Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Культура: Ухсай хыҫҫӑн фотоаппаратпа

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 19.09.2016 11:26 | 4886 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсен варринче Чӑваш телевиденийӗнче ӗҫлекенсем хушшинче сас-хура ҫӳретчӗ: «Николай Дмитров кинооператор Яков Ухсай сӑвӑҫа кашни утӑмра фотоаппаратпа ӳкерсе илет, хӑҫан та пулсан курав уҫса пысӑк укҫа хырса илесшӗн...»

Вӑтӑр ҫул иртсен ҫакна аса илтӗм те ӗлӗкхи ӗҫтешӗм патне шӑнкӑравларӑм.

— Чӑнах та, Яков Гавриловича сахал мар ӳкернӗ эпӗ, — пӗлтерчӗ Николай Васильевич. — Халӑх сӑвӑҫипе туслашсах кайнӑччӗ. Шӳтлесе вӑл мана Бенкендорф тесе чӗнетчӗ. Ӳкернӗ кадрсене хут ҫине ҫаптарса ӑна парнелеттӗм. 1979 ҫулта Волгоград хулинче РСФСР писательсен Союзӗ Пленум ирттерчӗ, унта совет литератури вӑрҫӑ темине епле уҫса пани пирки хӗрӳн калаҫрӗҫ. Яков Гаврилович ҫинчен киноочерк ӳкернӗ май, ӑна ҫӗршыври ҫыравҫӑсен хушшинче кӑтартас шухӑш ҫуралчӗ. Комитет председателӗ П.А. Крысин пирӗн шухӑша ырларӗ, пилӗк ҫынран тӑракан киноэкспедици йӗркелеме приказ кӑларчӗ. Волгоградра Ухсайӑн литературӑри вырӑнӗ тата ҫыравҫӑсем хушшинчи авторитечӗ мӗнле пулнине курма тата илтме тӳр килчӗ. Тӳрех калатӑп, ӑшра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратрӗ ҫакӑ. Василий Белов, Юлиан Семенов, Анатолий Софронов, Кайсын Кулиев, Давид Кугультинов, Мустай Карим, Владимир Санги тата ытти паллӑ ҫыравҫӑсем Ухсая ӑшшӑн пырса ыталатчӗҫ, гостиницӑри хӑйсен номерне хӑнана чӗнетчӗҫ. Сарлака пленкӑпа ӳкерекен «Любитель» фотоаппарат пурччӗ манӑн. Ун объективне час-часах ҫыравҫӑсем ҫине тӗллеттӗм. Уйрӑмах пӗр кадр асра юлнӑччӗ. Ухсай Социализмла ӗҫ Геройӗпе Сергей Михалковпа калаҫса тӑрать. Аялтан ҫӳлелле пӑхать вӑл паллӑ вырӑс сӑвӑҫи ҫине, сӑнӗнче чеен кулни, туслӑн тӑрӑхлани аванах сисӗнет. Лайӑх сӑнӳкерчӗк!

Н.В. Дмитрова ҫав тапхӑрта ӳкернӗ хаклӑ коллекцин негативӗсене шыраса пӑхма ыйтрӑм. Тав Турра, кӑларса пӑрахман иккен. Анчах савӑнни иртерех пулчӗ: хваттерне-гаражне темиҫе хутчен ухтарса тухсан та хаклӑ кадрсем тупӑнмарӗҫ.

Пӗр-ик эрне иртсен Николай Васильевич каллех шӑнкӑравларӗ: хут ҫине кӑларнӑ хӑш-пӗр кадрсем тупӑннӑ иккен, анчах вӗсен хушшинче Михалковпа ӳкерни ҫук.

— Пӗррехинче ҫак сӑнӳкерчӗке пысӑклатса кӑлартӑм та Ухсая парнелес тесе ун хваттерне кайрӑм, — аса илет кинооператор. — Ун патне шӑпах Виталий Исаев фотограф пынӑччӗ. Сӑмах май каласан, Ухсай ӑна та «мӑшкӑлламалли» ят тупса панӑччӗ — «кӗске уралли». Ҫӗршыв пӗлекен чаплӑ ӑстаччӗ ун чух Виталий Федотович. Килӗшрӗ ӑна эпӗ тупнӑ ракурс, тӳрех фотоаппарачӗпе копи туса илчӗ. Тен, ун архивӗнче юлнӑ Ухсайпа Михалкова сӑнланӑ ҫак ӳкерчӗк.

Н.В. Дмитров Ухсая пӗрре мар кино тата телевидени экранӗсем ҫине кӑларнӑ. Хусанти кинохроника студийӗнче ӗҫленӗ чух «На Волге широкой» киножурналӑн ятарлӑ кӑларӑмне хатӗрленӗ. Унта Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхозра Аркадий Айдакпа ӳкернӗ кадрсем уйрӑмах ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Сӑмахран, сӑвӑҫпа председатель пӗве хӗрринче калаҫса лараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра шыва кайӑк кӑвакалсен карти анса ларать. Тем тӗрлӗ хатӗрленсе килсен те кун пеккине ӳкереймӗн, кӗтмен телей тесе хаклать ҫакна оператор. Кинохроника студийӗн илемлӗх Канашӗнче фильма ырланӑ пек пулаҫҫӗ, анчах виҫҫӗмӗш категорипе кӑна хаклаҫҫӗ. Мускаври Госкинора вара ним турткаланмасӑр пӗрремӗш категори ҫине куҫараҫҫӗ. Ку мӗне пӗлтернӗ. Фильмокописен тиражне ӳстерсе киножурнала ҫӗршывӗпех кӑтартма йышӑннӑ.

1986 ҫулта Ухсай чирлесе ӳксен Н. Дмитров ӑна машинӑпа больницӑна леҫсе янӑ. Анчах нумай та вӑхӑт иртмен, сӑвӑҫ чӗри тапма чарӑннӑ. Николай Васильевич ӑна пытарма каяйман. Темиҫе ҫул иртсен Слакпуҫ ялне ҫитсе килнӗ вӑл, унта Кӗслету тӑррине хӑпарса сӑвӑҫ тӑприне пуҫ тайнӑ.

Халӗ паллӑ кинооператор хальччен ӳкернӗ кадрсене пуҫтарса экран ҫине Яков Ухсай ҫинчен ҫӗнӗ фильм кӑларма хатӗрленет.

 

В. АЛЕКСИН.

Сӑнӳкерчӗксенче: ҫыравҫӑсене Волгоградри чукун ҫул вокзалӗнче кӗтсе илеҫҫӗ (варринче Я. Ухсай, унпа юнашар А. Софронов); Н. Дмитров кинооператор, Е. Ефимов осветитель, А. Софронов ҫыравҫӑ, О. Литвинцева редактор, Г. Исаев сасӑ операторӗ. Пӗрремӗш хут пичетленеҫҫӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#асаилӳсем, #культура, #Слакпуҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем