Тӳрĕрен çӳрекен


Пĕр хут çеç мар сана эп курнă, тантăш,

Паян та эс тăратăн куç тулли:

Кĕреш пек пу, хулпуççисем тем анлăш,

Лутра сана пӳрт алăкĕн сули.

 

Тепре ăçта тĕл пулнĕччĕ? Халь маннă...

Хирте пулас, çанталăк ахăрсан.

Юр ыршине тăкать тӳпе арманĕ,

Çил ăйăрĕ сикет тăват уран.

 

Е чăтлăхра? Мала пăхатăн — шурлăх,

Хыçра — вăрман, пин-пин турат сăнни.

Шарланкă шыв сиксе каçать çул урлă.

Кĕç хупăрлать пăванĕ те шăни.

 

Куратăр-и, епле ун йывăр çулĕ?

Куратпăр çав, терт çивĕчĕш çине

Пĕрех çапса чĕртет чĕре вут чулĕ

Хăюлăхпа хастарлăх хĕлхемне.

 

...Самантлăха тăрса пирус чĕркерĕн.

(Çил шăрпăка сӳнтерчĕ вĕçĕмрен.)

— Кунта çул пур...

«Тӳрех каятăп, — терĕн, —

Тавра çулпа утмашкăн вĕренмен».

 

Астурăм эп:

Пиншак çухи шап-шурă.

Хăпарчĕ пăс тарланă çурăмран.

Юра сирсе сасартăк йĕлтĕр шурĕ,

Ман тантăша хупларĕ çил-тăман.

 

Эс кам?

Тен, эсĕ шăрататăн хурçă?

Тен, уй-хирпе туслашнă пĕчĕкрен?

Кирек кам пул, пĕлетĕп, эс — маттур çын.

Çула тухсан

Çӳретĕн тӳрĕрен.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: