Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Яманчӳрел

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫума пултарасси пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пӑр пахча ҫимӗҫе, тыр-пула шар кӑтартнӑ.

Елчӗк районӗнче ав тӑкака шутлаҫҫӗ. Уйрӑмах Яманчӳрел ялӗ шар курнӑ. Унта вӑйлӑ ҫумӑр ҫулсене юхтарса кайнӑ, ҫил йывӑҫсене йӑвантарнӑ. Путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Вӑл пахча ҫимӗҫе кӑна мар, тыр-пулӑн пӗр пайне те сиенлетнӗ.

«Яманчӳрел» агрофирмӑн уйӗсенче 350 гектара яхӑн тухӑҫ пӗтнӗ: пӑрҫа, тырӑ сиенленнӗ. Шел те, вӗсене страхламан пулнӑ.

Пӑр ҫунӑ вырӑнсенче тыр-пул тек ҫитӗнеймӗ. Ӑна сенажа хывасси ҫеҫ юлать. Кун пирки район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/19752
 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫу иртни пӗрре те сисӗнмест. Акӑ пӗр уйӑх та хыҫа юлса пырать. Ачасем те, ахӑртнех, каникулти кунсем ылмашӑннине сиссе юлаймаҫҫӗ.

Вӑхӑчӗ иртет-ха, анчах ачасем шкула ҫӳремесен те килте ахаль лармаҫҫӗ. Сӑмах — Елчӗк районӗнчи Яманчӳрел ялӗн шӑпӑрланӗсем пирки. Вӗсем каникула усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Вӗсем килте те ӗҫлеҫҫӗ, шкул пахчинче те тӑрӑшса вӑй хураҫҫӗ.

Ку кӑна мар. Яманчӳрел ачисем яла тирпей-илем кӗртес ӗҫе те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ав унта ҫӑва патне илсе ҫитерекен ҫула юсанӑ. Ачасем аслисенчен юлмасӑр унта ӗҫленӗ. Унтан вӗсем спорт стадионӗнче шӑматкунлӑх ирттерсе тасатнӑ.

Ачасем ӗҫлеме те, тавракурӑмне анлӑлатма та пӗлеҫҫӗ. Вӗсем Ҫӗмӗрле районӗнчи шыв управне те ҫитсе курса унпа паллашнӑ.

Сӑнсем (17)

 

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара хӗлле пулӑ тытма юратакансем тупӑшнӑ. Ӑмӑртуҫӑсем Яманчӳрелпе Пикшик ялӗ хушшинче вырнаҫнӑ плотинӑна пухӑннӑ.

Кун пек фестивале вӗсем иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр «Елчӗк» команда ҫӗнтернӗ. Кӑҫал вӗсем ӑмӑртӑва алран алла куҫакан кубока йӑтса килнӗ. Вӑл вара кӑҫал «Лаш Таяпа» команда аллине куҫнӑ. Вӗсем пуринчен те нумайрах пулӑ тытнӑ.

Аслӑ Елчӗкри Виталий Иванович Орехов чи пӗчӗк пулла ҫаклатнӑ. Вӑлах пӑра пуринчен малтан катнӑ.

Патреккел ялӗнчи Смирновсем ҫемйипех килнӗ: ашшӗ, ывӑлӗ тата хӗрӗ. Мероприятие Александр Анатольевич Дмитриев фермер йӗркеленӗ. Вӑл пулӑ тытма, сунара ҫӳреме кӑмӑллать. Ҫакнашкал ӑмӑрту ирттернӗшӗн халӑх кӑмӑллӑ юлнӑ.

Сӑнсем (60)

 

Культура

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче «Хавхалану ҫӑлкуҫӗ» конкурс иртнӗ. Концерта Литература тата Культура, К.В.Иванов ҫулталӑкӗсене, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Сцена ҫине Лаш Таяпари «Тайпи», Яманчӳрелти «Эткер», Шӑмалакри «Туслӑх» тата ытти пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Чи асли, 75 ҫулти Т.Мустаева, хӑй ҫырнӑ «Савнӑ ялӑм» сӑввине вуланӑ. 7-ри А.Доброхотов хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. «Шурчул» тата «Хаваслӑ хуткупӑс» ансамбльсем хальхи чӑваш композиторӗсен юррисене шӑрантарнӑ.

«Тайпи» фольклор ушкӑнӗ «Таса уйра» юрӑ шӑрантарни куракансен асӗнче чылайлӑха юлӗ. «Асамат», «Ру-ре», «Уличные танцоры» ташӑ ушкӑнӗсем куракансене ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Жюри И.Сметанина «Нарспи» поэмӑна вуланине те хакланӑ. Е.Казначеева «Фронта янӑ ҫырусем» инсцинировка кӑтартнӑ.

Сӑнсем (26)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та