Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: 30 пинлӗ хваттере халӗ те кӗреймен

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 24.11.2016 10:16 | 1508 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр
«Соляное» микрорайонта хӑпартма пуҫланӑ нумай хваттерлӗ ҫурт
«Соляное» микрорайонта хӑпартма пуҫланӑ нумай хваттерлӗ ҫурт

Ҫӗршыври 45 регионти пекех пирӗн тӑрӑхра та «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программа пурнӑҫа кӗрессине 2014 ҫулта калаҫма пуҫларӗҫ. Аса илтеретпӗр, эконом-класс шутланакан ҫурт-йӗре (хваттер хакӗн пӗр тӑваткал метрӗ 30 пинтен иртмелле марччӗ) 2017 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗччен 210 пин тӑваткал метр хӑпартмаллаччӗ.

Йӳнӗ ҫурт-йӗре ӑҫта тата хӑш строительство организацийӗ хӑпартассине ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Шупашкарти «Соляное» микрорайонта «Алза» пӗр тӑваткал метра 30 пин тенкӗпе хӑпартмаллаччӗ. Ҫӗрпӳри «Южный-2» микрорайонта «ПМК-8» пӗр тӑваткал метрне 27,8896 пин тенкӗпе тума шантарнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнчи сахал хутлӑ ҫурт-йӗре пӗр тӑваткал метрне «Тус» общество 30 пин тенкӗпе ҫӗклесе лартмаллаччӗ. Шупашкарти «Гремячево» микрорайонти хваттерсене 30 пин тенкӗпе «Устра» общество ҫӗклемеллеччӗ.

Паянхи куна «Соляное» микрорайонта ӗҫ тӑрать. Малтанласа ҫурта пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнче туса пӗтерме шантарнине, анчах ӗҫне вӗҫлеменнине кура сисчӗвленнӗ ҫынсем тӗрлӗ инстанцие ҫырса пуҫланӑ. Ӗҫ кал-кал пыманнине строительсем кашнинче тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнтараҫҫӗ иккен.

Хальлӗхе «Алза» тепӗр дата асӑннӑ: кӑҫалхи раштавӑн 21-мӗшӗ тӗлне алла хваттер уҫҫи тыттарма пулнӑ, ҫынсене 50 пин тенкӗ компенсаци сӗннӗ.

#Ҫӗрпӳ, #Кайри Ункӑпуҫ, #Шупашкар районӗ, #ҫурт-йӗр, #Шупашкар, #Соляное

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем