Суту-илӳ ăсĕ
Кашни ĕмĕр
çынна çĕклет,
вăхăт туйма
вăл вĕрентет.
Анчах та çын
вăл пурпĕрех –
пур ĕмĕр те
вĕр-çĕнех.
Те вăл
пурнăç лайăххипе,
те ăс
мăнтăрланнипе –
халăх
ăслăланса пымасть,
пĕр утăмран
ытла курмасть.
Суту-илӳ
пынă çĕрте,
пĕр-пĕрне
пурте улталаççĕ.
Ун пеккисем
çак ĕмĕрте
урса кайнă пек
çуралаççĕ.
Вăл ултава
халăх курать,
анчах хăй
çулĕпе пырать.
Туркăсем патне
каясшăн,
е упиçансене
курасшăн.
Суту туса
укçа тăваççĕ,
тĕнче курма
тухса каяççĕ.
Ăспа пуяс
шухăшпа мар,
туртать пуль
тинĕсри тăвар.
Мĕнле çĕршыва
кайсан та,
вăл вĕт
хăнăхнă вырăн мар.
Унта мĕнле
çынсем пулсан та,
Раççей çыннисем
пек мар.
P.S. Мĕнле ĕмĕрте
пурăнатпăр;
Хăçан ăс пухма
пуçлатпăр;
Шухăшсем
Миçе çын пăхнă е вуланă ? 647 ...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...