Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Чӑваш халӑх сайчӗ 2016 ҫулталӑк ҫыннине палӑртма ыйтать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 29.12.2016 15:38 | 6612 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Яланхи пекех ҫулталӑк вӗҫленнӗ май эпир ҫулталӑк ҫыннине палӑртатпӑр. Ку ӗҫ пӗтӗмпех эсир хутшӑннипе пулсан иртет — камшӑн эсир ытларах сасӑлатӑр, ҫав ҫулталӑк ҫынни ятне тивӗҫӗ те. Номинантсем вара — ҫулталӑк хушшинче хӑйсем ӗҫӗпе палӑрнисем.

Вӗсен йышне кунта алфавит тӑрах палӑртрӑмӑр (хушаматсемпе):

Акапасар — сайтри хурал кӗтесӗнчи калаҫусене сӳнме паманшӑн.

Татьяна Акимова — биатлонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗшӗн.

Александр Блинов — наци телекуравӗнче чӑвашла вӗренмелли уроксем йӗркеленишӗн.

Владимир Болгарский — Крым ҫурутравӗ ҫумӗнчи Хӑнакурта (Фанагоринче) авал вырнаҫнӑ Аслӑ Пӑлхара хисеп туса чул вырнаҫтарнӑшӑн.

Леонид Волков — сӗтев илнӗ тесе айӑпланине хирӗҫ тивӗҫлӗн кӗрешнӗшӗн.

Никита Васильев — велосипедпа тӗнче касса ҫӳресе чӑвашсем пирки каласа панӑшӑн.

Юрий Исаев — вӗренӳ министрӗн пуканне йышӑнма тивӗҫнӗшӗн.

Дмитрий Моисеев — малтан «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ таран ӳсме, кайран тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама та хӑват ҫитернӗшӗн.

Вячеслав Оринов — культура министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннӑ хыҫҫӑн хастар ӗҫленишӗн, ҫамрӑксен театрӗ валли ҫурт тупса пама пултарнишӗн.

Юрий Сергеев — «История великого народа» документаллӑ фильм ӳкернӗшӗн.

Михаил Скворцов — халӑха ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ словарьсемпе савӑнтарнӑшӑн.

Сергей Сорокин — Чемен картинче пӗчӗк вӑхӑт хушшинче таврапӗлӳҫӗсем валли кӗтес йӗркелеме пултарнӑшӑн.

Олег Цыпленков — «Асам» кинофестивале тата та ҫӳллӗрех шая хӑпартма пултарнӑшӑн.

Леонид Черкесов — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине суйланма пултарнӑшӑн.

Константин Яковлев — нумай вӑхӑт хушши «и.о.» ҫӳренӗ хыҫҫӑн министр ятне тивӗҫнӗшӗн.

Петр Яковлев — орфографи комиссине тивӗҫлӗ шайра ертсе пырса пурне те тивӗҫтерме пултаракан йӗрке тупма тӑрӑшнӑшӑн.

Сасӑлав 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшччен пырӗ. Сасӑлава ҫавӑн пекех пирӗн сайтӑн тӗрлӗ халӑх тетелӗсенчи ушкӑнӗсенче тӑвасшӑнччӗ, анчах «Пӗркласрисенче» кӑна 10 ытла вариант хушма май пуррине пула ирттерейместпӗр. Сасӑлаври йӗрке ӑнсӑртран лартни тӑрӑх вырнаҫнӑ.

Олег Цыпленков хӑйне списокран илме ыйтрӗ — ҫакна вӑл пӗлтӗр «Ҫулталӑк ҫынни» ята тивӗҫнипе сӑлтавларӗ. Ун вырӑнне тӗнче тӑрӑх чӑвашсен ятне саракан Никита Васильева кӗртес терӗмӗр.

#сайтсем, #тӗнче тетелӗ, #пӗтӗмлетӳсем, #сайтсем, #сасӑлавсем

 

Ҫулталӑк ҫынни — 2016

Сасӑлав кӑрлачӑн 16-мӗшӗччен пырӗ.
Леонид Черкесов
 
5
Акапасар
 
9
Пётр Яковлев
 
32
Татьяна Акимова
 
64
Александр Блинов
 
29
Владимир Болгарский
 
87
Леонид Волков
 
160
Юрий Сергеев
 
4
Сергей Сорокин
 
11
Константин Яковлев
 
10
Михаил Скворцов
 
13
Юрий Исаев
 
10
Вячеслав Оринов
 
9
Дмитрий Моисеев
 
15
Никита Васильев
 
28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем