Чăвашла По-русски Esperanto English
 
 
Нумайне чăтнине сахалне чăт.
(ваттисен сăмахĕ)
 
 Система
 
 Меню
 
 Ытти чĕлхесем
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Реклама
 
 Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ

    

Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ: ĕнер, паян тата ыран

    Чăваш чĕлхипе литературине аслă шкулта чи малтан Хусанти хĕвел тухăç педагогика институтĕнче вĕрентме пуçланă. 1926 çулта çав вузра «Чăваш чĕлхипе литератури» уйрăмĕ йĕркеленет. Унта Н.И. Ашмаринпа Н.В. Никольский профессорсем, Г.И. Комиссаров доцент ĕçленĕ.
    
    1930 çулта çак уйрăма тин кăна Шупашкарта уçăлнă Чăваш патшалăх педагогика институтне куçараççĕ. 1937 çулта унта чăваш чĕлхипе литература кафедри уйрăм пулса тăрать.
    
    1967 çулта çĕнĕрен уçăлнă Чăваш патшалăх университетне пединститутри вырăс-чăваш уйрăмне те куçараççĕ. 1967-1970 çулсенче кафедрăна СССР педагогика ăслăлăхĕсен академийĕн член-корресподенчĕ М.Я.Сироткин профессор ертсе пырать. 1968 çулта таса чăваш уйрăмĕ уçăлать. Унта студентсене С.П.Горский, М.Р.Федотов, Н.П.Петров пропрофессорсем, С.П.Юшков, А.С.Канюковăпа В.Я.Канюков, Г.Я.Хлебников тата ыт. доцентсем те ăс параççě, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшаççĕ.
    
    1973 çулта пединститутран куçнă кафедра икке пайланать: чăваш чĕлхи тата чăваш литератури кафедрисем çуралаççĕ. 1968 çулта чăваш уйрăмне вĕренме 50 студент йышăннă пулсан, 1982-1988 çулсенче 75-шер, 1989 çултанпа вара 100-шер студент йышăнма пуçланă.
    
    Историпе филологи факультетĕнче шутланнă чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕ çулсерен аталанса та вăй илсе пынă.Çакă вара 1990 çулта унăн никĕсĕ çинче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ уçма майсем туса панă. Çĕнĕ факультета йĕркелесе яма тата ура çине тăуниверситетăн çěнě ректорě Л.П.Кураков уйрăмах хытă тăрăшнине палăртмалла. 11 çул хушшинче культурологи, тĕрĕк ăслайĕсен тата методика кафедрисем уçăлчĕç, филологин пĕрлĕхлĕ тĕпчевĕсен кафедри те ĕçлеме пуçларĕ.
    
    Чăваш чĕлхипе литературине Хусанти тухăç халăхĕсен институтĕнче (1925-1930) тата Шупашкарти педагогика институтĕнче (1930-1967) тĕпрен илсен шкул вĕрентекенĕсем валли вуланă .Университет тапхăрĕнче (1967-2001) тăван чĕлхемĕрпе сăмахлăх ăслăлăх шайне çĕкленме пултарчĕ. Халĕ эпир чĕлхемĕрĕн тымарĕсене те тĕпчетпĕр, хурăнташлă чĕлхесене тишкеретпĕр. Анăçăнне кăна мар, тухăç литературине те ăша хывма тăрăшатпăр. Университетăмăр классикăлла вĕрентÿ заведенийĕ пулса тăнă май кунта чăвашсен академилле филологийĕ çунат сарса тĕрекленчĕ (М.М.Михайлов, М.Р.Федотов шкулĕсем).
    
    Университет тапхăрĕнче вăй илнĕ тепĕр курăмлă туртăм вăл – тĕрлĕ дисциплинăсен интеграцийĕ, хăйне евĕрлĕ çывăхланăвĕ.Чăваш филологийĕн никĕсĕ çинче кунта филологсемсĕр пуçне журналистсене, ташă-юрă ăстисене, театр режиссерĕсене, библиотекарьсене, музей çыннисене хатĕрлетпĕр. Çак ĕç малтанласа нушаран (çав ăстасене хатĕрлемелли аслă шкулсем çукран) пуçланчĕ. Халĕ республикăмăрта культурăпа искусство институчĕ пур. Библиотекарьсемшĕн тата маларах Хусана çул уçăлнăччĕ. Çав аслă шкулсем Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ паракан чи кирлĕ ене – чăвашлăх чунне –пама пултараймаççĕ иккен. Эппин, халăхăмăр культурин ĕçченĕсене класикăлла филологи пĕлĕвĕ пани питех те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем профессионалсем кăна мар, чи малтан чăваш чĕлхипе сăмахлăхне юратакан, вĕсене ыттисенчен тарăнрах пĕлекенсем пулса тăраççĕ. Ташлама-юрлама пĕлекен çамрăка шкулсенче те яланах хапăл туса йышăнаççĕ. Çавăн йышши вĕрентекенсене шкул ачисем ытларах кăмăллани те паллă.
    
    Чăваш филологийĕн дисциплинисем специалист пулма майсем туса панипе пĕрлех чăваш çынни пулма та пулăшни паянхи кун кĕретĕн курăнать.
    
    ЧФКФ чăваш филологийĕн тата культурин лаççи кăна мар, вăл аслă пĕлÿллĕ ăстасен пултарулăхне аталантармалли вырăн та. 90-мĕш çулсенче кунта диссертаци канашĕсем уçăлчĕç. Çав канашсем чăваш филологĕсемпе пĕрлех коми тата мари филологĕсене те хатĕрлеме, кандидат ĕçĕсене хÿтĕлеттерме пултарчĕç. Меслетлĕх, танлаштаруллă, шайлашуллă тата типологиллĕ чĕлхе пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе тĕпчев ĕçĕсем çырса хÿтĕленме пулать паян кунта. Çак енпе те пирĕн факультет çывăх вăхăтрах регионти чи пĕлтерĕшлĕ центрсенчен пĕри пулса тǎчĕ.
    
    Малашлăха илĕртсе тăракан тепĕр çул хальхи техника аталанăвĕпе çыхăннă. Ытти чĕлхесенчен чăвашла, чăвашларан ытти чĕлхесене куçарма май паракан компьютер программисем хатĕрлеме пуçăнтăмăр ĕнтĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче тата филологире компьютерпа анлăн тата тухăçлǎн усǎ курма кунран кун хǎнǎхса пыма пуçларăмăр. Çак çула та пирĕн çулах темелле.
    
    Вĕрентÿ ĕçĕ ăса туптассипе кăна çыхăнман. Чăваш «ăс пани» тесе чи малтан пурăнма, хăйне çын хушшинче тытма вĕрентнине калать. Кăмăллă, таса чунлă, ĕçчен те тăрăшуллă çын тума тăрăшатпăр эпир хамăрăн студентсенчен. Вĕрентекенсем вĕсемшĕн пиччĕшĕсемпе аппăшĕсен, ашшĕсемпе амĕшĕсен вырăнĕнче пулмалла. Вĕсем преподавательсене хисеплеччĕр, вĕсенчен тĕслĕх илме пултарччăр. Хутшăнусене демократизацилени пирĕн факультетăн уйрăмлăхĕ темелле. Пĕлÿ пĕлÿшĕн кăна ан пултăр, вăл пур енчен те килĕшÿллĕн аталаннă çынна калăплама пулăштăр. Ун пек çынна хамăр хисепленине тата юратнине кăтартмасăр çитĕнтереймĕпĕр. Ку вăл пирĕн çирĕп позици. Ку вăл пирĕн воспитани ĕçĕн тĕрекĕ, нуша юпийĕ. Кăмăл-сипет вăрентĕвĕн тĕрлĕ мелĕсемпе туллин усă курма хăнăхасси те пирĕн ыранлăха куçакан тĕллев пулса юлать.
    
    Факультетăн паянĕ кăна мар, унăн ыранĕ те лайăх курăнать пире. Эппин, малашлăха хăюллăн утма пултаратпăр.

Вĕрентекен ĕçĕнчи пĕрремĕш утăмсем

    

АБИТУРИЕНТ - 2008

    Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн йышăну комиссийĕ çу каçипе тăрăшса ĕçлерĕ. Июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен пурĕ 96 çын заявлени килсе пама ĕлкĕрчĕ. Вĕренме кĕрес текенсем хушшинче Елчĕк районĕн çыннисем ытларахчĕ. Пурĕ 14. Вăрнар, Канаш, Çĕрпÿ, Элĕк тăрăхĕсенчен 5-шер çын, республика тулашĕнчен – 4. Елчĕк районĕнчен çавăн чул вĕренме кĕрес текенсем пулни фа-культетра вĕренекен студентсем тата преподавательсем тăрăшса ĕçленинчен килет. Ку тăрăхри студентсем хăйсен ентешĕсене чăваш филологийĕпе культура факультечĕ çинчен çителĕклĕ таран каласа пама, кунта вĕренме килме илĕртме пултарни сисĕнчĕ.
    Вĕренме кĕме заявлени панă абитуриентсем хушшинче пурĕ 6 медалист пулнă. Петрова Лариса пĕрремĕш тĕрĕслев вăхăтĕнче 183 балл пуçтарма пултарчĕ. Вăл факультета пĕр экзамен тытнă хыççăн кĕнĕ. Федорова Валя, унăн та кĕмĕл ме-даль, икĕ экзаменне те тытрĕ, пĕрремĕш курс студенчĕсен йышне кĕме тивĕçлĕ пулчĕ.
    Чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ студентсем пурĕ 3 тĕрĕслев витĕр тухрĕç: чăваш чĕлхипе – сочинени, вырăс чĕлхипе – пĕрлехи патшалăх экзаменĕ, чăваш литературипе – сăмахпа каласа. Чăваш чĕлхипе экзамен тытнă чухне абитуриентсен сочинени çырма виçĕ темăран пĕрне суйласа илме майĕ пулнă: «», «», «». Литературăпа хатĕрленĕ тĕрĕслев ыйтăвĕсем пĕтĕмĕшле чăваш литературин тапхăрĕсене, фольклор хăй евĕрлĕхне, шкулта вĕреннĕ про-граммăпа килĕшÿллĕн вĕренме кĕрекенсем мĕн таран пĕлнине тĕрĕслеме май пачĕç. «Театр ĕçĕпе» вĕренме ĕмĕтленекенсен пултарулăх конкурсĕ витĕр тухмал-ла пулчĕ. Вăл икĕ тапхăрпа – 29 июньте тата 20 июльте пулса иртрĕ. Абитуриен-тсем сăвă-юптарăва илемлĕ вулас, инсценировка лартас, юрлас е ташлас енĕпе пĕр пĕринпе ăмăртрĕç. «Литература ĕçĕпе» вĕренме кĕрес текенсем хăйсем çырнă сăвă-калавсене, публикацисене илсе килчĕç, экзаменатор хушнă пултарулăх ĕçне пурнăçларĕç.
    Йышăну комиссийĕ малтанах пĕрремĕш курса пурĕ 35 студент илме палăрт-нăччĕ: 10 культуролог, 25 филолог. Йышăну комиссийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн факультета пурĕ 32 студента вĕренме илнĕ: 24 – «Чăваш чĕлхипе литератури» спе-циальноçĕпе, 8 – «Культурологи» специальноçĕпепе, 12 çынна – куçăн мар уйрăма. Куçăн мар уйрăма вĕренме кĕнĕ студенсенчен çиччĕшĕ Чĕмпĕрти вĕрентÿпе кон-сультаци пунктĕнче шутланса тăраççĕ. Хусанти, Стерлитамакри филиалсенче те «Филологи. Чăваш чĕлхипе литератури» специальноçпа вĕренме кĕме конкурс па-лăртнă пулнă. Куçăн мар майпа виçĕ çул хушшинче аслă пĕлÿ илме вĕренме кĕрес текенсем пурĕ 6 çын заявлени панă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ собеседовани ăнăçлă тытса ирттернĕ. Ку енĕпе вĕренме кĕрес текенсенчен заявленисем юпа уйăхĕ вĕçленичченех йышăнаççĕ. Конкурс халех вĕçленмен – ха.
    
    Факультетра «Филологи. Чăваш чĕлхи тата литератури», «Культурологи» специальноçĕсене алла илме пулать. «Культурологи» специальноçĕ 2006 çулта уçăлнă. Культуролог дипломне илнĕ яшсем тăван ен культурине шкулта, техникум-училищĕре, аслă шкулта вĕрентме пултараççĕ. Кăмăл тăвакансем чăваш (ытти халăх) культурине тĕпчес ĕçе те кӳлĕнме пултарĕç. Культурологсемех культура керменĕсенче, пултарулăх коллективĕсенче ĕçлĕç, районти, республикăри культура организацийĕсене ертсе пыракансем пулĕç тата ыт. те. Культуролога вĕренме хула шкулĕнче вĕреннĕ çамрăксем те килме пултараççĕ. Вĕсем чăваш литературипе экзамен вырăсла е чăвашла (хăйсен ирĕкĕпе) тытма пултараççĕ.
    
    Ятарлă пĕлӳ илнисем (культура училищи, педагогика колледжĕ, музыка училищи пĕтернисем) вара виçĕ çул çурă вĕренсе «Филологи. Чăваш чĕлхи тата литератури» е «Культурологи» специальноçсен дипломне алла илме пултараççĕ. Иккĕмĕш аслă пĕлӳ илес текенсен виçĕ çул вĕренмелле.

«Филологи. Чăваш чĕлхи тата литератури» специальность (кĕретĕн тата кĕретсĕр вĕренӳ)

    Специализацисем:
  • «Чăваш чĕлхи тата литератури»
  • «Документоведени»
  • «Библиотековедени»
  • «Музей тата архив ĕçĕ»
  • «Литература ĕçĕ»
  • «Журналистика»
  • «Психолингвистика»
  • «Акăлчан тата турккă чĕлхи»
  • «Ӳнер пĕлĕвĕ» («Театр ăсталăхĕ», «Ташă ăсталăхĕ», «Фольклор юрри», «Эстрада юрри», «Ӳкерес ăсталăх»)

    
    Экзаменсем:
    1) чăваш чĕлхи (диктант е сочинени)
    2) чăваш литератури (сăмахпа каласа)
    3) вырăс чĕлхи (ППЭ).

«Культурологи» специальность (кĕретĕн вĕренӳ)

    Специализацисем:
  • «Регион культури»
  • «Чăваш халăх культури»
  • «Ӳнер культури»
  • «Культура ĕçĕн менеджменчĕ»
  • «Музыка культури»

    Экзаменсем:
    4) чăваш чĕлхи (диктант е сочинени)
    5) чăваш литератури (сăмахпа каласа)
    6) вырăс чĕлхи (ППЭ).
    
    «Филологи. Чăваш чĕлхи тата литератури» тата «Культурологи» специальноçĕсем
(малтан ятарлă пĕлӳ илнисем валли кĕретсĕр вĕренӳ)
    
    Специализацисем:
  • «Страноведени. Чăвашсем тата чăваш культури»
  • «Наци шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литератури»

    
    Виçĕ çул çурă вĕренес текенсен экзамен тытмалла мар: чăваш чĕлхипе тата литературипе: вырăс чĕлхипе собеседовани пулать.
    
    «Ӳнер пĕлĕвĕ» («Театр ăсталăхĕ», «Ташă ăсталăхĕ», «Фольклор юрри», «Эстрада юрри», «Литература ĕçĕ», «Ӳкерес ăсталăх»), «Музыка культури» специализацисемпе пултарулăх конкурсĕ иртет.
    
    Пултарулăх конкурсне малтанах хатĕрленсе килмелле:
    
    «Театр ăсталăхĕ» енĕпе юптару, 1-2 сăвă пăхмасăр, этюд, прозăлла сыпăк, юрă-ташă хатĕрлемелле (вуласа е выляса кăтартмалла).
    «Ташă ăсталăхĕ» енĕпе ташă (чăваш, вырăс, эстрада тата ытти те) ташласа кăтартмалла, çавăн пекех ритм тĕрĕслеççĕ.
    «Фольклор юрри», «Эстрада юрри», «Музыка культури» енĕпе 2-3 юрă (чăваш, вырăс эстрада юррисем е халăх юррисем) юрласа памалла, çавăн пекех кĕвĕ ăнлавне, кĕвве мĕнле астуса юлнине тĕрĕслеççĕ.
    «Литература ĕçĕ» енĕпе абитуриентсен хăйсен литература ĕçĕсене папкăна хурса килмелле (прозăпа 2-3 калав, очерк е 1-2 повесть, роман, поэзипе 8-10 сăвă, 1-2 поэма, баллада, драматургипе 1 произведени, критикăпа е 1-2 ĕç, е 1-2 рецензи). Ĕçсем хаçат-журналта пичетленнисем е ал çырусем пулмалла.
    «Ӳкерес ăсталăх» енĕпе хăйсем ӳкернĕ ĕçĕсене тăратмалла: конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартмалла.
    
    Пултарулăх конкурсĕ икĕ тапхăрпа университетăн çĕнĕ корпусĕнче 419-мĕш аудиторире (Университет урамĕ, 38-мĕш çурт: 4 хут 4, 12, 14 номерлĕ троллейбуссемпе вĕçне çити каймалла) иртет.
    
    Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ çу (май) уйăхĕнче пуçланать.
    
    Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ (çу уйăхĕнче килейменннисем валли) çĕртме (июнь) уйăхĕнче пулать.
    
    Конкурса абитуриентăн хăйĕн инструменчĕсемпе, сăрламалли хатĕрсемпе, музыка кассетисемпе, концерт тумĕ-пушмакĕсемпе, ытти реквизитсемпе килмелле.
    
    Конкурса килнисемпе университет преподавателĕсем, паллă артистсемпе писательсем тĕл пулаççĕ, консультаци параççĕ.
    
    Тĕплĕнрех чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканатĕнче тата культурологи кафедринче («Университетская» урам, 38 çурт, 4-мĕш хут) ыйтса пĕлме пулать.
    
    Телефонсем: 45-03-37 (31-01).
    
    Çак электронлă адреспа çыхăну тытма пултаратăр: chuvfil@chuvsu.ru

Çавăн пекех пăхăр

    Факультет хыпарĕсем

Каçăсем

    Факультет сайчĕ


Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2009-06-22 22:14:12 вăхăтра улăштарнă. 2509 хут пăхнă.
 
 Шырав
 
 
 Авăн, 3
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Канашлура
Hĕvelpi Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (3730)
Hamăr Jal "Чăваш палли" (169)
Ašşă Неправильный символ в словаре (8)
Ахрим Чăвашла вěренетпěр (154)
Admin Çĕнĕ пуçелĕк / Новая шапка (14)
Karssem Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (431)
ardavarz Тенгрианство (51)
alboru Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (344)
Алатар Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (317)
Алатар Источники по Волжской Булгарии (207)
Zhendoso Генсене тĕпчени / Генные исследования (1128)
Пер херарам Çемье çавăрасси / Создание семьи (24)
Пер херарам Конкурс! Конкурс! 13 сăмахшăн — 100 тенкĕ (11)
Admin Перевод (8)
Кăмпа Суварик и Булгарик(а) or Сувари и Булгари (20)
 
 Кун кĕнекисенче
Пирĕн сайт элеменчĕсене усă кураççĕ
Çĕнĕрен такмаксем вырнаçтартăм
Пуçелĕк версийĕсем
Кулăш: Çӳп-çап тасатасси...
Чăваш такмакĕсем хушăр
Чăнкă карчăк
Пĕлес килет
Паянхи кун
Раççейре пĕр Президент - Раççей Президенчĕ çеç пулмалла тет Рамзан Кадыров
Петĕр Çăлкуç
Чи юлашкинчен
Програмçăсем самолёт тăвас пулсассăн...
Юхма Мишши. Атăл шывĕ юха тăрать
Намăс та мар-ши?
Вĕлернĕ котэ
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"