Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӗнтӗрлӗ чаршав» ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.03.2017 19:52 | 1915 хут пӑхнӑ
Культура
Иосиф Дмитриев режиссер
Иосиф Дмитриев режиссер

Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Йӑлана кӗнӗ республика шайӗнчи конкурсра хамӑр тӑрӑхри профессилле театрсен ӗҫне хаклаҫҫӗ.

Кӑҫалхи вӑхӑтӗнче Мускаври, Ӗпхӳри, Чӗмпӗрти критиксем пӑхса хӑйсен шухӑшне пӗлтерессине эпир маларах систернӗччӗ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсене вӗсем пуш уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче пӑхнӑ.

«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире П. Чайковскин «Спящая красавица» балетне (ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче Данил Салимбаев лартнӑ) ҫӗнтернӗ. «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль (режиссура)» – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Снежная королева» спектаклӗ (ӑна Иосиф Дмитриев лартнӑ).

Чи лайӑх хӗрарӑм рольне В. Николаев пьеси тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» спектакльти Сипет сӑнарне калӑпланӑ Эмилия Назарова тивӗҫнӗ. Арҫын ролӗпе Вырӑс драма театрӗнчи «Отель двух миров» спектакльти Раджапура сӑнарӗшӗн Борис Кукин палӑрнӑ. «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнара» та ҫав театрӑн артисчӗ тивӗҫнӗ. Вӑл – «Лесной дозор» спектакльти Ежика вылянӑ Владимир Кириллов.

«Чи лайӑх сценографи» тесе Чӑваш пукане театрӗн «Сарпиге» спектакльне илемлетнӗ Евгения Терентьевана хакланӑ. Спектакле юрӑ-ҫемӗпе чи лайӑх илемлетнипе те ҫак спектаклех палӑрнӑ. Уншӑн Андрей Галкина чысланӑ.

#культура, #конкурссем, #театрсем, #уявсем, #Чӗмпӗр, #Ӗпхӳ, #Мускав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем