Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шелттем

Вӗренӳ Фестивале хутшӑнакансем
Фестивале хутшӑнакансем

2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче регионсен «Туслӑх хӗлхемӗ» наци культури фестивалӗн вӗҫлекен тапхӑрӗ иртрӗ. Фестиваль программинче чӑваш тата вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурс тата ӳнер ӑсталӑхӗн «Шевле-2016» конкурсӗ пулчӗ.

Наци фестивалне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать: район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 57 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

«Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурса хутшӑнакансем пилӗк станци витӗр тухрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасем пултарулӑхӗпе тупӑшрӗҫ: юрӑ юрларӗҫ, ташӑ ташларӗҫ, харпӑр хӑй сӑввисене вуларӗҫ. Жюри фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗ.

Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсенчен 1-мӗш вырӑна Етӗрне районӗн Тури Ачак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Яковлева Наталья тухрӗ. Елӗк районӗн Вутлан тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Афанасьева Александра, Хӗрлӗ Чутай районӗн Питӗркасси вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Огонькова Анжелика, Канаш районӗн Шелттем тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Матвеева Марина, Куславкка районӗн Елчӗк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Мартьянова Надежда, Комсомольски районӗн Шурут вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Голубева Алиса призер ятне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

«Республикǎри вӗренӳ системине ҫӗнетессинче ачасен апатланǎвӗ те пысǎк пӗлтерӗшлӗ. Хальхи вǎхǎтри технологипе, оборудованипе усǎ курса ӗҫлени ачасене паха апатпа тивӗҫтерме май парать», — ҫакӑн пек шухӑшлать «Канаш ен» хаҫат.

Хыпарӗ вара — Канаш районӗнчи Шелттем тӗп шкулӗнче юсаса ҫӗнетнӗ столовӑй уҫни пирки. Ҫак ятпа йӗркеленӗ линейка та ирттернӗ иккен. Шкул директорӗ Сергей Ерицов ҫав енӗпе «пысǎк ӗҫ тунӑ ҫынсене» тав тунӑ. Пӗр уйǎхра, уявпа кану кунӗсене пǎхмасǎр строительство ӗҫӗсене ирттернӗ-мӗн.

— Малашлǎх плансем пысǎк пирӗн. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӗҫлесе шкула ҫӗнетсе, хитрелетсе пыма шутлатпǎр, — палǎртнӑ хǎй ӗмӗтне С. Ерицов директор.

Линейкǎра тухса калаҫакансем, районти вӗрентӳ управленийӗн пуҫлǎхӗ Юрий Алексеев, ял тǎрǎхӗн пуҫлǎхӗ Владимир Николаев, вырǎнти библиотека заведующийӗ Таисия Иванова, Николай Николаев усламҫа спонсор пулǎшǎвӗ кӳнӗшӗн чун-чӗререн тав тунӑ. Ачасене унран тӗслӗх илме суннӑ.

Хӗрлӗ хǎю касса столовǎй уҫнǎ хыҫҫǎн хǎнасене тутлǎ апат-ҫимӗҫпе сǎйланӑ.

 

Культура

Ӗнер Канашра Культура ҫулталӑкне халалласа ача-пӑчан республика шайӗнчи харӑсах пилӗк фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче» ятпа чӑваш тӗррин конкурсне йӗркеленӗ, «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фольклор ушкӑнӗсене пухнӑ, хореографи ушкӑнӗсем «Салам, Тӗнче» ятлине пуҫтарӑннӑ, художество ӳнерӗ енӗпе ӑмӑртакансем «Черчен чечексене» пырса ҫитнӗ, юрӑ ӑстисем — «Уҫӑ саслӑ ачалӑха».

Асӑннӑ мероприятисене культура ҫурчӗсенчи, вӑтам пӗлӳ паракан тата тата ӳнер шкулӗсенчи ачасем пухӑннӑ. Канаш районӗсем те айккинче юлман. Унти Сиккассинчи, Энтрияльӗнчи, Шелттӗмри, Янкӑлчри, Аччари, Ҫеҫпӗлти, Вӑрӑмпуҫри тата ял тӑрӑхӗсенчи, районти Культура ҫуртӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.

Фестивале йӗркелекенсем ачасем хушшинче тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратма тата сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.

 

Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Шупашкарти сцена ҫинче кӑна мар халӑха савӑнтараҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Канаш районне ҫитсе килнӗ.

Ку Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Артистсем Шелттем ял тӑрӑхӗнчи культура центрӗнчи сцена ҫине тухнӑ. Ку тӑрахра тава тивӗҫлӗ артистсем 19 ҫула яхӑн пулман, ҫавӑнпа халӑхшӑн Шупашкартан хӑнасем килни чӑн-чӑн савӑнӑҫа ҫарӑннӑ. Артистсем «Юратсан юрлас килет» спектакль кӑтартнӑ.

Спектакль вӗҫленсен куракансем ура ҫине тӑрса чылайччен алӑ ҫупнӑ, артистсене пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫусем суннӑ.

Сӑнсем (6)

 

Республика шайӗнче иртекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» ятпа иртекен конкурса хутшӑнса Шелттем шкулӗнчи 1-5 классенче вӗренекенсемпе «Кӗнекесем — пирӗн ҫывӑх туссем» ятпа литературӑллӑ асамат кӗперӗ иртрӗ.

Ял вулавӑшӗн ертӳҫи Иванова Т.В. малтанах конкурс йӗрки-шывӗпе анлӑрах паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн вулавӑша ҫӳрекен кӗнеке тусӗсем хӑйсене килӗшнӗ кӗнекесемпе хавхаланса паллаштарчӗҫ. Крючкова Оля Юхма Мишши ҫырнӑ «Кашнине эп юрататӑп» кӗнеки хӑйне мӗншӗн килӗшни ҫинчен тата сӑввисене питӗ килӗштерни ҫинчен юратса каласа пачӗ. Пӗр сӑввине пӑхмасӑр вуларӗ тата кӗнеке ҫинчен ӑсталанӑ ӳкерчӗкпе паллаштарчӗ. Иванов Дима тата Филиппов Артем Борис Борленӑн «Зоопаркра» кӗнекине питӗ килӗштернӗ. Кашни ҫак кӗнеке ҫинчен питӗ кӑмӑллӑ калаҫрӗҫ. Юратнӑ сӑввисене пӑхмасӑр вуларӗҫ. Иккӗмӗш класра вӗренекен Семенова Ольга, Табакова Вика, Васильева Вероника «Урама чӗнет хӗвел» кӗнеке ҫинчен питӗ юратса каласа пачӗҫ. Сӑввисене пӗрин хыҫҫӑн теприне хавхаланса вуларӗҫ.

Малалла...

 

Юпан 25-мӗшпе 31-мӗшӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем хушшинче тетел ҫыхӑнӑвне усӑ курса «Тупмалли юмахсем–2» вӑйӑ-ӑмӑрту ирттерчӗ. Малтанхи пӗтӗмлетӗве эпир вӑхӑтрах тунӑччӗ, пӗтӗмӗшлине пӗлтерме вара ниепле те вӑхӑт пулмарӗ. Сӑлтавӗ ытларах серверта пӑтӑрмах сиксе тухнинчен килет ӗнтӗ. Ҫавах та ҫулталӑк вӗҫлениччен парнесем кама лекесси пирки пӗлтересех терӗмӗр.

АСӐРХӐР: Чыслав 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре иртӗ! («Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисемпе пӗрле!) Тӗплӗнрех кунта.

1-мӗш вырӑн Вӑрмар районӗнчи Кавал тӗп шкулӗнче вӗренекен Иванова Лина Сергеевнӑна (14 ҫулта) лекет. Ӑна Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ 17 томлӑ словарь лекет. Саламлатпӑр!

2-мӗш вырӑна эпир Ерицов Евгение парас терӗмӗр. Вӑл Канаш районӗнчи Шелттем тӗп шкулӗнче вӗренет. Ӑна пирӗнтен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесем лекӗҫ: «Мифсем. Легендӑсем. Халапсем», «Ача-пӑча фольклорӗ», «Янавар юмахӗсем». Вӗсене вӑл тӑван шкулӗнче вӗренекен Ильина Дианӑпа тата Еврукова Иринӑпа пӗрле вулӗ тесе шутлатпӑр.

3-мӗш вырӑн Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри шкулта 3 класра вӗренекенсене лекет. Алексеева Любовь, Чернова Юля, Ефимова Наташа уйрӑмах хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсене те Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесем парнелетпӗр. Виҫҫӗшне — пӗрер «Янавар юмахӗсем» кӗнеке.

4-мӗш вырӑна эпир Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьски ялӗнче пурӑнакан Настя Андреевӑна парас терӗмӗр. Ӑна Э. Патмар пухса хатӗрленӗ «Ӗнерхи вӗри яшка» юмахсен кӗнеки лекӗ.

5-мӗш вырӑн та пур пирӗн. Михаил Сунталӑн «Мӑнту вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеки Павлова Каринӑна лекет (Вӑрнар районӗ, Кӗҫӗн Кипек шкулӗ, 13 ҫулта).

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://tupmalli.yumah.ru/act/hisep
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть