Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Калмӑкри лашасене Чӑваша килме чарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.01.2017 17:05 | 1645 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Калмӑк Республикинчен Чӑваш Ене килме тухнӑ лашасене «Сызрань-Волгоград» федераци трасси ҫинче «Красноармейски» тӗрӗслев пунктӗнче тытса чарнӑ. Автомобиле Сарӑту облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗрӗсленӗ. Унта ҫичӗ лаша асӑрханӑ. Вӗсене Чӑваш Енре сутас шутпа ҫула илсе тухнӑ иккен.

Росссельхознадзорӑн Сарӑту облаҫӗнчи инспекторӗсем лашасене ятарлӑ хутсемсӗр илсе кайнине палӑртнӑ. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн лаша хуҫине РФ Административлӑ йӗрке пӑснисем ҫинчен калакан кодексӑн 10.8 статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Инҫе ҫула тухнӑ калмӑк урхамахӗсене тӑван тӑрӑхне каялла янӑ.

Лашасем Чӑваш Енри хӑш хуҫалӑха килессине Россельхознадзорӑн Сарӑту облаҫӗнчи управленийӗн сайтӗнче палӑртман.

#транспорт, #Россельхознадзор, #ял хуҫалӑхӗ, #Сызрань, #Сарӑту облаҫӗ, #Волгоград, #выльӑх-чӗрлӗх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://rsn-saratov.ru/novosti/4527/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем