Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кил-йыш

Республикӑра Константинпа Людмила
Константинпа Людмила

Юлашки вӑхӑтра республикаӑри демографии лару-тӑрӑвӗ лайӑхланса пырать. Ҫемье ҫавӑракан та йышлӑ. Районсенче, хуласенче 100, 1000-мӗш мӑшӑрсене саламласси йӑлана кӗнӗ.

Ҫак кунсенче Канаш районӗнче 100-мӗш мӑшӑра чысланӑ. Константинпа Людмилӑшӑн ку кӗтмен парне пулнӑ.

ЗАГС пайӗн ӗҫенӗсем ҫамрӑк мӑшӑра Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Владислав Софронов ятӗнен саламланӑ. Тин кӑна семье ҫавӑрнӑ ҫамрӑксене ӑнӑҫу, юрату суннӑ.

 

Статистика

Кӑҫал Шупашкар районӗнчи пилӗк ҫемьене ашшӗ-амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Район администрацийӗн опекӑпа попечительство пайӗнче шутра 137 ача тӑрать, вӗсенчен 93-шӗ — социаллӑ тӑлӑх, 44-шӗ — тӑлӑх.

Тӑлӑха юлакансене районта опекӑна (попечительствӑна) тата усрав ҫемьесене илеҫҫӗ иккен. Паянхи кун усрав ҫемьере 15 тӑлӑх хӳтлӗх тупнӑ, опекунсемпе попечительсеннинче — 122. Ку цифрӑсене вӗретекенсен ҫурла уйӑхӗнчи конференцийӗнче райадминистрацин вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Юорис Романов пӗлтернӗ.

Ҫурлан пуҫламӑшӗ тӗлне тата тепӗр 9 тӑлӑхпа ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсене пурне те ҫемьене вырнаҫтарнӑ.

2013 ҫулта районта 61 ӑнӑҫсӑр ҫемье шутра тӑнӑ-тӑк, кӑҫал ун пеккисем — 56-ӑн. Вӗсенче 108 ача ӳсет.

2012 ҫулта 12 ашшӗ-амӑшне хӑйсен правинчен хӑтарнӑ, пӗлтӗр — 17-не, кӑҫал — 5-не.

 

Статистика

Патшалӑх статистикин федераци служби 2013 ҫулта уйрӑлнӑ кил-йышсен тишкерӗвне хатӗрленӗ. ЧР Юстици министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика ҫирӗп ҫемьесем чӑмӑртассипе Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗсем хушшинче 17-мӗш вырӑн йышӑнать.

Ҫӗршывра чи ҫирӗп ҫемьесем наци республикисенче чӑмӑртанаҫҫӗ иккен. Чӑваш Ен Атӑлҫи тӑрӑхӗнче — 5-мӗш вырӑнта. ЧР Юстици министерстви иртнӗ ҫулта ҫемьесене епле уйӑрнине те тишкернӗ. Вӗсенчен 83 проценчӗ судпа уйрӑлнӑ, ытти тӗслӗхре ЗАГС ӗҫӗ ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1681.html
 

Республикӑра Елчӗкри Адюковсем республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа
Елчӗкри Адюковсем республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа

«Пуҫлӑхсем ача ҫуратма хушрӗҫ», — тесе каларӗ «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс ҫӗнтерӳҫисене саламлама пуҫтарӑннӑ мероприятие кайса курнӑ пӗлӗшӗм. Те пуҫлӑхсем каланине тӑнлаҫҫӗ, те пӗр ачапах ҫырлахманнисене патшалӑх амӑш укҫи парса пулӑшнӑран иккӗмӗш е унтан та ытларах хут ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма килӗшекенсен йышӗ республикӑра ӳссе пырать-мӗн. Иртнӗ ҫул, акӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 10 процент йышланнӑ.

«Ҫулталӑк ҫемйи» республикӑри конкурсра хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе чысланӑ: хӑшӗсене — ӗҫченлӗхшӗн, теприсене — пултарулӑхшӑн, виҫҫӗмӗшсене — спортпа туслӑ пулнӑшӑн… Аслӑ Елчӗкри Адюковсем вара «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫнӗ.

 

Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн тӗпренчӗкӗ пирки 11 ҫултан аса илнӗ. Амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламаннине кура ӑна хӑй вӑхӑтӗнче амӑш правинчен хӑтарнӑ.

Ҫавӑн йышшисенчен хӑшӗсем авӑра путнӑҫем путса пыраҫҫӗ те, ку вара ҫулсем шунӑҫем тӑна кӗрсе пынӑ. Хӗрарӑм телейӗ ачасен телейӗнче пулнине ӑнланса илнӗ май пурнӑҫне ылмаштарма талпӑннӑ. Халӗ, ав, вӑл ачипе пӗрле пулма ӗмӗтленет. Ҫавӑнпах вӑл опекӑпа попечительство органне ҫитнӗ, амӑш правине тавӑрса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑмӑн самай ӳснӗ хӗрӗ те амӑшӗпе пурӑнасшӑн иккен.

Ҫапах та ку ыйтура пӑнчӑ лартаканни, тӗрӗсрех, амӑш правине тавӑрса парасси ҫинчен йышӑну тӑваканни — суд. Опекӑпа попечительство органӗ вара унта тӑратма тивӗҫлӗ хутсене тишкерет.

 

Лондонра пӗлтӗр иртнӗ Олимп вӑййинче марафона чупассипе пӑхӑр медале тивӗҫнӗ Татьяна Петрова-Архипова тӑван тӑрӑха ҫӗнтерӳпе таврӑнсан каланӑ сӑмахне тытнӑ. Аса илтеретпӗр, ун чухне вӑл: «Ача ҫурататӑп та кайран каллех каллех тупӑшӑва тухӑп! Рио-де-Жанейро иртекен Олимпиадӑна хатӗрленӗп», — тенӗ. Олимпиадӑна вӑл икӗ хут хутшӑннӑ. 2008 ҫулхине 3 пин метра йывӑрлӑхсне ҫӗнтерсе чупасинче 4-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӑрмар районӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменкӑн пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвӗ пирки каларӑмӑр ӗнтӗ.

Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Татьяна ача ҫуратнӑ. Ҫемьери пӗрремӗш тӗпренчӗк — ывӑл.

 

Элӗк районӗнчи социаллӑ хӳтлӗх пайӗ кӑҫал амӑшӗн капиталне илмешкӗн 37 сертификат документне йышӑннӑ. Вӗсенчен 25-шӗ — виҫӗ ача ҫуратнӑшӑн, 7-шӗ — тӑватӑ пепкене ҫут тӗнче парнеленӗшӗн, тепӗр виҫҫӗшӗ — пиллӗкмӗш шӑпӑрланшӑн. Ултӑ ача ҫуратнӑ амӑшӗсем те пур, вӗсем — иккӗн. Кусем те сертификатсене тивӗҫнӗ. Ҫемье капиталӗпе усӑ курмалли свидетельство усрава илнӗ ачасене те пулӑшать. Чӑваш Ен паракан ҫак укҫа-тенкӗпе ҫурт-йӗр лартма, хваттер туянма, ачасене вӗрентме майсем пур. Сертификат укҫи — 100 пин тенкӗ. Ҫак капиталпа кӑҫалхи ҫур ҫулта 81 ҫемье усӑ курнӑ.

 

Паян, утӑн 8-мӗшӗнче, Кил-йыш тата юратупа шанӑҫлӑх кунӗнче республикӑра 18 ҫемьене «Юратупа шанӑҫлӑх» медальпе тата орденпа чыслама палӑртнӑ. Республика Элтепӗрен администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьев ҫак медаль-орденпа Шупашкарти вунвиҫӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти пилӗк ҫемьене тивӗҫтерӗ. Хуласемпе районсенче вара ҫак куна халалласа концертсем, ҫемье конкурсӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне тата «ылтӑн» мӑшӑрсене чыслама палӑртнӑ — парнесемпе килӗсене ҫитсех тивӗҫтерӗҫ.

Паян, Шупашкарта 34 ҫамрӑк мӑшӑр хӑйсен юратӑвне мӑшӑрлану кӗрменӗнче ҫирӗплетӗҫ (2011 ҫулта — 24, 2012 ҫулта — 37). Кӳлмек хӗрринчи юрӑ ӗшнинче те хулари пултаруллӑх коллективӗпе ҫемье ансамблӗ хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Шупашкарти «Спартак» стадионта «Атте, анне, эпӗ — спорт ҫемьи» ятпа ҫемьесен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ.

Кӑҫал республикӑра «Юратупа шанӑҫлӑх» медальӗпе 25 ҫул е ытларах пӗрле пурӑнакан 70 ҫемьене чыслама палӑртнӑ.

 

Паян Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Александр Алексеевичпа Клавдия Васильевна Моляковсем 65 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑн та мухтава тивӗҫлӗ ватӑсем!

Пулас мӑшӑрсем 1946 ҫулта паллашнӑ, 1948 ҫулта вара туй туса пӗрлешнӗ. Александр Алексеевич Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, чылай медаль-ордена тивӗҫнӗ. Киле таврӑннӑ хыҫҫӑн Калинин ячӗллӗ колхозра ӗҫленӗ. Кунта та вӑл хӑйӗн хастарлӑхне кӑтарма пултарнӑ — «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ» ята тивӗҫнӗ. Клавдия Васильевна вара Шупашкарти фармацевтика техникмуӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Вырӑс Сурӑмӗнчи пульницара канӑва тухичченех медаппа пулса ӗҫленӗ.

Александр Алексеевичпа Клавдия Васильевна икӗ ывӑл пӑхса ӳстернӗ, халӗ мӑнуксемпе тата мӑнукӗсен ачисемпе савӑнаҫҫӗ. 2010 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче вӗсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе чысланӑ.

65 ҫул пӗрле пурӑннӑ ятпа эпир те вӗсене саламлатпӑр! Ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей сунатпӑр! Тӑванӗсемшӗн кӑна мар, ял-йышшӑн, республикӑшӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑмалла пултӑр!

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ