Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Чӑваш чӗлхи: Этикеткӑна ЧНК хастарӗсем те чӑвашла ҫырмасан камӑн ҫырмалла?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 16.08.2016 19:45 | 2341 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
ЧНК президенчӗ Николай Угаслов
ЧНК президенчӗ Николай Угаслов

Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ хамӑр патра туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ этикеткисене чӑвашла ҫырма пуҫлас ыйтӑва хускатнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.

Чӑваш наци конгресӗн ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ Мӑн Канашӗнче Чӑваш Республикинче туса кӑларакан юр-вара, ӗҫме-ҫимене, ҫӑкӑр-тӑвара, апат-ҫимӗҫе тата ытти чӗртавара, япалапа хатӗр-хӗтӗре чӑвашла тата вырӑсла тӗрӗс ят парассине, этикеткӑсене чӑвашла-вырӑсла ҫырассине йӗркелеме, ҫырнине хаклама чӗлхе специалисчӗсене явӑҫтарма ыйтас, чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ курнине тӗрӗслеме тивӗҫлӗ учрежденисене тупма хушас тенӗ.

Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсенчен хӑшӗсем хӑйсем те предприятисене ертсе пынӑран «Ирӗклӗх» хастарӗсем этикеткӑсене чӑвашла ҫырассине ҫав ҫынсен пуҫламалла мар-ши тесе те пуҫ ватнӑччӗ-ха. Халӗ вара «Ирӗклӗх» ЧНК президенчӗ Николай Угаслов патне ҫыру янӑ. Унта ҫапла шӑрҫаланӑ: «Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ чӑваш чӗлхине аталантарас, ун статусне ҫӗклесе ҫирӗплетес, чӑваш чӗлхипе — Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхипе — халӑх хутлӑхӗнче, пайӑррӑн суту-илӳ, йӑла ӗҫӗсенче, усӑ курнине анлӑн сарас тӗллевпе ҫакна пӗлтерет.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче эпир республикӑмӑрти чылай организацине вӗсем туса кӑларакан тавар этикеткисенче чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗннӗ пулнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вара Регионсем хушшинчи «Чӑваш наци конгресӗ» ятлӑ общество пӗрлешӗвӗн питӗ сумлӑ та паллӑ пулӑмӗ, Мӑн Канаш анлӑ ларӑвӗ, иртрӗ. Кунта чылай вӑхӑт чӑваш чӗлхи пирки калаҫрӗҫ.

«Чӑваш Республикинче туса кӑларакан юр-вара, ӗҫме-ҫимене, ҫӑкӑр-тӑвара, апат-ҫимӗҫе тата ытти чӗр-тавара, япалапа хатӗр-хӗтӗре Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе чӑвашла тата вырӑсла тӗрӗс ят парассине, этикетсене чӑвашла-вырӑсла ҫырассине йӗркелеме, ҫырнине хаклама чӗлхе специалисчӗсене явӑҫтарма ыйтас. Чӑваш чӗлхи тата вырӑс чӗлхипе усӑ курнине тӗрӗслеме тивӗҫлӗ те ятарлӑ учрежденисене тупма хушас», — тесе Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн йышӑнӑвӗнче ҫирӗплетрӗҫ.

Эсир, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, Угаслов Николай Федорович хӑвӑр — «ТУС» пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ, Чӑваш наци конгресӗн Президиум пайташӗ Мешков Олег Вадимович — нумай вӑхӑт хушши АУП «Букет Чувашии» ертӳҫи пулнӑ, Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш пайташӗсем Иванов Валерий Николаевич — «Акконд» тӗп директорӗ, Волков Федор Николаевич — Вӑрнарти сӗт-ҫу завочӗн тӗп директорӗ. Ентешлӗхсен, Чӑваш наци конгресӗн районсемпе хуласенчи уйрӑмсен, ертӳҫисем хушшинче те усламҫӑсем те, тӗрлӗ предприятисен ертӳҫисем ҫук мар.

Шел пулин те, сирӗн, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисен, предприятисенче туса кӑларакан пур продукцин те этикеткисене чӑвашла-вырӑсла ҫырассине паянхи куна та йӗркелемен.

Ҫӳлерех ҫырнине шута илсе, эпир, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем, хӑвӑр ҫирӗплетсе ал пуснӑ йышӑнӑвӑра пурнӑҫлама ҫирӗппӗн ыйтатпӑр».

#Акконд, #ЧНК, #Ирӗклӗх, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Букет Чувашии

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем