Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Иштерек

Пӑтӑрмахсем
ivanovo.bezformata.com сайтри сӑн
ivanovo.bezformata.com сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче трактор ҫунма пуҫланӑ. Унта МТЗ-80 трактора ҫулӑм ярса илнӗ.

Транспорт кабинин шалти отделки сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ, ҫулӑм мӗнрен тухнине тишкереҫҫӗ.

 

Республикӑра
archive.56 сайтри сӑн
archive.56 сайтри сӑн

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен хӗрарӑма суд тунӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ. Ӑна 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ун чухне вӑл палӑка юсама тата Иштерек ялӗн хапхине ҫӗнетме строительство организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Тепӗртакран вӑл ӗҫе йышӑнни пирки акт алӑ пуснӑ. Хӑй вара ӗҫсене вӗҫлеменнине пӗлсех тӑнӑ. Ҫапла организацие 88 пин тенкӗ куҫнӑ. Ку ял тӑрӑхӗн администрацине ҫавӑн чухлӗ тӑкак кӳнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81837
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару тӑру министерстви тунӑ сӑн

Авӑнӑн 13-мӗшӗнче ҫӗрле Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пушар алхаснӑ. Инкек 32 ҫулти арҫыннӑн кил-хуҫалӑхӗнче пулнӑ.

Пушар сарая, утӑ упрамалли вырӑна сиенлетнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, килти выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑлма май килнӗ: 10 сурӑха, пӗр ӗненепе пӑрӑва урама илсе тухнӑ.

Ӗнер Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑк ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче вара пушара пула выльӑх-чӗрлӗх тӗп пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66737
 

Ял пурнӑҫӗ

Муркаш районӗнче мультисервис лавкки ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Иштерек ялне пырсан вырӑнтисем часах пухӑннӑ. Кам ҫӑкӑр туяннӑ, кӗнеке вулама юратакансем илемлӗ литература илнӗ, теприсем патшалӑх пулӑшӑвне ятарлӑ портал урлӑ илмелли майсемпе паллашнӑ.

Нумай енлӗ пулӑшу кӳрекен лавккана ӗҫлеттерес пуҫарӑва асӑннӑ районти тӗп вулавӑшпа Муркашри райпо пӗр шухӑшлӑн татса панӑ. Ҫапла вара апат-ҫимӗҫ лавкки илемлӗ литература валеҫекен куҫса ҫӳрекен пункта, патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвне кӳрекен чӳречене ҫаврӑннӑ.

Лавккасӑр Иштерек ялӗ автолавккӑна яланах хапӑл. Хальхинче те ҫавӑн пекех пулнӑ. Ҫӑкӑр тавраш туяннипе пӗрлех вӗсем чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене илнӗ. Патшалӑх пулӑшӑвне илме май пуррипе паллаштарнине те ял халӑх кӑмӑлтан итленӗ.

 

Персона
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ

«Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем тӗлӗнмелле ҫын пирки сюжет ӳкернӗ. Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнакан Раиса Калинина 75 ҫулта та трактор рулӗ умне ларать. Хӑй вӑхӗтӗнче вӑл ҫак транспорта республикӑн пур кӗтесне те ҫитнӗ – унӑн тӑван тӑрӑхри илеме курас килнӗ.

Раиса Калинина паянхи кун та трактор тапратса ял ҫыннисене пулӑшать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл чунне парса ӗҫленӗ. Чи пӗрремӗш тракторӗ ДТ-54 пулнӑ, каярахпа ытти трактора та шанса панӑ ӑна. Хӑй вара МТЗ-50 тата МТЗ-80 тракторсене кӑмӑллать.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Раиса Калинина Чӑваш Енре Паша Анегелина трактористкӑн премине тивӗҫнӗ пӗртен-пӗр ҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58348
 

Республикӑра
Чумеринсем
Чумеринсем

Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Ку Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче алӑ пуснӑ.

Раҫҫейре ку орденпа 8 ҫемьене чысланӑ. Иккӗшӗ — Чӑваш Енрен. Ку ордена Ҫӗмӗрлери Чумеринсем тивӗҫнӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Николаевич — чиркӳ пупӗ. Унӑн арӑмӗ чиркӳре ӗҫлет. Вӗсем 11 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслисем Марийӑпа Дмитрий ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Владимир — Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗренет. Екатерина кӗҫех шкул пӗтерет. Петр, Серафима, Антоний, Иулиания, Сергей, Иван шкулта вӗренеҫҫӗ. Кӗҫенни Алексей ача пахчине ҫӳрет.

Яковлевсем Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен — 7 ача тата 2 мӑнук. Юрий Игнатьевич ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, вӑл Афган вӑрҫине хутшӑннӑ. Халӗ хуҫалӑх тытса пырать. Нина Геннадьевна васкавлӑ медпулӑшу пульницинче санитаркӑра вӑй хурать. Яковлевсем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.

Палӑртмалла: 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ "Акуча" уявӗ
"Акуча" уявӗ

Муркаш районӗнчи ярапайсем (тӗрӗссипе, ялӗ Ярапайкасси ятлӑ-ха. Халӑхра Ярапай тени сарӑлнӑ) харӑсах ултӑ ял уявне палӑртнӑ. Мероприятие вӗсем «Акуча» ят панӑ.

«Ӗҫҫине пӗтерсен пирӗн халӑх яланах йышпа пухӑнса савӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине тытса пынине курма хавас», – тенӗ Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев.

Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Сыпайкасси, Иштерек, Тури Тӑмлай, Анатри Тӑмлай, Ҫӗнӗ Тӑмлай тата Вускаси пӗлтӗр кашниех пуҫласа ял уявне йӗркеленӗ. Уйрӑмшарӑн. Кӑҫал вӗсем пӗрле пухӑнма шут тытнӑ.

«Акучана» пухӑннисене район администрацийӗн тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ саламланисӗр пуҫне муркашсен Шупашкарти ентешлӗхӗн ертӳҫи, Сыпайкассинче ҫуралнӑ Александр Федоров та ҫитнӗ.

Уявра Сорокинсен ҫемйине чылай ҫул килӗштерсе пурӑнать тесе чысланӑ. Вырӑнти «Акуча» художество коллективӗн пайташӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарнӑ.

Уяв кунӗнче спортпа туслисен те тунсӑхлама тивмен. Мини-футболта ултӑ ял ушкӑнӗ вылянӑ. Иштерексем маттуртарах пулнӑ. Вускассисемпе сыпайкассисен иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайлама тивнӗ.

Малалла...

 

Персона Агриппина Тимофеевна Тимофеева
Агриппина Тимофеевна Тимофеева

Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Агриппина Тимофеева 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ.

Агриппина Тимофеевна Элӗк районӗнчи Иштерек ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗ йывӑр килнӗ. 7 ҫулта ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Унӑн шкула ҫӳреме те май пулман. Агриппина Тимофеева ӗне кӗтӗвне пӑхнӑ, куншӑн ӑна апат ҫитернӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Етӗрне хули ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле хулинче вӑрман каснӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳре ҫул хывнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.

Агриппина йывӑр ҫулсене халӗ те аса илет. Вӗсем халӗ те ӑна тӗлӗкре курӑнаҫҫӗ-мӗн. Хӑй каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫӗнче вӑл темӗн те курнӑ, анчах йывӑр ҫулсем унӑн асӗнчен халӗ те тухмаҫҫӗ.

100 ҫулти кинемей ҫулсене кура мар йӑрӑ. Вӑл ӗҫлеме юратать, хускалмасӑр лараймасть.

Агриппина Тимофеевна халӗ 7 мӑнукӗпе, 8 мӑнук ачипе тата вӗсен 1 ачипе киленет. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71325
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи