Владимир Кашеев
Владимир Яковлевич Кашеев (1942-1995 çç.) Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче колхозник кил-йышĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан ача чухнех канăç паман ĕмĕтне пурнăçланă — тивĕçлĕ пĕлу илсе художник-профессионал пулса тăнă. Ульяновскри предприятисенчен пĕринче художник-оформитель пулса ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра вырăнтн издательствăра тухакан жĕнекесене те илемлететчĕ.
1989 çулта облаçра тăван чĕлхепе «Канаш» хаçат тухса тăма тытăнсан вăл унăн хастар авторĕсенчен пĕриччĕ — ăна хитре ӳкерчĕксемпе илемлетрĕ, кулăшла калавсем, очерксемпе тĕрленчĕксем çырса тăчĕ. В. Кашеевăн сатирăпа кулăш цехĕнчи пултарулăхне Шупашкарти кулăш ăстисем те асăрхарĕç — пирĕн ентешĕн кулăшла калавĕсемпе шӳчĕсем «Капкăн» журналта та пичетленсе пыма пуçларĕç. Сăнарлă искусствăра та, кулăш хайлавĕсенче те вăл хăйĕн «аллипе чĕлхине» тупма ĕлкĕрнĕччĕ.
Шел пулин те, ку чухнехи синкерлĕ самана инкекĕсем хӳтлевсĕр художник-çыравçăн сисĕмлĕ чунне шелсĕррĕн амантрĕç, çапла вара унăн кун-çулĕ сарăмсăр татăлчĕ.
Хайлавĕсем
- «Шеллерĕç...» | Кулăшла калав | 1 908
- Çăхав | Юптару | 335
Шухăшсем
План можите пожалуйста написать
Большое спасибо! Это является потрясающ...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!