Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑваш пики — 2013» пушӑн 23-мӗшӗнче иртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.03.2013 08:15 | 2211 хут пӑхнӑ
Йыхрав хучӗ
Йыхрав хучӗ

Ҫитес эрнере, шӑматкун, пушӑн 23-мӗшӗнче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш пики – 2013» илем ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Хитре пикесем кӑҫал Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ, пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Йӗркелекенсем: Чӑваш наци конгресӗ, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ. Пулӑшаканӗ: Чӑваш Республикин культура тата национальноҫпе тата архив ӗҫӗсен министерстви.

Илем ӑмӑртӑвне 17–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — районсемпе хула шайӗнчи илем конкурсӗсенче мала тухнӑ хӗрсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупӑшӑвӗ 5 тапхӑртан тӑрать: «Паллаштару», «Ӑс-тӑн конкурсӗ», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ҫи-пуҫӗ». Яланхи пекех чи маттур ултӑ пикене уйӑрса илӗҫ: Чӑваш пики, Вице-чӑваш пики, Хӳхӗм пике, Ҫепӗҫ пике, Ӑс пике, Куракансем кӑмӑлланӑ пике.

Асаилтерме: «Чӑваш пики – 2012» ята пӗлтӗр Муркаш районӗн хӗрӗ Елена Порфирьева ҫӗнсе илнӗччӗ. Ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Лариса Яковлева («Вице-чӑваш пики – 2013»), Тӑвай районенчи Анжела Илларионова («Куракансем кӑмӑллана пике») хӑйсене маттур кӑтартнӑччӗ.

Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ: 62–35–61.

#Чӑваш наци конгресӗ, #Шупашкар, #Канаш районӗ, #Муркаш районӗ, #культура керменӗсем, #Я.Ухсай ячӗллӗ КК, #Чӑваш пики, #Хастар, #Тӑвай районӗ

 

Комментари:

2013.03.16 09:11
Аçтахар Плотников
ЧНК-на чăваш чĕлхине хӳтĕлеменшĕн вăрçăççĕ. Чăн та, тĕрĕсех ятлаççĕ — йĕрке-шывне те (положенине), йыхрав хутне те вырăсла тунă. Вĕсем чăвашла та пулма пултарасси патне çитеймен-ха...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем