Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Петр Краснова гуманитари институчӗн пуҫлӑхне лартӗҫ-и?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 06.12.2016 10:06 | 1755 хут пӑхнӑ
Политика
Петр Краснов (сулахайри)
Петр Краснов (сулахайри)

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн ӗнерхи сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ материалта асӑнса хӑварнӑ.

Петр Краснова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ пулать. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ. Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, халӗ Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ директорӗнче ӗҫлекен ҫак ҫынна парламентӑн ӗнерхи сессийӗнче бюджет комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне шаннӑ. Ку должноҫе тӗмсӗлнӗ Александр Андреев депутат (вӑл коммунистсен партийӗнче тӑрать) парламентра укҫа илекен вырӑнсӑр юлнӑ. Григорий Данилов ятлӑ коммуниста вара социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ.

Оппозици текен партисен ытти пайташӗсенчен Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.

Ӗнерхи сессире комитетӑн укҫа илсе тӑракан должноҫри пайташӗсене палӑртассине сӳтсе явнине ӗнер эпир пӗлтернӗччӗ.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #Комсомольски районӗ, #ЧПГӐИ, #депутатсем, #политика, #Кӗҫӗн Каҫал

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем