Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Майков генерал чӑн-чӑн чӑвашчӗ

Ульяновск хулинче чӑвашла тухса тӑракан "Канаш" хаҫатра Чӑнлӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Улхаш ялӗнче пурӑнакан Петр Долгов "Майков генерал-лейтенант - пирӗн ял ҫынни" ятлӑ статья пичетлесе кӑларнӑ. Питӗ тӗрӗс ҫырать автор: "Евгений Иванович чӑн-чӑн чӑваш пулнӑ. Хӑй чӑваш пулнипе яланах мухтаннӑ". Ҫакна хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн паллӑ писатель Алексей Талвир та ҫирӗплетсе калатчӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче вӑл «Гудок» хаҫатӑн корреспондентӗнче ӗҫленӗ, чылай вӑхӑт Магнитогорск хулинче завод-гигант ҫӗклекенсем патӗнче пурӑннӑ. Ҫавӑн чухне туслашнӑ та вӗсем.
"Е.И.Майков бригадирччӗ, - каласа панӑччӗ Талвир. - Ун патӗнче пурте чӑвашсемччӗ. Маттур ӗҫлетчӗҫ вӗсем. Майков бригадине пурте мухтатчӗҫ. Унта пӗр ватӑ чӑваш пурччӗ. "Кӗмӗл кӗпер" юрра хитре юрлатчӗ вӑл. Питӗ авалхи юрӑччӗ вӑл".
"Авалхи чӑвашсем" кӗнекене ҫырнӑ чухне эпӗ Талвир каласа панине темиҫе те аса илнӗччӗ. Халӗ ҫак кӗнекене иккӗмӗш кӑларӑмпа пичетленӗ чухне "Хушӑм" пайра илсе те кӑтартрӑм. Евгений Ивановичпа тӗл пулса калаҫнине те кӗртрӗм.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче пӗр асаплӑ чӑваш ҫемйи ыйтнипе манӑн Мускава СССР Оборона министерствине каймалла пулчӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ унта министр ҫумӗнче, тыл начальникӗнче Е.И.Майков ӗҫленине пӗлтӗм те ун патне кӗтӗм. Питӗ лайӑх ас тӑватӑп: Оборона министерствин тӗп штабӗнче тыл начальникӗ патне кӗме уйрӑм подъездчӗ. Часовой тӑрать. Евгений Ивановичпа малтанах калаҫса татӑлнипе вӑл эпӗ пырассине пӗлет. Мана чыс пачӗ те Писательсен союзӗн членӗн билетне кӑтартма ыйтрӗ. Ӑна кӑтартнӑ хыҫҫӑн тепре чыс пачӗ те миҫемӗш хута хӑпармаллине каларӗ.
Евгений Иванович мана хапӑл туса кӗтсе йлчӗ. Тӳрех хӑй кӗнекисен ҫӳлӗкӗ патне пычӗ те манӑн "Книга о Чувашии", «Голубая стрела» тата «Дорога на Москву» кӗнекесене кӑтартрӗ. "Вуласа пыратӑп. Чӑваш литератури тӗнчене тухса пынӑшӑн питӗ савӑнатӑп", - терӗ.
"Книга о Чувашии" кӗнекене хӑйӗн тусӗсемпе пӗлӗшӗсене парнелеме пӗр ҫыхӑ илнӗ вӑл.
Эпӗ мӗн ӗҫпе килнине пӗлсен тӳрех хӑйӗн адъютантне чӗнсе илчӗ те ӗҫ хушрӗ, мӗн кирлине часрах тумаллине каларӗ.
Сехете яхӑн калаҫса лартӑмӑр. Евгений Иванович хӑй ҫинчен сӑмахларӗ, Талвира, Тал-Мӑрсана аса илчӗ. Сӑмах май, Георгий Тал-Мӑрса - чӑннипех те авалхи чӑваш мӑрсисен йӑхӗнчен. Эппин, Евгений Иванович хӑй те амӑшӗ енчен - мӑрса, урӑхла каласан, чӑваш кнеҫӗ. Авалхи пӑлхар чӑваш дворянӗсен сословийӗ икӗ йӗрпе пынӑ. Ҫӗр тытса тӑракан кнеҫсене "пик" тенӗ. Ҫар хӗсметӗнчи кнеҫсене - мӑрса. Тал-Мӑрса йӑхӗ - питӗ авалхи чӑваш кнеҫӗсен йӑхӗ. Мана, чӑваш халӑх историне мӗн ачаран тӗпчекен ҫынна, Евгений Иванович ҫакна пӗтӗмпех пӗлни тӗлӗнтерчӗ те, савӑнтарчӗ те.
Ҫамрӑк чухне Евгений Иванович сӑвӑсем, калавсем ҫырнӑ. Анчах вӗсене ниҫта та пичетлемен.
Алексей Филиппович Талвир ҫинчен аса илсен тӳрех тахҫан пулнисене каласа пама тытӑнчӗ.
"Магниткӑра чухне Талвир пирӗн пата час-часах пырса ҫӳретчӗ. Ун чухне эпӗ бетонщиксен бригадирӗччӗ. Чӑнах та, пӗр тӗлӗнмелле маттур чӑваш пурччӗ. Юрӑ ӑсти. Питӗ авалхи чӑвашсен "Кӗмӗл кӗпер" ятлӑ юррине час-часах юрлатчӗ, - хавхаланчӗ Евгений Иванович. - Ара эпӗ ҫав юрра ҫырса та илнӗччӗ. Блокнотра пулмалла вӑл. Шӑмат кун ман пата килӗр. Вӑл вӑхӑта эпӗ блокнота шыраса тупатӑп..."
Шӑмат кун Майковпа тепре тӗл пултӑмӑр. Вӑл ун чухне пушӑрах пулчӗ, нумай калаҫса лартӑмӑр. Блокнотне те илсе пынӑччӗ вӑл. "Акӑ кунта сана мӗн кирли пурте пур, - терӗ. - Архива упрани ҫакӑ пултӑр ӗнтӗ. Ку юрӑ та хӑҫан та пулин тӑван халӑха кирлӗ пулӗ теттӗм. Ҫапла пулчӗ те. "Кӗмӗл кӗпере" юрлаканӗ - Ухливан Юксарович Ендеров. Тутар Республикинчи Чӑваш Киремет ялӗнчен. Эпир ӑна "Иван мучи" тесе чӗнеттӗмӗр. Питӗ хитре, кӑн-кӑвак ҫухаллӑччӗ вӑл".
У.Ю.Ендеров юррине те, вӑл ун ҫинчен каланине те ҫырса илтӗм эпӗ:
"Ку вӑл пирӗн мӑн асаттесем тутарсене хирӗҫ кӗрешнӗ чухне пулнӑ. Ун чухне чӑваш асаттесен хӑйсен патшалӑхӗ пулнӑ. Ҫарӑмсан шывӗ ҫинче тӗп хули пулнӑ. Тутарсем ӑна хупӑрласа илсессӗн те пирӗн мӑн асаттесем парӑнман, вӗсене хирӗҫ питӗ паттӑррӑн кӗрешнӗ. Ун чухне пирӗн хамӑрӑн пурте юратакан юрӑҫ пулнӑ. Ӑна Кул Али тесе чӗннӗ. Пирӗн кӗрешӳҫӗсене хавхалантарас тесе вӑл вӗсем валли ятарласа "Кӗмӗл кӗпер" ятлӑ юрӑ хайланӑ. Хулара ун чухне чӑнах та ҫавӑн пек кӗпер пулнӑ. Пирӗн паттӑрсем тӑшманпа ҫапӑҫма, хулана хӳтӗлеме кайнӑ чухне ҫак юрра юрласа ҫав кӗпер урлӑ каҫнӑ. Пӗтӗм кӑралӗпе, ҫар тумӗпе, аллисене шур перчетке тӑхӑнса. Ҫав юрӑ ламран-лама пырса паян кунчченех упранса юлнӑ".
Е.И.Майков блокнотӗнчи юрра та ҫырса илтӗм:

КӖМӖЛ КӖПЕР
Шур перчетке ҫыхса
Пӳрнем шӑтрӗ.
Эс килессе пӑхса
Куҫ пӑсӑлчӗ.
Эс килессе пӑхса
Куҫ пӑсӑлчӗ.

Тухан хӗвел майӗн
Мана пил пар.
Кӗмӗл тухья айӗн
Кӑларса яр,
Кӗмӗл тухья айӗн
Кӑларса яр.

Ӗнтӗ шуҫӑм килет,
Тул ҫутӑлать.
Шуҫӑм ҫути витӗр
Ӑсатса яр,
Шуҫӑм ҫути витӗр
Асатса яр.

Ай, каяр пуль, савни,
Сыв пуллашар.
Кӗмӗл кӗпер урлӑ
Каҫарса яр,
Кӗмӗл кӗпер урлӑ
Каҫарса яр.

Вутпа сӑнӑ витӗр
Ай, манӑн ҫул.
Кӗмӗл ҫӗрӗ витӗр
Ай, пӑхса юл,
Кӗмӗл ҫӗрӗ витӗр,
Ай, пӑхса юл.

Кунсем ытла хаяр,
Каҫӗ сивӗ,
Ҫӗнтерӳпе ҫитӗп,
Ай, кӗтсе ил,
Кӗмӗл кӗпер ҫинче
Ай, кӗтсе ил.

Ку вӑл, чӑнах та, эпир пурте пӗлекен "Кӗмӗл кӗпер" ятлӑ питӗ авалхи юрӑ. Хамӑн "Авалхи чӑвашсем" кӗнекере ун ҫинчен эпӗ тӗплӗн ҫырса кӑтартатӑп. Кул Али - пирӗн мӑн асаттесен, пӑлхар -чӑвашсен пӗтбм тӗнче пӗлекен поэчӗ. Вӑл 1172 ҫулта, авалхи пӑлхар-чӑваш патшалӑхӗн мальен пайӗнче, Тӑмтӳпе текен тӑрӑхра /область/ ҫуралнӑ. Тӑмтӳпе тесе ун чухне Шуҫӑмпа Сай юханшывӗсен хушшине каланӑ.
Кул Алин ашшӗ - Мирхатша ятлӑ сеид, нумай вӗреннӗ ҫын пулнӑ. Амӑшӗн ячӗ те упранса юлнӑ, ӑна Пӳсни тесе чӗннӗ.
1174 ҫулта, Кул Али иккӗре чухне, вӗсен ҫемйи Пӳлер хулине куҫса кайнӑ. Анчах ҫул ҫинче Кул Али амӑшӗ Пӳсни шӑнса пӑсӑлнӑ та чирлесе вилнӗ. Кул Алие ашшӗ пӑхса ӳстернӗ, вӗрентнӗ.
Кул Алин чи чаплӑ хайлавӗ - "Йусеф кӑссайӗ". Вӑл - поэма-халап, хӑйне евӗрлӗ эпос евӗрлӗ хайлав.
1236 ҫулта Атӑлҫи пӑлхар-чӑвашсем ҫине тутар-монголсем тапӑнса кӗрсессӗн Кул Али Алттӑнпик патша ҫарӗнче пулнӑ май тӑшманӗсене хирӗҫ паттӑррӑн кӗрешнӗ. Ҫавӑн чухне тӑван халӑх паттӑрӗсене хавхалантарма хӑйӗн вилӗмсӗр "Кӗмӗл кӗпер" юррине ҫырнӑ. Ку юрӑ халӗ те пирӗн халӑхра тӗрлӗ вариантпа упранать. Хӑш-пӗр тӗлте ӑна "Шур перчетке" ятпа та асӑнаҫҫӗ.
Ун чухне пирӗн пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем ҫапӑҫӑва кӗнӗ чухне чӑнласах та шап-шурӑ перчетке тӑхӑннӑ. Ку вӑл питӗ тӗлӗнтермӗш хӑйне евӗрлӗ чӑнлӑх. Эпир нихӑҫан та мӗскӗн, начар халӑх пулман. Эпир хамӑра хисеплеме те, чыслама та пӗлнӗ. Шур перчетке - ҫар ҫыннисен тумӗ. Ӑна питӗ ҫӳхе пӑхӑр ҫиппе ҫиелтен сӑрнӑ, арҫынсем ҫыхнӑ. Юррӑн авалхи варианчӗсенче ҫакна уҫҫӑн каланӑ. Ҫар ҫыннисем тӑхӑнакан шур перчетке ҫинчен калани авалхи истори халапӗсенче те упранса юлнӑ.
Чылайччен пӗр-пӗрне хавхалантарса калаҫса лартӑмӑр паллӑ чӑваш мӑрсисен йӑхӗнчен тухнӑ Совет ҫарӗн генералӗпе Евгений Иванович Майковпа. Инкеке лекнӗ чӑваш ҫемйине пулӑшмаллине те манмарӗ Евгений Иванович. Тӗрӗс те ырӑ кӑмӑлпа ун ыйтӑвне татса пачӗ. Ҫакӑ та вӑл чун-чӗрипе чӑн-чӑн чӑваш пулнине лайӑх ҫирӗплетет.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-07-27 20:55:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6136 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем