Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑвашпичет

Республикӑра
cheb.ru сайтран илнӗ сӑн
cheb.ru сайтран илнӗ сӑн

ЧР Арбитраж судне налук службин регионти управленийӗнчен заявлени ҫитнӗ. Унта «Чӑвашпичете» панкрута кӑларма ыйтнӑ. Хаҫат-журнал сутакан компани 2 миллион ытла тенкӗ налук тӳлемен.

Ӗҫе хӑҫан пӑхса тухасси паллӑ мар-ха. «Чӑвашпичет» тӗлӗшпе Арбитраж судне пӗтӗмпе 15 тавӑҫ ҫитнӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ӑна аренда килӗшӗвне пӑхӑнманран панкрута кӑларасшӑн. Чӑннипе, компание 2000 ҫултанпах панкрута кӑларма хӑтланаҫҫӗ.

«Чӑвашпичете» панкрута кӑларсан ҫынсем хаҫат-журнала ӑҫтан туянӗҫ? «Советская Чувашия» киоскӗсене е «Раҫҫей почтин» уйрӑмне утма тивӗ. Тепӗр тесен, «Чӑвашпичетре» ахаль те хаҫат-журнал сутлӑхра сахал. Нумаях пулмасть «Хыпар» Издательство ҫурчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗ унта сутлӑха пама пӑрахнӑ. Чӑваш хаҫат-журналне почта уйрӑмӗнче е редакцире туянма май пур.

 

Республикӑра

«Чӑваш пичетне» пируспа сутӑ тунӑ май Шупашкарти виҫӗ киоскра саккуна пӑснӑшӑн 90 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кун пирки «Ман хула Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал пӗлтерет.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланипе килӗшӳллӗн, Шупашкар хулинчи Кадыков урамӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш пичечӗ» павильонра пируса сентре ҫине кӑларса хурсах сутнӑ. Саккунпа пӑхсан, ун пек хӑтланма вуҫех юрамасть. Унсӑр пуҫне асӑннӑ павильонра пируссен хут ҫине ҫырнӑ списокӗ те пулман.

Ку кӑна та мар, Мир проспектӗнчи тата И. Франко урамӗнчи киосксенче тапак сутма юраман ҫӗртех ӑна сутлӑха кӑларнӑ. Ҫак сӑлтавсене шута илсе «Чӑваш пичечӗ» акционерсен хупӑ пӗрлӗхӗ ҫине пысӑк штраф хума йышӑннӑ.

 

Пӗлтерӳ

Чӑваш халӑх сайчӗ сутлӑха тепӗр икӗ укҫа конверчӗ кӑларчӗ. Хальхинче пӗрине эпир кӗрхи сӑнпа хатӗрлерӗмӗр. Унпа хуть те мӗнле уявра усӑ курма юрать — пит енӗ ҫине «Саламлатпӑр!» ҫырнӑ. Теприне вара ҫуралнӑ кунпа саламлама хатӗрлерӗмӗр. Икӗ укҫа конверчӗ ҫинче те салам сӑввисем пур. Авторӗсем Владимир Андреев тата Геннадий Дегтярёв.

Укҫа конверчӗсене уйрӑм сутӑҫсенчен (сӑмахран, концертсенче), «Чӑвашпичет» киоскӗсенче туянма пулать. Вӗсен хакӗ — 30–35 тенкӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене «СУМ» ларккара туянма пулать. Хакӗсем: «Ҫуралнӑ кун ячӗпе»35 тенкӗ; кӗрхи сӑнпа хатӗрленӗскер35 тенкӗ.

Аса илтеретпӗр, маларах эпир чӑваш эрешӗллӗ «Саламлатпӑр!» укҫа конверчӗ тата юбилейпа саламламаллине кӑларса. Вӗсем иккӗшӗ те сутлӑхра пур.

Сӑмах май, нумай туянакансене пӗчӗкрех хакпа сутатпӑр. 100-тен ытларах туянакана хакӗ 20 тенкӗ пулать. Ҫыхӑнмалли номер: 8-(8352)-50-66-17.

 

Пӗлтерӳ

Хальхинче — юбилейпа саламламаллине. Чӑвашла хатӗрленӗ ҫӗнӗ укҫа конвертне 500 экземплярпа хатӗрленӗ, чӑваш эрешӗсемпе илемлетнӗ. Укҫа конвертӗнче юбилейпа саламламалли сӑвӑ ҫаврӑмӗ те пур — ӑна Альбина Юрату ҫырнӑ сӑвӑран илнӗ. Укҫа конверчӗн дизайнне Николай (Аҫтахар) Плотников хатӗрленӗ.

Кӑмӑл пур пулсан ӑна эсир «СУМ» лавккара туянма пултаратӑр. Хакӗ — 35 тенкӗ. Ҫавӑн пекех укҫа конверчӗсене Шупашкарти «Чӑвашпичет» киоскӗсенче тата районсенчи киосксенче туянма пулать. Унсӑр пуҫне укҫа конверчӗсене тӗрлӗ мероприятисенче илме пулать.

Чӑваш халӑх сайчӗ ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗ вариантсем те калӑплама тӗв тунӑ. Вӗсенчен пӗри — ҫуралнӑ кунпа саламламалли.

 

Раҫҫейре

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑҫалхи II ҫур ҫуллӑха хаҫат-журнал ҫырӑнтарма тытӑннӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Хаҫат-журнала Раҫҫей почтинче, «Советская Чувашия», «Чӑвашпичет» киосксенче ҫырӑнтараҫҫӗ.

Ҫырӑнтару кампанийӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей почти «Ыркӑмӑллӑх йывӑҫӗ» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Унта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ача ҫурчӗсене, интернат шкулсене, ваттисемпе ветерансене хаҫат-журнал ҫырӑнса парса ырӑ ӗҫ тума чӗнеҫҫӗ.

Палӑртса хӑварар: кунашкал акцие иккӗмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр унта кӗпӗрнаттӑрсем, регион пуҫлӑхӗсем, общество тата культура ӗҫченӗсем, эстрада ҫӑлтӑрӗсем хастар хутшӑннӑ. Тен, тӑлӑх ачасене, ветерансене, ваттисене чӑваш хаҫачӗсене ҫырӑнса паракан нумаййӑн пулӗҫ?

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 25

1848
176
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
121
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
99
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
74
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
73
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
63
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
15
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та