Нумай пулмасть «Хусан чăвашĕсем» ушкăнăн ертӳçи Алексей Наумов Тутарстанра гитарăпа каласа чăвашла юрлакан çамрăксен тĕлпулăвне йĕркелеме шут тытнине пĕлтерчĕ. Бардсен тĕлпулăвне утăн 11-12 мĕшĕсенче Пӳлерти Валем хуçа çăлкуçĕ патĕнче ирттерме хатĕрленеççĕ. Унта палаткăра çĕр каçма, кăвайт çинче хăйшĕн апат ăшăтма тата гитарăпа каласа юрлама вĕренес текен пур çамрăка та йыхравлаççĕ. Тĕлпулура пĕрлехи концерт, вырăнти историпе палашни, гитаристсен мастер-класĕсем, чăвашла ятсем илес ритуал кĕреççĕ. Гитаристсем авалхи Сăвар хули пулнă вырăна та çитсе курма палăртнă. Хальхи вăхăтра тĕлпулăва Шупашкар, Ĕпхӳ çамрăкĕсем хутшăнма кăмăл туни паллă.
Çак мероприяти ТР ЧНКА çумĕнчи Çамрăксен канашĕ, «Пума» çулçӳрев агенстви, «Асамат» студи пулăшнипе иртет. Информаци тĕлĕшĕнчен «Чуваш.Орг» интернет-пĕрлешӳ тата «Сувар» хаçат пулăшу кӳреççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 89274038854, 89179076881.