Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Вӑта Тимӗрҫен шкулӗ 175 ҫулне паллӑ тунӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 08.02.2016 14:16 | 2060 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре Юбилейра
Юбилейра

Иртнӗ шӑматкун, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗнекен Вӑта Тимӗрҫен шкулӗ 175 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Кун пирки пире Николай Кондрашкин пӗлтерет. Шкул юбилейне укҫана нимелле пухса ирттернӗ.

Шкулти акт залӗнче халах лӑк тулли пухӑннӑ. Чи малтанах мухтава тивӗҫлисене тав хучӗсемпе хисепленӗ. Горбунова Н.П. тата Маслова Ф.Н. кӗпернаттӑрӑн хисеп хучӗсене, Казакова Т.П., Краснова И.В., Благороднова С.А., Аппанова Т.В. кӗпернаттӑрӑн тав хучӗсене илнӗ. Пухӑннисем уйрӑммӑн ҫак шкулта вӗрентнӗ учительсен йӑхӗсене ырӑ сӑмахпа аса илнӗ: Ивановсене, Романовсене, Белозеровсене, Семеновсене, Дубовсене, Красновсене, Сарафановсене тата ыттисене те.

Юбилей каҫӗ вырӑнти Николай Кондрашкин ӳнерҫӗн версинажӗпе вӗҫленнӗ. Унта куракансем ӳкерчӗксемпе, кӳлепеллӗ портретсемпе паллашма пултарнӑ. Николай Кондрашкин ҫавра ҫул тултарнӑ шкула хӑй те пуш алӑпа килмен — «Пӗрремӗш вӗрентекенсем» барельеф парнеленӗ. Ӑна ҫуркунне ҫитсен шкул ҫине ҫакӗҫ.

Вӑта Тимӗрҫен шкулне 1840 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче уҫнӑ. 1870 ҫулта кунта пӗрре мар И.Н. Ульянов, И.Я. Яковлев пулнӑ. 1872–1874 ҫулсенче шкулта И.Я. Яковлевӑн пӗрремӗш вӗренекенӗ А.В. Рекеев вӗрентнӗ. Ун ячӗпе шкулта бюст та вырнаҫтарнӑ — аллинче Иван Яковлев кӑларнӑ пӗрремӗш букварь. Вӑта Тимӗрҫен ялӗнчен ытти паллӑ чӑваш ҫыннисем те тухнӑ: Васса Анисси сӑвӑҫ, Иван Корнилов ӑҫчах тата Егор Воробьев вӑрҫӑ паттӑрӗ.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #юбилейсем, #шкулсем, #Вӑта Тимӗрҫен, #Чӑнлӑ районӗ, #кӳршӗре

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем