Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Чӑваш ҫыравҫине кӗпӗрнаттӑр ылтӑн сехет парнеленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.08.2016 15:10 | 1862 хут пӑхнӑ
Персона
Ылтӑн сехетлӗ Валентина Тарават
Ылтӑн сехетлӗ Валентина Тарават

Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхипе чыслама кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ.

РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар. Ун пирки Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтерет.

«Тӗлӗнмелле хыпар ҫитрӗ редакцине. Августӑн 23-мӗшӗнче Аслӑ Нагаткинра юбилейне паллӑ тӑвакан Валентина Тарават патне хӑнана Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Морозов тата облаҫри саккун кӑларакан Пухӑвӑн председателӗ Анатолий Бакаев килсе чечек ҫыххисем панӑ. Анатолий Бакаев юбиляра саламланӑ май ӑна ылтӑн сехет парнеленӗ. Пирӗн республикӑри чӑваш ҫыравҫисенчен хӑшӗ ҫакӑн пек хисепе тивӗҫӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ статьяра.

#Аслӑ Нагаткин, #МИХсем, #телекурав, #тӳре-шара, #кӳршӗре, #юбилейсем, #Чӗмпӗр, #парнесем, #Ҫӗпрел районӗ, #Тутарстан, #Упи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем