РУССКАЯ ВЕРСИЯЧĂВАШ ВЕРСИЙĚ
ENGLISH VERSIONESPERANTO VERSIO
Пулă пуçĕнчен çĕрет.
  :: Хыпар: Тĕнчере тепĕр авал чĕлхе çухалнă
 Система
 
 Меню
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Реклама
«Пума» çулçӳрев агентстви
 
 Хыпар: Тĕнчере тепĕр авал чĕлхе çухалнă

Тĕнчере кашни кун тенĕ пекех пĕр чĕлхе çухалать теççĕ. Тин кăна AFP агентство тепĕр чĕлхе çухални пирки пĕлтерчĕ. Ĕнчĕ (Инди) çыршывĕ шутне кĕрекен Андаман утравĕнче пурăнакан бо халăхĕн юлашки çынни, 85-ри Аслă Боа (Boa Sr) вилнĕ. Бо йăхĕ çак утравсенче 65 пин çул пурăннă тесе шутлаççĕ. Ытти халăхсемпе çыхăнмасăр чылай хушă парăннăран ăсчахсем вĕсем хăйĕн чĕлхине мĕн авалтан упранă теççĕ. Аслă Боа вилнĕ хыççăн бо чĕлхипе калаçаканни урăх тĕнчере юлман.

Аслă Боа 2004 çулхи цунамине те тӳссе ирттернĕ. Çав инкек иртсе кайнă хыççăн чĕлхе тĕпчевçисене вăл çапла пĕлтернĕ: «Çĕр чĕтреннĕ вăхăтра эпир пурте унта пулнă. Асли пире çапла каларĕ: Çĕр ик пая пайланĕ, ан чупăр, ан хускалăр.»

Ăсчахсем шутланă тăрăх андамансем кунта Африкăн хĕвелтухăç çыранĕнчен куçса килнĕ. Бо чĕлхи хăйĕн тымарĕсемпе палеолит вăхăчĕпе, этем çĕр ĕçĕпе аппаланма пуçланă тапхăнчченхипе, çыхăннă тесе шутлаççĕ. Кăна шута илсен андамандсен чĕлхисем, вĕсен шутне бо чĕлхи те кĕрет, 10 пин çулта пулма пултараççĕ.

Аслă Боа вилнĕ хыççăн Андаманд утравĕсенче тата 9 йăх халăхĕ юлнă. Вĕсенчен кашни хăй чĕлхипе калаçать. Пĕр йăхĕ халĕ те ытти халăхсемпе хутшăнассинчен пăрăнать, вăл халăх шутне те пĕлмеççĕ. Ытти сакăр йăх шутĕнче пурĕ те 52 çын кăна пурăнать.

1858 çулта акăлчансем Андаманд тата Никабар утравĕсене хăйсене пăхăнтарма шут тытнă чухне кунта 5 пин çын пурăннă. Каярахпа чылайăшĕ ют çынсем илсе килнĕ чир-чĕртен вилсе пĕтнĕ.

 

Сăн: Андаман утравĕн çыранĕ

 

Хыпар çăлкуçĕ


Комментариле

Сирĕн ятăp:
Анлăлатса çырни:
B T U T Ячĕ1 Ячĕ2 Ячĕ3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Разрешенные HTML тэги:
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>
(Все тэги должны быть оформлены по правилам. Если тэг требует закрытия - он должен быть закрыт)


Разрешенные Wiki тэги:
__...__ - выделение слова ссылой.
__aaa_...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.
__http://ya.ru_...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.
**...** - выделение жирным.
~~...~~ - выделение курсивом.
_..._ - выделение подчеркиванием.


 
 Шырав
 
 
 Пуш, 12
1874
136
Турхан Якку, чăваш сăвăçи, куçаруçи çуралнă.
1918
92
Козлов Константин Иванович, Пăрачкав районĕнче ӳснĕ сăвăç çуралнă.
1944
66
Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерçĕ, график çуралнă.
2005
5
Грибанов Владимир Иванович, сăвăç, тăлмач, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ вилнĕ.
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Канашлура
vpk Ягафова Е. А. Самарские чуваши (историко-этнографические очерки). (2)
SerteUntri Этимология этнонима "чуваш" (230)
Hĕvelpi углубленное изучение чувашского языка в городской школе (1)
Hĕvelpi Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (2841)
Алатар Черемисские войны , или где были татары? (182)
SerteUntri Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (84)
Santăr Локализаци тата... (8)
Кăмпа Осетин (12)
Алатар Укçа пуçтаратпăр / Ищем спонсоров (23)
SerteUntri poznakomstva (49)
KOSTA Религиозные обряды, культы (123)
SerteUntri Татарские Булгаристы (385)
serush1 СМИ о чувашах и Чувашии (131)
Zhendoso Тутарсем / Татары (602)
Santăr Ну вот... (140)
 
 Кун кĕнекисенче
Pri Chuvasha kiel literatura lingvo
Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар! Эп чăваш чĕлхишĕн тесе кăкăра çапса кăшкăракан карма çăварсемшĕн пухăнма тепĕр вырăн пултăр.
9 марта-праздник
Х
Паллашни
Салам
Туссем
Пулăшма ыйтаççĕ
Переписка
О жизни военных пенсионеров
Çул хакĕ — пĕрре савантарчĕ, тепре хурлантарчĕ
Миçе çын — çавăн чухлĕ шухăш.
Александр Сергеевич Савельев-САС
хочу найти друзей
Чĕлхе саккунне тишкернĕ май...
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"