Кĕрхи кунри тамаша


Ĕçе пуçласа яраканни Çитăр мучин вăрăм сухаллă качаки пулнă.

Вăрăм сухаллă качакин тăнĕ çук. Çавăнпа çав качака, хуçинчен ыйтмасăрах, Михаля мучин ял хĕрринчи ани çине калча çиме кĕрсе кайнă.

— Э-э! — тенĕ Михаля мучи, Çитăр мучин качаки хăйĕн калчине çисе тăнине курсан. — Э-э, пукравра ман чышкăсем санăннинчен йывăртараххине лайăх туйтартăм та, халĕ хирĕç тавăрас шухашупа качакуна ман калча çине ярса, сăтăр тăвас терĕн-и? — тенĕ вăл, ним те пĕлмен Çитăр старике вăрçса.

Çак сăмахсене каланă хыççăн Михаля мучи, Çитăр качакине хӳринчен патакпа çапса, Пракух мучи ани çине хуса янă. Унтан, киле таврăнсан, хăйĕн виçĕ сурăхне Çитăр мучин ани çине хуса тухнă.

— Ме, çийĕр Çитăр сухалĕн калчине! Пĕтĕмпех çисе ярсан та паян сире чару çук.

Михаля сурăхĕсем Çитăр «сухалĕн» калчине саранча пек сырса илнĕ. Михаля хе-хе-хе! тесе кулса тăнă. Кулса тăрансан, килне таврăннă.

Кăштах тăрсан, Çитăр мучи тула тухсан, çивчĕ куçĕсемпе уялла пăхнă та ани çинче Михаля сурăхĕсем çӳренине курнă.

— Эх, мур çăпатин хăрах кантри, — тенĕ вăл, кӳршĕре ларакан Михаля пӳрчĕ еннелле юнаса. — Сурăхусене ман калчана çитерсе самăртма шухăш тытрăн-и? Анчах çăкăр-тăвар кирек хăçан та хире-хирĕç. Манăн та сурăхсем пур.

Михалян кайăк-кĕшĕк пытанмалăх çитĕннĕ калчине çитерме тесе, хĕрлĕ ĕнипе çичĕ сурăхне васкасах хуса тухнă Çитăр мучи. Калчи лайăх. Сĕткенлĕ калча.

— Çак ана вăл — усал Михаля ани. Çийĕр ăна... Шăртне ĕнтнĕ сысна тирĕ пекех туса ярăр!.. — приказ панă вăл выльăхсене.

Çичĕ сурăхĕпе хĕрлĕ ĕни, Çитăр мучи пиллесе каланă сăмахсене илтнĕ-илтменех, Михаля анине тапăнса илнĕ.

— Ха-ха-ха!.. Аван кăшлаççĕ... киле кайма та юрать. Мансăрах ĕçне туса пĕтерĕç-ха...

Таврăннă хайхи киле.

Сурăхĕсем, тем пирки тата, Михаля анипе килĕшмесĕр, çавăнтах Ваçли мучи ани çине кĕрсе кайнă.

Ваçли мучи вара тулхăрса, сухалне каçăртса тухнă. Хăйпе пĕрле вунвиç сурăх, пĕр ĕнепе пĕр лаша хуса тухнă.

Тепĕр вунă минутран Çитăр качаки — Хветĕр ани çине, Михаля сурăхĕсем — Унтăрка ани çине, Ваçли сурăхĕсем Хветут ани çине кĕрсе кайнă.

Тапранса кайнă вара япала... Хĕветĕрĕ те, Катăркки те, Хветучĕ те, çăкăр-тăвар хире-хирĕç тесе, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхне хуса тухса, çын анисем çине кăларса янă.

Тата тепĕр 20 — 25 минутран Упрамĕ те, Хĕлипĕ те, Петĕр арăмĕ те, Энтипĕ те, Павăлĕ те, Хулсăр Кавĕрли те, Атăл Петĕрĕ те — пĕтĕм ялĕпех выльăхсене çын анисем çине кăларса янă.

— Ме-ке-ке-е!

— Му-у!..

— Ме-е!...

— Нăрик-нăрик!

— Хăрт-харт!

— Иха-ха-ха!.. Нăй-най!.. Пе-е!..

Мăн Салари мăн кĕтӳ пек... ял выльăхĕ пĕтĕмпех уйра.

Ара, çăкăр-тăвар кирек хăçан та хире-хирĕç-çке-ха... Пĕр кун иртнĕ, икĕ кун... Çичĕ кун иртнĕ. Уйри калчасем хура пусă пек тăрса юлнă.

— Килес çул выçă ларас пулать ĕнтĕ, — тесе вăрçса ларнă хресченсем.

Çичĕ кун иртсен, саккăрмĕш кун каçхине, çĕрле пĕр кĕтӳ кашкăр калча çинчи çирĕм тăватă сурăха пăвса кайнă.

Вара ял халăхĕ, юлашки выльăх-чĕрлĕхне уйран хуса кĕртсе, картасене хупса лартнă.

— Ну, мĕнле? Санăн калчусене нумай çĕмĕрнĕ-и?

— Нумай. Шакла пуç пек туса янă. Санне тата?

— Ман пĕр тĕлте качака сухалĕ пысăкăш юлнă.

— Мĕнле пурăнăпăр-ха ĕнтĕ килес çул? — тенĕ юлашкинчен ун кӳрши, хаш! хуйхăрса.

Кашнин пуçĕнче «мĕнле пурăнас-ши килес çул» тенĕ шухăш пулнă, анчах кашниех çак тамашашăн хăйне мар, çынна айăпланă.

Юмахăм — авалхи пурнăçран, хам — колхозран.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


sssmaev (2010-10-26 11:03:35):

И.Мучин калавесене ачаранах юрататап,интересле.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: