Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спутниксем

Тӗнчере

Паян 8:52-ре турккӑсен Turksat-4B спутникӗ «Бриз-М» хӑвӑртлатакан блокран уйрӑлса чиперех тӗллевлӗ орбитӑна тухнӑ. Саккаслаканнисем управленине хӑйсем ҫине илме те ӗлкернӗ ӗнтӗ. Спутнике эрнекун юпан 16-мӗшӗнче 23:40 вӑхӑтра «Байконуртан» «Протон-М» ракетӑпа вӗҫтерсе янӑ.

Turksat-4B — Япунри Mitsubishi Electric Турцири Turksat Satellite Communication, Cable TV and Operation A.S. спутникла ҫыхӑну операторӗ валли хатӗрленӗ иккӗмӗш спутник шутланать. Ҫӗнӗ уҫлӑхташ (спутник) сарлака юхӑмлӑ ҫыхӑнупа тата телекуравпа Турци, Европа, Тӗп Ази, Африка тата Ҫывӑхри Тухӑҫри тӑрӑхӗсенче тивӗҫтерме пултарӗ.

«Протон-М» рекатӑпа вӗҫтерсе янисене шутласан — ку кӑҫалхи пиллӗкмӗш ӑнӑҫлӑ запуск. Унчченхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче пулнӑ, ун чухне тӗнче уҫлӑхӗнчи орбитӑна «Экспресс-АМ8» уҫлӑхташа ӑнӑҫлӑ кӑларма май килнӗ.

 

Республикӑра

Республикӑн Информаци политикин министерстви кадастр инженерӗсене, геодезистсене, спутник хатӗрӗ усӑ куракан ытти организацие референц станцийӗсен тытӑмне тӗрӗслесе тата хакласа пӑхма сӗнет.

Пӗлтӗр пирӗн республика ГЛОНАСС/GPS спутник тытӑмӗн тӗрӗсрен те тӗрӗс кӑтартакан сетьлӗ регионӗсен йышне кӗнӗ. Сеть виҫӗ референц станцийӗнчен тӑрать. Вӗсене Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче вырнаҫтарнӑ. Ун йышшисем Чӑваш Енре ҫичӗ штук пулмалла. Вӗсене Куславккара, Улатӑрта, Етӗрнере тата Патӑрьелте тӑвасшӑн. Референц станцийӗсен ҫӗр чиккисене, куҫман ытти пурлӑх тӗлне тӗп-тӗрӗс кӑтартаҫҫӗ иккен. Геодезистсене ӳкерсе тӑкакланнине те вӑл чакарма пулӑшмалла.

Референц станцийӗн сечӗпе ӗҫлеме мобильлӗ спутник приемникӗ, ӑна ровер теҫҫӗ, кирлӗ пулать. Ытти хӑш-пӗр япалана та шута илмелле-ха паллах. Ун пирки Информаци политики хӑйӗн сайтӗнчи информацире аван ӑнлантарса панӑ.

Малалла...

 

Ӑслӑлӑх GOCE
GOCE

Паян атмосферӑн ҫӳл сийӗсенче Европа космос агентстви вӗҫтерсе янӑ GOCE уҫлӑхташӗ (спутникӗ) ҫунса кайнӑ. Ку пулӑм Атлантика океанӗнчи Фолкленд утравӗсем вырнаҫнӑ тӑрӑхран 400 ҫухрӑм кӑнтӑралла пулса иртнӗ.

Уҫлӑхташ пӗчӗк маррине кура — йывӑрӑшӗ 1,1 тонна — унӑн ванчӑкӗсем ҫӗр сийӗ таран ҫитесси хӑратнӑ. Ҫавах та пӑшӑрханни кӑлӑхах пулнӑ. Уҫлӑхташ атмосферӑн ҫӑра сийне Мускав вӑхӑчӗпе 4 сехет те 16 минутра кӗнӗ те ЕКА пӗлтернӗ тӑрӑх спутникӑн пур пайӗ те ҫунса кайнӑ. Ванчӑкӗсем ӳкни пирки каламаҫҫӗ.

GOCE (Gravity field and steady-state Ocean Circulation Explorer) аппарата 2009 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе янӑ. Унта вырнаҫтарнӑ хатӗрсем 2011 ҫулта пирӗн планетӑн тӗп-тӗрӗс гравитаци карттине ӳкерме май панӑ. Виҫевӗн тӗрӗслӗхне ӳстермешкӗн уҫлӑхташӑн электрореактривлӑ тапраткӑчӗсем (двигателӗсем) ун орбитине хӑпартма тата антарма пултарнӑ. Юпан 21-мӗшӗнче аппарат ксенона ҫунтарса пӗтернӗ (тапраткӑчӗ унпа усӑ курнӑ), ҫапла май вӑл майӗпен анма тытӑннӑ.

 

Лазерлӑ шоу ирттересси пирӗн пурнӑҫа кӗрсе пырать ӗнтӗ. Ун пек япала пирки илтмен чӑваш та юлман пуль. Ку хутӗнче вара сӑмах тӗнче уҫлӑхӗ пирки пырӗ.

АПШ-ри NASA агентство космоса ҫӗнӗ аппарат вӗҫтерсе ярасшӑн. Уйӑх ҫывӑхӗнче вӑл 100 талӑкран кая мар ӗҫлемелле иккен. Тӗллевӗ те паллӑ — Уйӑх ҫинчи сывлӑша тата пирӗн платенӑн спутникӗнчи ҫӗр ҫийне тӗпчесси. Ҫак ӗҫе вара лазерпа тӑвасшӑн.

LADEE (Lunar Atmosphere and Dust Environment Explorer) ят илнӗ аппарата авӑнӑн 6-мӗшӗнче хӑпартса ярасшӑн. Мӗн тӗпчесе пӗлнине те вӑл Ҫӗр ҫине лазер пайӑркипе пӗлтермелле имӗш. Ҫак ӗҫе тума виҫӗ илекен-паракан станци пулӑшмалла. Иккӗшне АПШ-ра ӑсталаса лартнӑ, виҫҫӗмӗшӗ вара Канар архипелагӗнче вырнаҫнӑ, ӑна Европа космос агентсви туса лартнӑ.

LADEE Уйӑх патне 30 кун вӗҫӗ, тата тепӗр ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт ҫыхӑнӑва йӗркелеме кирлӗ пулӗ. Лазер пайӑркине ахаль куҫпа курма май пуррипе ҫуккине ИТАР-ТАСС пӗлтермест ҫав...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c19/850055.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй