Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Каркалар

Культура

Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Каркалар ялӗнчи Николай Краснов композитора халалласа уяв ирттернӗ. Районта пурӑнакансем ӑна чи малтанах такмак ӑсти пулнипе пӗлеҫҫӗ. Куракансем унӑн пултарулӑхне кӑмӑлласа йышӑннӑ. Юрӑсем те ҫырнӑ Николай Иванович. Пӗрремӗш юррине Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра ҫырнӑ. Купӑспа калама вара шкула кайичченех вӗреннӗ. Хӑй ӗмӗрӗнче мӗн чухлӗ сӑвӑ ҫырса юрра хывнине, такмак ҫырнине ас туман та Николай Иванович. «Шел пулин те, ытла та ир уйрӑлса кайрӗ пиртен Николай Иванович», — теҫҫӗ вырӑнтисем.

Уяв вӑхӑтӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ, Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗнчи «Салампи», Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем ял халӑхне тата пуҫтарӑннӑ хӑнасене Николай Красновӑн юррисемпе, такмакӗсемпе савӑнтарнӑ. Уяв малалла тӑсӑлнӑ май ытти композитор хывнӑ тӗрлӗ юрӑ шӑраннӑ.

 

Культура

Тӑваттӑмӗш теҫеткене ҫывхаракансемпе вӗсенчен аслисем Чӑваш радиопа «Асанне юмахӗсем» кӑларӑм пынине астӑваҫҫех ӗнтӗ. Ун чух радио- тата телекӑларӑмсене ертсе пыракансем пурте тӗлӗнмелле илемлӗ те уҫӑмлӑн, чарӑну паллисене вырӑнлӑн лартса калаҫатчӗҫ. «Асанне юмахӗсене» ертсе пыракан Вера Голубева та ҫавӑн йышши ӑстасенчен пӗриччӗ.

Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Вера Голубева радиокӑларӑмӗсенче янӑранӑ юмахсенчен пухнӑ кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна «Асанне юмахӗсем» тесе ят панӑ. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмне асӑннӑ радиопередачӑра янӑранӑ 18 юмах кӗнӗ.

Вера Голубева пирки аса илтӗмӗр пулсан, ун пирки темиҫе сӑмахпа та пулин каласа хӑвармаллах. Вера Ивановна — РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки. 1928 ҫулта Елчӗк районӗнчи Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 19 ҫулта чухне ӑна республикӑри колхоз театрӗн труппине илеҫҫӗ. Кӑштахран вӑл Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ. Каярах пукане театрне куҫнӑ. «Ачасене юратниех ҫапла тума хистенӗ», — теҫҫӗ ун пирки.

Кӗнекене хатӗрлекенсем Вера Голубевӑн сассиллӗ диска та кӗнекепе комплекта кӗртнӗ.

Малалла...

 

Елчӗк районӗнчи Каркалар ялӗнче пурӑнакансем ялта шыв-шур тавраш ҫуккипе аптӑранӑ. Ял ҫумӗпе Ҫарӑмсан юханшывӗ иртсе каять-мӗн-ха, анчах шӑрӑх ҫу вӑхӑтӗнче вӑл типет иккен.

Ҫак эрнере вара вырӑнти ял тӑрӑхӗ, А. Севриков фермер пӗрле пулсан Ҫарӑмсан юхашывне пӗвелеме тытӑннӑ. Каркалар ял старости В. Орлов та кунта хастар хутшӑнать-мӗн, вӑл хӑйӗн ДТ-75 тракторне чӗртсе тухнӑ та самай пулӑшать иккен.

Сӑнсем

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть