Телей
Телей вăл
шывпа пĕрех –
пире вăл
кашни кун кирлĕ.
Ăна кĕтет
манăн чĕре –
унсăрăн
шăмшак та чирлĕ.
Вăл ытлашши те
кирлĕ мар,
анчах та
пултăрчĕ ялан.
Ытла хĕрӳллĕ мар
кăвар
туйăнтăр
чĕрере паян.
Ĕçри савăнăç –
телей!
Сана курни –
вăл та телей!
Çавăн пек
пĕчĕк телейсем –
чуна çĕклеççĕ те
вĕсем.
Пысăк телей вăл
пушар пек –
çунтарма та
пултарать.
Нуша та вара,
телей пек –
çавăн пекех
çунтарать.
Вĕсем чăнах
пĕр тăванах пуль –
туйсан – чĕре
пĕр пек сикет.
Кашни çынна
пырса кураç пуль –
пурин патне
черет çитет.
Иккĕшĕ те
килеç-каяççĕ,
ытлашши...
хисеп тумаççĕ.
Ăçта пулнине
палăртса,
каяççĕ
вĕçсе-тухса.
Нушан вара
вăхăчĕ пур –
ытла ларма та
пултарать.
«Эп кунта чух
нуша кур!
Телей килет –
савăнтарать!»
Пирĕн, чăвашăн,
чăтмалла –
нуша вăл,
пирĕн çемьерен.
Вара пĕрлех
пурăнмалла;
Ирĕк килет вăл
телейрен!
Пĕрмай телей
пулма пултармĕ,
вăл пур чухне
нуша каять.
Телейĕ те
нумай лармĕ –
чăваш пĕрех те
пуç таять.
Шухăшсем
Миçе çын пăхнă е вуланă ? 647 ...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...