Кăрлачăн 28-29-мĕш кунĕсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче кĕскетнĕ прогаммăпа куçăмсăр вĕренекен студентсем диплом ĕçĕсене хӳтĕлерĕç.
Диплом ĕçĕсене ăнăçлă хӳтĕленĕ филологсемпе культурологсене çак савăнăçлă уяв ячĕпе саламлатпăр, ăнтăлу, çутă малашлăх сунатпăр.
Яланах хальхи пек маттур пулăр, тăван халăхăмăра хăвăрăн пултарулăхăрпа савăнтарăр!
Хыпар çăлкуçĕ