Шурă роза
Эпĕ тухрăм пахчана
Шурă роза пуçтарма.
Уйăх тулнă тахçанах,
Уйăх — ылтăн кустăрма.
Эпĕ пăхрăм тӳпене,
Куртăм тĕпсĕр пĕлĕте.
Шупка уйăх чӳхенсе
Хумхантарчĕ ĕмĕте.
Эпĕ тухрăм урама
Чун савнипе çӳреме.
Савнă тусăм — хура куç
Хыптарать ман чĕреме.
Эпĕ патăм тусăма
Шурă роза пиллесе!
«Савнă тусăм — хура куç,
Кăмăлна тек эс ан хуç!»
Шухăшсем
«— Çухатрăм çав, çухатрăм, — тет тимĕрçĕ...
Кураксене ялсенче ытлах юратман пек илтн...
http://music...
«»Юрри сăмахĕсем питĕ хитре...
Атмалкасси ялĕ вырăсла Выла ятлă иккен.....
Питĕ илемлĕ çырнă,ку яла такам та килĕшт...
Пастернака аса илтерет...
арçынни ухмах!Çумриех аван-çке!пурăнма п...
Ку калава «Ялавăн» 1965 çулхи 7-мĕш кăла...
http://bit...