Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Советски

Персона
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ врачне, медицина наукисен кандидатне, республикӑн сывлӑх сыхлав аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ Вениамин Вишевский педиатра юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Ӑна, эпир хамӑр ҫӑлкуҫсем урлӑ пӗлнӗ тӑрӑх, тӑван тӑрӑхӗнче — Етӗрне районӗнчи Советскинче — пытарӗҫ.

Вениамин Яковлевич 82 ҫула кайнӑ. Вӑл — 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Унӑн ӗҫӗсем республикӑра аллергологи тытӑмне йӗркелесе яма пулӑшнӑ.

Вениамин Вишневский Етӗрне районӗнчи Анат Сӑнар ялӗнче 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти мединститутра вӗреннӗ. Йӑлӑмра педиатрта, Шупашкарти ача-пӑча пульницинче тӗп врач ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче малтан ассистентра, 1987–1998 ҫулсенче педиатри кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ. 1983-1987 ҫулсенче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп педиатрӗ шутланнӑ. 1998 ҫулта Вениамин Вишневский тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, Хучашри участок пульницинче ӗҫленӗ.

 

Республикӑра

Роспотребнадзор республикӑри шкулсемпе ача пахчисенче мӗнле апат ҫитернине тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑри виҫӗ учреждение вӑхӑтлӑха хупнӑ.

Сӑмах май, 2017-2018 ҫулсенче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ачасене вӗри апат ҫитернӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн пӗтӗмпе 1,1 миллион ытла тенкӗлӗх штрафланӑ. Кӑҫал 108 ача пахчипе 54 шкула тӗрӗслев ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 250 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен 90-шӗ – апатлану йӗркеленӗ чухне саккуна пӑснӑшӑн.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулне, Патӑрьел районӗнчи Тӗреньелти шкул-ача пахчине, Етӗрне районӗнчи Советски шкулне вӑхӑтлӑха хупнӑ.

Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсенчен 23 проценчӗ производство хатӗр-хӗтӗрӗ мӗнле ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – меню хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑсни.

 

Республикӑра

Ачасем чутах тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланман. Ҫу, пушар пулман. Шкул автобусӗнче ҫавнашкал сиенлӗ газ тухать-мӗн.

Сӑмах – Етӗрне районӗнчи Советски шкулӗнче вӗренекен ачасем пирки. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ плана кӗртнӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Специалистсем шкул автобусӗнчи сасӑ шайне тата газ тухнипе тухманнине тӗрӗсленӗ.

Мӗн тетӗр? 2011 ҫултанпа автобус салонӗнчи сывлӑш нормативпа килӗшсе тӑман. Углерод окисӗн шайӗ тӑватӑ хутран ытларах пулнӑ. Ҫавна май Етӗрне районӗн сучӗ автобуса вӑхӑтлӑха ҫӳреме чарнӑ.

 

Республикӑра

Етӗрне районӗнче Василий Магницкий этнолог, педагог, Атӑл-Вятка крайӗн тӗн культурин тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.

Конференци Советски (Шӑмат) ялӗнче пулнӑ. Василий Магницкий унта ҫуралнӑ, юлашки ҫулсене ҫавӑнта пурӑннӑ. Конференцие ӑсчах кун-ҫулне, ӗҫ-хӗлне, пултарулӑхне тӗпчекен таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем Шупашкартан, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Хусантан килнӗ.

Конференци пуҫланас умӗн Советски шкулӗн учителӗ Геннадий Филиппов, Советски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров хӑнасене Василий Магницкин паллӑ вырӑнӗсенче экскурси ирттернӗ: вил тӑпри ҫине кашӑл хунӑ, Магницкий ячӗллӗ паркра пулнӑ. Унтан пурте Культура ҫуртне пухӑннӑ. Конференцие Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин уҫнӑ, вӑл Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне В.Н.Черлакова В.Н.Никольский орденне панӑ.

Конференцие хутшӑнакансем Василий Магницкин пурнӑҫӗ, пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ. Унан ӗҫӗсем чӑваш халӑх тӗнне, пурнӑҫне тӗпчес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Етӗрне районӗнчи шкул ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул ҫитӗнӳпе пуҫланнӑ. Вӗсем «Этем — историре. Раҫҫей — XX ӗмӗр» тӗпчев ӗҫӗсен республика шайӗнчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Палтай шкулӗнче вӗренекен Михаил Шуверов «Ҫын тата пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Урпашри вӑтам шкулта вӗренекен Светлана Портнова «Этем, общество, ҫар» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Этем тата влаҫ» ятлинче Советски шкулти Ирина Игнатьева тата Тури Ачакри Елена Одикова 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫемье историйӗ пирки каласа панӑ Засурскинчи тулли мар вӑтам шкулти Михаил Иванов 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Тӗпчев ӗҫне ачасем паян кӑна пуҫӑнман иккен-ха. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унччен те вӗсем тӑван тӑрӑх историйӗпе, паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе вӗсем архиври материалсемпе те усӑ кураҫҫӗ паллах, музей-вулавӑшсенче те лараҫҫӗ, тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫса калаҫаҫҫӗ.

 

Етӗрне районӗнче «Мухтав хӗрарӑма» уяв иртнӗ. Пухӑннисене республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн социаллӑ политика, сывлӑх сыхлавӗн, физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ Ольга Зайцева, Президентӑн пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алла Самойлова, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Леонид Ефремов, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов саламланӑ. Етӗрне районӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗн пердседателӗ Ирина Облинова Тав ҫырӑвне тивӗҫ пулнӑ.

Районти кашни ял тӑрӑхӗнчен пӗрер хӗрарӑм сцена ҫине тухса хӑйӗнпе паллаштарчӗ, кашниех тӗрлӗ номинацире палӑрчӗ. Альбина Наумова Мӑн Сӗнтӗртен, Валентина Корчева Кӑкшӑмран, Людмила Русскова Мӑн Шемертентен, Ирина Григорьева Пӗрҫырлантан, Роза Михайлова Советскинчен, Нина Стексова Стрелецкинчен, Светлана Мельникова Мучартан.

Малалла...

 

Егорова Анастасия сайчӗ
Егорова Анастасия сайчӗ

Етӗрне районӗнче 9-11-мӗш класра вӗренекенсен хушшинче Тӗнче тетелӗнче сайтсем уҫса ӑна йӗркелесе пырассипе ӑмӑрту иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — пултаруллӑ ачасен вӑй-хӑватне палӑртасси, информаци технологийӗсен вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме пулӑшасси.

Конкурс кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗччен пынӑ. Унта хутшӑнакансене ҫакӑн пек темӑсем сӗннӗ: «Юмах тӗнчине — ҫулҫӳреве», «Астӑвӑм», «Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗнче уҫлӑхне», «Космонавтика ҫулне халалланӑ». Конкурса 8 вӗренӳ учрежденийенчи 18 шкул ачи хутшӑннӑ. «Чи лайӑх сайт» номинацире 1-мӗш вырӑн Палтай шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Егорова Анастасийӑна (egorova.21415s04.edusite.ru) лекнӗ. Тимофеев Сергейӑн (Севетски шкулӗ) сайчӗ (mihaysn.21415s10.edusite.ru) — 2-мӗш вырӑна, Иванова Оксанӑн (Етӗрнери 2-мӗш шкул) сайчӗ (oksana.21415s02.edusite.ru) — 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Шел пулин те, ҫак сайтсенчен пӗринче те чӑвашла пӗр самах та тупаймӑн.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть