Пуç тури парнелерĕм
Аннен çуралнă кунĕ çывхарса çитет. Ăна пуç тури парнелеме шутларăм. Лавккана кайрăм. Унта пуç тури пулмарĕ. Лавкка хуçи мана çапла каларĕ,
— Çакăнти вăрманта арăслан пурăнать. Ун патне мĕн пур чĕр чун пуç тури илме çӳрет, эсĕ те кайса пăх.
Эпĕ арăслана шырама кайрăм. Вăрман тăрăх утатăп-утатăп, утсан-утсан пӳрт куртăм. Шала кĕтĕм, унта никам та çук. Пӳрт варринче сĕтел ларать, сĕтел çинче икĕ çăкăр татăкĕ тата икĕ кашăк. Кĕтесре икĕ кравать. Пĕри пысăк, тепри пĕчĕк. Пĕчĕк кравать çине выртрăм та çывăрсах кайнă. Шав илтсен вăрантăм. «Кил хуçисем таврăннă», — шутларăм эпĕ ăшра. Кунтан тухса кайма пуçларăм, анчах тухатмăшпа унăн хĕрĕ мана курчĕç те йывăç çумне вĕренпе çыхса хучĕç. Пĕр кун тăратăп, икĕ кун тăратăп. Виççĕмĕш кунне ман пата арăслан килчĕ. Хăрасах кайрăм, мана çисе ярать пулĕ терĕм. Анчах вăл мана çыхнă вĕрене кăшласа татрĕ те хăйĕн килне илсе кайрĕ. «Мĕн тума килтĕн, мĕн тăватăн кунта?» — тесе ыйтрĕ манран арăслан. Мĕн пулнă веçех суймасăр каласа патăм. «Пуç тури илме килтĕм», — терĕм. Арăслан кулянчĕ. Анчах та вăл мана пуç тури тупса пачĕ. Эпĕ ăна хама асăнмалăх çĕрĕ парнелерĕм. Юлашкинчен, «Сывă пул!» — терĕм. Çуралнă кунĕнче аннене пуç тури парнелерĕм. Анне хĕпĕртерĕ, савăннипе питрен чуп туса илчĕ.
Шухăшсем
План можите пожалуйста написать
Большое спасибо! Это является потрясающ...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Вау, привлекательно веб-сайт...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!