Паян, çĕртмен 24-мĕшĕнче, Чăваш Республикинче уяв — Республика кунĕ. Ăна 1995 çулта, Чăваш Республикине туса хунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ. 2000 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче вара Н.В. Фёдоров ку уява патшалăх уявĕ шутне кĕртнĕ.
Кашни çул çак кун Чăваш Ене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен, Раççей тулашĕнчен нумай хăна килет. Республика кунĕнче тĕрлĕ тĕслĕ мероприятисем иртеççĕ — культура, экономика, спорт, савăнăç вĕсенче палăрать.
Руспублика кунне халалланă чи пысăк мероприятийĕсем шутне «Раççей çалкуçĕ» (малтан «Атăлçи çалкуçĕ» ятлă пулнă) фестиваль, «Регионсем — чикĕсене пăхăнмасăр килĕштерсе ĕçлесси» регионсен хушшинчи курав кĕреççĕ. Çавăн пекех 23 сехетре фейерверк иртереççĕ.
Кашни çул Республика кунне тĕрлĕ районсенче палăртаççĕ — кăçал çак тивĕç Шупашкар хулипе Вăрмар районне лекнĕ. Вăрмар районне илес пулсан кунта паян çакăн пек мероприятисем иртĕç:
* «Тĕрлĕ тĕслĕ палитра» (Раççей Федерацийĕн халăх художникĕн Ревель Федоровăн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçин Николай Садюковăн картинисен куравĕ)
* Энĕшпуçĕнче пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕн уйрăмне уçни
* велоспорт-маунтинбайк енĕпе ирттерекен Раççей Кубокĕн тапхăрĕ, Чăваш Ен Кубокĕн II тапхăрĕ, Вăрмар районĕн уçă чемпионачĕ тата ăмăртăвĕ (Ара юханшыв хĕрри)
* «Ырă кун, тăван ен» (Вăрмар районĕнчи пултарулăх коллективĕсен уяв концерчĕ).
Кăçалхи тепĕр уйрăмлăх — «Раççей çăлкуçĕсем» уявне хутшăнакансем яланхи пек Шупашкар урамĕ тăрăх утса тухмĕç — ун вырăнне Шупашкарти 500 çуллăх паркĕнче чăваш Акатуйĕ иртĕ.
Ăçта мĕнле мероприятисем иртнипе эсир патшалăх сайтĕнчи уяв страницинче паллашма пултаратăр.