Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.5 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ряпино

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра типӗ курӑк, ҫӳп-ҫап ҫуннӑ 7 тӗслӗх пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.

Пӑрачкав районӗнче пысӑк пушарсемех пулнӑ. Пӑрачкав ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Вӑл 2 гектар ҫӗре ярса илнӗ.

Ҫак районта Ряпино ялӗ ҫывӑхӗнче те типӗ курӑк ҫуннӑ. Унта пушарнӑйсем 3 гектар ҫинчи ҫулӑмпа кӗрешнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 4 сехетре Пӑрачкав районӗнчи Ряпино ялӗнче пушар тухнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑмӑн тата икӗ арҫыннӑн виллисене тупнӑ. Вӗсем 32-62 ҫулсенче пулнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем пушара икӗ автоцистернӑпа сӳнтернӗ. Юрать, ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫман. Вырӑнта Следстви комитечӗн следователӗсем ӗҫленӗ.

 

Персона
Надежда Никонорова
Надежда Никонорова

Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан Надежда Андреевна авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Никонорова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Надежда Никонорова Ряпино ялӗнче ҫуралнӑ. Унсӑр пуҫне ҫемьере виҫӗ аппӑшӗпе пиччӗшӗ пулнӑ. Хӗрарӑм пурнӑҫне ял хуҫалӑхне халалланӑ. Вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе палӑрса тӑнӑ. Надежда Андреевна хваттерҫӗсем валли апат хатӗрленӗ. Вӗсем ентешӗсене тыр-пул пухса кӗртмешкӗн пулӑшма килнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ял ҫыннисене туйра, ҫынна асӑннӑ чухне апат-ҫимӗҫ пӗҫерме пулӑшнӑ.

Надежда Андреевнӑн икӗ ывӑл тата пӗр хӗр пур. Мария Пятигорскра пурӑнать. Сӑмах май, Надежда Никоноровӑн йӑмӑкӗ те нумай ҫул пурӑнать, вӑл 92 ҫулта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44466
 

Политика

Пӑрачкав районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Унта пӗр депутатӑн полномочине вӑхӑт ҫитиччен пӗтерме, теприне «халӑх тарҫин» удостоверенине тыттарма йышӑннӑ.

Аса илтеретпӗр, Пӗрлехи суйлав кунӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине, регионсенчи саккунсем йышӑнакан влаҫа (Тӗрлӗ регионта ӑна тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку органа Патшалӑх Канашӗ теҫҫӗ) тата вырӑнти хайтытӑмлӑх органӗсене депутатсене суйларӗҫ.

Пӑрачкав районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн председателӗ — район пуҫлӑхӗ Леонид Васильев Сиявӑри 7-мӗш округпа суйланнӑ Ирина Дубинкинӑна депутат пулнине ӗнентерекен хут тыттарнӑ.

Ряпинӑри 5-мӗш округпа депутата унччен суйланнӑ Василий Новичкова полномочисӗр хӑварнӑ. В. Новичков тӗлӗшпе мӗншӗн апла йышӑннине район администрацийӗн сайтӗнчи пысӑках мар хыпарта асӑнман.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ӑнӑҫлӑ шутланман ҫемьесене опекӑпа попечительство органӗсен ӗҫченӗсен пӑхса тӑрасси тивӗҫӗ шутланать. Нумаях пулмасть Пӑрачкав районти асӑннӑ тытӑм вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшакансемпе тата пушарнӑйсемпе пӗрле Ряпино ялне ҫитсе килнӗ. Асӑннӑ ялти К. ҫемйи ӑнӑҫсӑррисен шутне кӗрет.

Районтан пынӑ специалистсем хальхинче ытларах пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ҫурт тӑрӑмне тивӗҫтернипе тивӗҫтерменнине тӗрӗсленӗ. Кӑлтӑкӗ, чӑн та, тупӑннӑ. Электричество пӑралукӗсем, розеткӑсем выключательсем йӗркеллех пулман. Кӑмака та хӑрушсӑрлӑх правилисене тивӗҫтермен. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе кӗрешекенсем кил хуҫисене ҫав ҫитменлӗхсем пирки асӑрхаттарнӑ, кӑлтӑка хӑҫанччен пӗтермеллине каласа хӑварнӑ. Ваттисем вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ахальтен каламаҫҫӗ-ҫке.

 

Пӑтӑрмахсем

Пӑрачкав район прокуратури вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутакан усламҫа административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Йышӑнӑвне прокуратура кӑларман-ха, суд. Анчах тӗрсӗлевне ҫак надзор органӗ Роспотребнадзор управленийӗн вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ирттернӗ.

Ряпино ялӗнчи пӗр пӳртре В.В. Волкова хушаматлӑ усламҫӑ сутлӑх вӑхӑчӗ тухнӑ краб патакки, кетчуп, панулми уксусӗ сутнӑ. Ҫапла хӑтланни этем пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе ун тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫа явап тыттарма ыйтса ӗҫе Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ярса панӑ. Унта хӗрарӑма 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та