Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тени

Сывлӑх
gorobzor.ru сайтри сӑн
gorobzor.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри шкулсенче кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Иртнӗ эрнере 40 ҫынна палӑртнӑ, ку эрнере – 37.

ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача пахчисенче вӗрентекенсем чирлеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне Элӗк районӗнчи Тени ялӗнчи шкул дистанци мелӗпе вӗренет. Унта 40 ача вӗренет, вӗсен – карантин. Унти икӗ ӗҫчен кӑшӑлвируспа чирленӗ.

Республикӑри 16 шкулти 24 класра карантин пырать. Ҫавна май халӗ 540 ача дистанци мелӗпе вӗренет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69680
 

Политика

Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Етӗрнери 9-мӗш номерлӗ пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗн хушма суйлавӗ иртӗ. Вӑл Етӗрнепе Хӗрлӗ Чутай районӗсен тата Элӗк районӗнчи ултӑ ял тӑрӑхӗн территорийӗсенчи (Мӑн Выла, Крымзарай, Ураскилт, Тавӑт, Тени, Шӗмшеш ял тӑрӑхӗсенче) суйлавҫӑсем валли иртет.

2016 ҫулта иртнӗ суйлавра эпир Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Малова суйланӑ. Кайран Николай Малов Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ пулса тӑнӑ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма 4 кандидатран пӗрне суйлӗҫ. Депутат мандачӗшӗн кӗрешӗве тухнисем: Владимир Леонидович Офаринов (1961 ҫулта ҫуралнӑ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ), Владимир Николаевич Иванов (1957 ҫулта ҫуралнӑ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ), Алексей Юрьевич Сапожников (1987 ҫулта ҫуралнӑ, либерал-демократсен партин пайташӗ) тата Андрей Иванович Игнатьев (1988 ҫулта ҫуралнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ).

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Тени ялӗнче пурӑнакан ватти-вӗтти пӗрле пухӑнса спорт уявне пуҫтарӑннӑ. Вырӑнти тӳре-шара мероприятие нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑна вӗсем Спортӑн хӗллехи енӗсен кунне халалланӑ.

Спортӑн хӗллехи енӗсен кунне пирӗн ҫӗршывра икӗ ҫул каялла кӑна ирттерме йышӑнчӗҫ. Ӑна Сочинче иртнӗ Олимпиадӑна уҫнӑ кун палӑртаҫҫӗ.

Тенинче ҫӑматӑ пемелле тупӑшас шухӑша вӑл тӑрӑхри ял администрацийӗ тата хӗрарӑмсен вырӑнти канашӗ тытнӑ.

Ӑмӑртӑва пуҫтарӑннисене Тени ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Васильева саламланӑ.

Урана ҫӑматӑ тӑхӑннисем кӑна мар, урӑх йышши атӑ-пушмакпа пынисем те ялти спорт уявне кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Тени шкулӗнчи тӑххӑрмӗш класс ачисем юрӑ-ташӑпа хаваслантарнӑ.

 

Республикӑра

Элӗкри муниципалитет архивӗ кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра хӑйӗн ӗҫне тишкернӗ.

Архивра тӑрӑшакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, унтан Чӑваш патшалӑх архивне вырӑнти фондӑн вӗренӳ, культура пайӗсен, кинофикаци, ҫӗрпе ял хуҫалӑх управленийӗн, 1935–1992 ҫулсенчи Элӗк район сучӗн тата халӑх депутачӗсен Канашӗн ӗҫтӑвкомӗн финанс уйрӑмӗн 888 ӗҫне панӑ.

«Пирӗн тӗллев — халӑхӑн пуян историйӗпе культура еткерлӗхне упраса хӑварасси», — тенӗ май архив ӗҫченӗсем ӗҫ хучӗсене пӑхсах тӑнине пӗлтереҫҫӗ.

Этмен, Мӑн Вылӑ, Ехремкасси, Йӑлкӑш, Шӗмшеш, Урпаш, Ҫулавӑҫ, Юлӑш ял совечӗсен тата ял администрацийӗсен, ҫавӑн пекех районти финанс пайӗпе Элӗкри тӗп пульницӑн 2444 ӗҫне картун курупкасене пуҫтарса хунине те пӗлтереҫҫӗ.

Элӗкри муниципалитет архивӗ кӑҫалхи 9 уйӑхра Тенипе Крымсарайка ял тӑрӑхӗсен 237 ӗҫне тата «Звезда» хуҫалӑхӑн 302 ӗҫне упрама илнӗ. Юнтапа, Крымсарайка ял тӑрӑхӗсен тата «Пурнӑҫ ҫулӗпе» район хаҫачӗн ӗҫӗсен номенклатурине тума килӗшӳ тунӑ.

Кулленхи ҫавӑн йышши ӗҫ-хӗлпе пӗрлех Элӗк шкулӗнче 4 «б» класра вӗренекенсемпе архивра экскурси ирттернӗ. Ачасене районти архив историйӗпе, «Манӑн культура учрежденийӗ - историпе хальхи» сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе паллаштарнӑ.

Малалла...

 

Культура «Вӗри чунлӑ ҫемҫе чун» спектакльти сыпӑк
«Вӗри чунлӑ ҫемҫе чун» спектакльти сыпӑк

Элӗк районӗнчи Тенири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗрентекенсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне И.С. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле кайса курнӑ. Кун пирки вырӑнти район хаҫатӗнчех ҫырса кӑтартнӑ.

«Малтан спектакль «К.В. Иванов» ятлӑ пулнӑ. «Нарспи» поэмӑри юмӑҫ Сетнер амӑшне ывӑлӗ пирки: «Панӑ ӑна пӳлӗхҫӗ вӗри юнпа ҫемҫе чун. Пӳрнӗ ӑна пӳлӗхҫӗ кӗске ӗмӗр, йывӑр кун», — тесе каланӑ. Ҫакӑн тӑрӑх панӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ спектакль ятне», — ӑнлантарнӑ районти хаҫатҫӑсем.

Аса илтеретпӗр, «Вӗри чунлӑ ҫемҫе чуна» театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев лартнӑ.

Унта «Нарспи» поэмӑн авторӗн сӑнарне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов калӑплать.

Спектакльти ӗҫсем 1906–1912-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗр хулинче тата Слакпуҫ ялӗнче пулса иртеҫҫӗ.

 

Вӗренӳ Вилӗмсӗр Ҫеспӗл Мишши
Вилӗмсӗр Ҫеспӗл Мишши

Элӗк районӗнче тӑван тӑрӑх историйӗпе тата культурипе кӑсӑклантарас, чӑваш поэзине пуҫарса янӑ Ҫеҫпӗл Мишши ятне сарас тӗллевпе «Чӗрӗлӳ ҫеҫкисем» республикӑри конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртнӗ.

Ӑмӑртӑва Ҫеҫпӗл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта шкулта вӗренекенсем хастар хутшӑннӑ. Чи лайӑх ӗҫсен шутне Шуркасси Юнтапари вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Анжелика Иванова тата унта 7-мӗш класра ӑс пухакан Екатерина Степанова, Тенири тӗп шкулти 8-мӗш класа ҫӳрекен Юлия Капитоновапа Анжела Игнатьева ӗҫӗсене чи лайӑххисем тесе йышӑннӑ. Вӗсем район чысне республикӑра хӳтӗлӗҫ.

 

Ӳнер

Элӗк районӗнче «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2014» конкурсӑн район шайӗнчи тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш тӗррине упраса хӑварас, ӑна аталантарас теллевпе ирттернӗскерӗн теми — чӑваш эрешӗ тата унӑн пӗлтерӗшӗ.

Элӗк районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн центрне 50 ытла ӗҫ килнӗ. «Алӗҫ пултарулӑхӗ» (тӗрӗ, йывӑҫ ҫинче ӳкересси) номинацире Мӑн Ямаш шкулӗнчи Диана Андреева 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Карачура шкулӗнчи Дмитрий Титов тата Александр Филиппов 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. «Живопиҫ» номинацире Тени шкулӗнче вӗренекен Юлия Капитонова 1-мӗш пулнӑ. Ҫав шкултиех Анастасия Васильева 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ураскилт шкулӗнчи Александр Калмыков 2-мӗш пулнӑ.

«Сӑвӑсем» номинацире Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Ольга Егорова ҫӗнтернӗ. Юнтапа шкулӗнче вӗренекен Аделина Степанова 2-мӗш, Тени шкулӗнчи Ольга Жесткова 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

«Сочинени» номинацире Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулти Эльвира Путерова ҫӗнтернӗ.

Малалла...

 

Сиссе те юлаймарӑмӑр — ҫуллахи кунсен юлашки уйӑхне те ҫитсе килтемӗр. Шӑпӑрлансем кану кунӗсемпе хаваспах киленеҫҫӗ-ха. Шкулсенче вара ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хӗмленсе хатӗрленеҫҫӗ.

Элӗк районӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 13 учрежденийӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 165 пӗрремӗш класс ачи вӗренме тытӑнать. 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗнче районти шкулсен партӑ хушшине пурӗ 1 973 вӗренекен ларать, ҫав шутра 1–4 класс ачисем — 682. Утӑн 18-мӗш тӗлнелле районӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче нумай ӗҫ тунӑ. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи пекех пӗрремӗш классем ҫӗнӗ стандартпа вӗренме тытӑнаҫҫӗ. Шкулсенчи вулавӑшсем те ҫӗнӗ шкул кӗникесемпе пуянланнӑ.

Пӗтӗмӗшле пӗлӗве модернезацилес тӗллевпе йышӑннӑ ятарлӑ программӑпа килешӳллӗн Элӗк районӗн шкулӗсем шкул кӗнекисене 878 пин тенкӗллӗх туянма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне Мӑн Ямашри, Тавӑтри, Утаркассинчи тата Тенинчи вӑтам шкулсенче вӗренӳ ҫулӗ валли сӗтӗл-пукан туяннӑ.

 

Хальхи вӑхӑтра автомобиль ҫулӗсене йӗркеллӗ тытасси, вӗсене лайӑх сыхласа хӑварасси — ҫӗршывшӑн кӑна мар, республикӑшӑн та тӗп тӗллев пулса тӑрать. Ҫавӑнпах ӗнтӗ Элӗк районӗнче те ҫул-йӗре вӑхӑтра юсасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Кӑҫал районти ялсем ҫывӑхӗпе пыракан вырӑнти ҫулсене юсама 4 455,6 пин тенкӗ уйӑрнӑ, кӑрлач-ҫурла уйӑхӗнче ҫав укҫаран автуҫулсене 2 388,2 пин тенкӗлӗх юсанӑ та ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра, районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ӗҫӗсене Ехремкасси, Йӑлкӑш, Крымсарайкка, Питӗшкасси, Ураскилт, Чӑваш Сурӑм, Шӗмшеш, Юнтапа ял тӑрӑхӗсенче вӗҫленӗ. Элӗк, Мӑн Вылӑ, Тавӑт, Тени ял тӑрӑхӗсенче автомобиль ҫулӗсене юсасси малалла пырать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ