Салам, Стихванăм!..


Салам, Стихванăм!

Сан çырăвна çак уйăхăн 18-мĕшĕнче, шăпах хам çуралнă кун, илсе çав тери хĕпĕртерĕм. Паллах, эп çуралнă кун эс пĕрер черкке ман сывлăхшăн ĕçмесĕр юлмастăнччĕ. Шавах çапла пулнă, халĕ вара, ху пулмасан та, çырăвна илни юнашар калаçнă пекех туйăнчĕ. Çав кун темиçе çыру илтĕм, çитменнине тата çырăвĕсем те, Иван хулине 14-мĕшĕнче çитнĕскерсем, ман патăма, ман аллăма çитме юриех 18-мĕш числана кĕтсе тăнă-мĕн. Илле Семенччăран та çав кунах илтĕм.

Сăмах майĕпе çавна та каласа хăварам, ман «Фашизм çине!» ятлă сăввăм çав тери начар. Виçе вырăнне кăларса пăрахса, ахаль те япăхскере, веç пăснă, иккĕмĕш вариантне, хам юсанине кĕртмен. Вăл пĕр кун хушшинче çырнă япала.

«Али Паттăрпа» (пĕр экз.) «Çиçĕм çиçет», «Йыхрав» илессе çав тери, «пĕтĕм ӳпке-пĕверĕмпе, пыршă-аршăмпа» кĕтсе юлатăп. «Алийĕ» мана пуçлăхсемпе калаçкалама кирлĕ. Пĕрре пурччĕ те, чăвашсем вуласа çĕтсе пĕтерчĕç. Кашни чăвашĕ пин хут ыйтрĕ ĕнтĕ, çавăншăн мĕн чухлĕ илтĕн, тесе. Хăть 50 пин те, çавах бухг(алтер) тата çавăн йышши службăри этемсем пĕççе шарт çапса тĕлĕнсе çех тăраççĕ, çавна кура «Фашизм çине!» хакне те пин тенкĕрен ирттертĕм пулас. Çитменне тата, вечерта вуласа пани хака тата ытларах хăпартрĕ. Залĕ пысăк. 3 000-4 000 студент вĕреннĕ-çке çак пир-авăр институтĕнче.

Ку çырупа пĕрле «Присяга» ятлă сăвă яратăп. Вăл Ĕçхĕл, Тукташ патне те кайнă, пĕри çитмесен тепĕри çитĕ тесе сан патна яратăп. «ЧК» е «ИЛ1» валли çак çыру хыççăнах, ху патна çех, тепĕр сăвă ярса паратăп. «Ывăлăма» ятлă сăвă сан кăмăлна кайнă пулсан; аван вара вăл. Тепĕри «Амăшне» ятлă. Ăна та ярса паратăп. Сан патăнта çухалмĕ, тетĕп. Эп вилсен кăларăн вара вĕсене. Таврăнасси çинчен ытлах шутлама çук, ма тесен, часах вĕренсе тухатпăр, вĕренсе тухсанах çапăçма кĕретĕп эпĕ. Е çĕнтерӳ, е вилĕм! Лĕкĕр-лекĕр салтак пулам мар, паттăр лейтенант, теччĕр.

Эхĕр те сывă таврăнас пулсан, Отечественнăй вăрçăн ветеранĕсен обществи председателĕ пулăп. Тен, «çын выранне» хума шутламан хăшпĕр прохвостсем «çын вырăнне» хурĕç, хура юнлă чĕрипе вăрттăн кĕвĕçсен те.

Çырмалли калама та çук нумай, Стихван, анчах пурне те çырма вăхăт çук. Шăпах çак юлашки ик йĕрке вĕçне пăнчă лартас умĕн икĕ турилкке пăрçа шӳрпи персе улăхрăм, студент пулнă чухнехи йăлапа...

Фотокарточкă эпĕ иккĕ ярса панăччĕ. Пĕри Ил. С-ри2 пек, тепри урăхла, анчах формачĕ çавăн пекех. Хам çумра заказной çырусен квитанциĕсем 40 çитрĕç ĕнтĕ. Киле, яла 4 карточкă янăччĕ, илмен тесе çырать-ха шахтер3. Юрĕ. Ку сăвва «ЧК» çине пичетлĕр. Хăшпĕр вырăнне (пĕрер йĕрке) улăштарма юрать, хаçатне васкасах яр вара. Комиссар мана питĕ пысăк ирĕк панă. Наряда-мĕне тухмастăп. Ун пирки эсĕ те ырă сунса çырнăшăн пысăк тав сана! Çавах та ним тума вăхăт çук. 2—3 çул программине 6 уйăхра пĕтермелле вĕт!

Ну, пур юлташсене те салам-ха.

Тимĕр.

 
1 «ИЛ»—«Илемлĕ литература» альманах.
2 Илья Семёнович (Тукташри) пек
3 Шахтер тесе Бараев хăй ăшĕнче калать

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: