Чăвашла По-русски Esperanto English
 
 
Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать.
(ваттисен сăмахĕ)
 
 Система
 
 Меню
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Реклама
 
 Петĕр Хусанкай

    
Петĕр Хусанкай
Петĕр Хусайкай 1929 çулта

    Петĕр Хусанкай (Хусанкай Пётр Петрович), — сăвăç, литературовед, публицист, тăлмач. 1907 çулхи кăрлачăн 22 Тутарстанăн Элькей районĕнчи Сихтерма (халĕ Хузангаево) ялĕнче çуралнă. 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4 Шупашкарта вилнĕ.
    1934 çултанпа СССРăн ÇП шутне кĕрет. 1950 çулта Чăваш АССРан халăх сăвăçи ятне тивĕçлĕ пулнă. 1967 çулта К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш АССРăн патшалăх премиĕн, 1969 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Чăваш Ен Коммомолăн премиĕн лауриачĕ пулнă.
    Чăваш АССРăн тата РСФСРăн Аслă Канашлăвĕсен депутачĕ пулнă. Çавăн пекех РСФСРăн тата СССРăн ÇП правлениĕн членĕ пулнă.
    Атнер Петрович Хусанкай ашшĕ.
    
Пурнăçĕ
    Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче, Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Варçăра çар журналисчĕ, дивизи хаçачĕсен сотрудникĕ пулнă. Вăрçăри хастарлăхĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтар орденне тата медальсене тивĕçлĕ пулнă.
    [править]
    
Ĕçĕсем
    Петĕр Хусанкай пĕтĕмпе 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15 вырăс чĕлхи çинче тухнă. Чикĕ леш енче те нумай кĕнеке тухнă. Чи паллисен шучĕнче унăн «Аптраман тавраш» сăвăллă романĕ тăрать. Сăмах май каласан романăн ячĕ афоризма та кĕнĕ. Петĕр Хусанкай А. С. Пушкинăн «Евгений Онегин» романне ăнăçлă куçарнă. Çавăн пекех вăл куçарнă А. Грибоедовăн «Горе от ума», В. Шекспирăн «Ромео и Джульетта», А. Блокăн «Двенадцать» произведениĕсене асăнмалла. К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăс чĕлхи çине куçарни чи ăнăçли шутланать.
    Унăн сăввисемпе поэмисем вырăс, украина, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.

Çавăн пекех пăхăр

    Петĕр Хусанкай сăввисем
    Мĕн тери этем! Мĕн тери поэт! (П. Афанасьев)

Категорисем: Петĕр Хусанкай

Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2010-05-11 13:33:35 вăхăтра улăштарнă. 3933 хут пăхнă.
 
 Шырав
 
 
 Авăн, 7
1929
81
Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллă Ĕç Паттăрĕ çуралнă.
1938
72
Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист çуралнă.
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Канашлура
Ašşă Неправильный символ в словаре (28)
Admin Çĕнĕ пуçелĕк / Новая шапка (32)
Чаплă Потомки булгар - чуваши или татары? (162)
Hĕvelpi Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (3765)
Чаплă Чăвашла вěренетпěр (155)
Hĕvelpi "Чăваш палли" (173)
Hĕvelpi Китай (7)
Karssem Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (431)
ardavarz Тенгрианство (51)
alboru Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (344)
Алатар Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (317)
Алатар Источники по Волжской Булгарии (207)
Zhendoso Генсене тĕпчени / Генные исследования (1128)
Пер херарам Çемье çавăрасси / Создание семьи (24)
Пер херарам Конкурс! Конкурс! 13 сăмахшăн — 100 тенкĕ (11)
 
 Кун кĕнекисенче
Намăс та мар-ши?
Чи юлашкинчен
Паянхи кун
Чăваш такмакĕсем хушăр
Раççейре пĕр Президент - Раççей Президенчĕ çеç пулмалла тет Рамзан Кадыров
Михаил Игнатьев вступил в должность Президента Чувашии
Петĕр Çăлкуç
Пирĕн сайт элеменчĕсене усă кураççĕ
Çĕнĕрен такмаксем вырнаçтартăм
Пуçелĕк версийĕсем
Кулăш: Çӳп-çап тасатасси...
Чăнкă карчăк
Пĕлес килет
Програмçăсем самолёт тăвас пулсассăн...
Юхма Мишши. Атăл шывĕ юха тăрать
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"