашшĕне:
    — Ку çын учитель курăнать.
    — Мĕншĕн апла шухăшлатăн?
    — Ларас умĕн пукана тимлĕн сăнаса пăхрĕ.

    — Хамăр кушака Пенопласт ят хутăмăр. Темиçе хут путарсан та ишсе тухать.
    — Эпир вара — Бумеранг. Кирек ăçта персе хăварсан та каялла çаврăнса çитет.
    — Пирĕн вара Джордано Бруно.
    — Чун иллисем те вара эсир...
    — Çук-çке, пирĕн кушак çăлтăрсене сăнама юратать.

    Пĕр арçын çанталăк прогнозне итлет. Лере “Çĕпĕрте 45 градус сивĕ” теççĕ. Ку ĕненмесĕр юлташĕ патне Çĕпĕре шăнкăравлать:
    - Итле-ха, унта сирĕн шартлама сивĕ теççĕ, тĕрĕс-и?
    - Çук, - 20, - 25 кăна.
    - Çапла-и? Радиопа 45 градус сивĕ терĕç?
    - Э-э-э... Вăл урамри пирки тĕр!

    Хĕрĕ качча тухать. Амăшĕ ăна:
    - Хĕрĕм, упăшку патне вырăн çине выртнă чухне хăвăн çинчен пур тумна та ан хыв, хĕрарăмра мĕнле те пулин вăрттăнлăх пулмаллах.
    - Туй хыçăн пăртак вăхăт иртсен çĕнĕ кĕрӳ пăянамăшĕнчен ыйтать:
    - Анне, сирĕн хĕрĕр ăсран тайăлман-тăр вĕт?
    - Мĕншĕн апла шутлатăн?
    - Мĕншĕн вăл ялан пуçне калпак тăхăнса çыврать?

    - Машенька, эсĕ хатĕр-и?
    - Халех анне Фупаккăçа çеç илетĕп.
    - Кама?
    Хĕрачи пӳлĕмĕнчен тискер те хăрушă пуканене илсе тухса амăшне кăтартать. Чăрăм-чарăм, вараланчăк та килпетсĕр теттене курсан амăшĕ хăй сисмесĕрех:
    - Фу, паккăç!
    - Вот, аннеçĕм, атте те ăна çаплах чĕнет.

    Пĕр чăваш хĕрарăмĕ лавккана пуç тури туянма кайнă тет. Сутăçа калать, тет:
    — Мана поç тори пар-ха.
    Лешĕ чăвашла ăнланмаскер:
    — Который? — тесе ыйтнă.
    — Кот тори мар, мана пос тори кирлĕ! — хуравланă вара хĕрарăмĕ./Г. Дегтярёв каласа панинчен/

    Пĕр яла çынсем килнĕ те пĕрисенчен ыйтнă, тет:
    — Сире вутă кирлĕ-и?
    — Çук, — тенĕ лешĕсем, хăйсен вутти туллиех пулнăран.
    Ирхине варанаççĕ тет те хайхисем, пахаççĕ — вуттине пĕтĕмпех тиесе кайнă.

    Пĕр арçын каçхи хăй йыттипе киле çитнĕ тет. Ӳсĕр.
    — Эс каллех ӳсĕр! Миçе кружка сăра ĕçрĕн-ха? — вăрçать арăмĕ.
    — Иккĕ. Ĕненмесен Жучкăран ыйт.
    Лешĕ йыттинчен йытать. Йытти:
    — Хам! Хам! — тет.
    Тепĕр кунхине ку арçын каллех ӳсĕр килет. Арăмĕ каллех:
    — Ну, миçе кружка сăра ĕçрĕн?
    — Иккĕ!
    Йытти те кăна çирĕплетет:
    — Хам! Хам!
    — Эрехне вара?
    — У-у-у-у! — ӳлесе ячĕ тет йытти.

    Ашшĕпе ывăлĕ утар хĕррипе пыраççĕ тет. Ачи пыл хурчĕсене асăрхать те:
    — Папа-а, смотри, пчельник летит!
    — Ты что, сынок, — асăрхаттарать ашшĕ, — русский услышит, смеяться будет. Это же пасека летит!..

    Вырăс турисчĕсем Будапешт хулине курса çӳреççĕ. Пĕр çурт тăррине «Тинĕс Флочĕн министерстви» тесе çырнине кураççĕ те гидран тĕлĕнче ыйтаççĕ:
    — Сирĕн çĕршывра тинĕс çук пулсан епле-ха вара Тинĕс Флочĕн министерстви пултăр?
    — Çапла... Эпир те Мускавра пултăмăр. Сирĕн те унта Культура министерстви пур...

    Пасара çĕр выртмалла килнĕ пĕр чăваш хулара майра патне хваттере кĕнĕ тет.
    Лешĕ ана çывăрма урайне сарса панă. Чăваша пăрçасем тапăнчĕç тет те çунтараççĕ кăна тет. Пирĕн пĕлĕш ниçта кайса кĕреймест тет.
    — Што, дяденька, не спишь? — терĕ тет майра.
    Пăрçа мĕнлеччĕ-ха вырăсла тесе шухăшласа выртать тет чăваш. Вара аса илех кайрĕ тет...
    — У вас корох мнокă, польнă кусат, — терĕ тет вăл.
    — Какой горох, блохи, чай, кусают, — тет майра.
    — Каккуй плохо, как слетовăт кусат, — тесе хучĕ тет чăваш.
    Майран вара кулмалли çех юлчĕ тет.
Хветĕр Уярăн «Таркăн» романĕнчен илнĕ

Çавăн пекех

    Электронлă вулавăшра кулăшла калавсемпе сăвăсем пур.

Категорисем: Кулăш

Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2009-09-25 11:22:12 вăхăтра улăштарнă. 10405 хут пăхнă.
 
 Шырав
 
 
 Пуш, 14
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Канашлура
Hĕvelpi Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (102)
Хазтар Лама, чуваш и культовая скрипка (7)
SerteUntri ГТРК "Чувашия" (9)
Хазтар Топонимсем / Tопонимов (18)
SerteUntri Этимология этнонима "чуваш" (254)
SerteUntri углубленное изучение чувашского языка в городской школе (21)
BBCh Ягафова Е. А. Самарские чуваши (историко-этнографические очерки). (4)
Hĕvelpi Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (2841)
Алатар Черемисские войны , или где были татары? (182)
Santăr Локализаци тата... (8)
Кăмпа Осетин (12)
Алатар Укçа пуçтаратпăр / Ищем спонсоров (23)
SerteUntri poznakomstva (49)
KOSTA Религиозные обряды, культы (123)
SerteUntri Татарские Булгаристы (385)
 
 Кун кĕнекисенче
Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар! Эп чăваш чĕлхишĕн тесе кăкăра çапса кăшкăракан карма çăварсемшĕн пухăнма тепĕр вырăн пултăр.
«Тăван Енри» телепрограмма меллĕрех
Салам
Весной- зима
Pri Chuvasha kiel literatura lingvo
9 марта-праздник
Х
Паллашни
Туссем
Пулăшма ыйтаççĕ
Переписка
О жизни военных пенсионеров
Çул хакĕ — пĕрре савантарчĕ, тепре хурлантарчĕ
Миçе çын — çавăн чухлĕ шухăш.
Александр Сергеевич Савельев-САС
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"