Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ялавсем

Хулара
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Паян Раҫҫейре - патшалӑх ялавӗн уявӗ. Ҫавна май Шупашкарта ҫӗршыври чи пысӑк триколортан пӗрне сарса хунӑ. Вӑл 1500 тӑваткал метрпа танлашнӑ.

Акцие студентсем, нимеҫӗсем, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев, Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем хутшӑннӑ.

Мероприяти Правительство ҫурчӗ умӗнче иртнӗ. 30 метр сарлакӑш, 50 метр тӑршшӗ ялава сарса хума 200 ытла ҫын пулӑшнӑ. Ҫитес ҫул акци йӗркелӳҫисем Раҫҫей рекордне ҫӗнетесшӗн -ялав калӑпӑшне 2,5 хут пысӑклатасшӑн.

 

Культура
Куравра. Сар.ru cӑнӗ
Куравра. Сар.ru cӑнӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музейӗн комплексӗнче Вадим Шипуновӑн «Чӑваш Ен геральдики» куравӗ уҫӑлнӑ.

Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, музейӑн пысӑк залӗнче Чӑваш Енри районсемпе хуласен, ялсемпе саласен, вӗрентӳ учрежденийӗсен ялавӗсене ҫакнӑ.

Вадим Шипунов — геральдист ӳнерҫӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл — практика геральдикипе ӗҫлекен профессионал, ун пеккисем ҫӗршывӗпе те сахал.

Палӑртса хӑвармалла, Вадим Шипунов 200 ытла геральдика палли ӑсталанӑ. Вӗсен йышӗнче — Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисен, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Элӗк, Елчӗк, Пӑрачкав, Етӗрне, Шӑмӑршӑ, Вӑрнар, Улатӑр тата ытти район, предприятисемпе организацисен, йӑхсен, ялсен гербӗсемпе ялавӗсем.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти приставсен ҫурчӗ ҫинче Чӑваш Республикин ялавӗ вӗлкӗшет. Анчах вӑл… кутӑн май ҫакӑнса тӑнӑ-мӗн. Паянхи ирхи 9 сехетчен. Паян ялава йӗркеллех ҫакнӑ-мӗн.

Ялав кутӑн ҫакӑнса тӑнине Алексей Свеклов асӑрханӑ. Вӑл нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкара тусӗсем патне хӑнана килнӗ. Ӑна чӑваш паллипе ҫапла хӑтланни шутсӑр килӗшмен.

Управлени ертӳҫин ҫумӗ Антон Антонов каланӑ тӑрӑх, паян 9 сехетре ҫакна тӳрлетнӗ. Ӑна ҫакнӑ чухне унти ӗҫчен кутӑн пулнине асӑрхаман тен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78523
 

Раҫҫейре

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тата Шупашкар паллисем Мускава ҫул тытнӑ. Мӗн тӗллевпе тетӗр-и? Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Арктика — 2015» проектпа килӗшӳллӗн унта Раҫҫей ялавӗсен парачӗ иртет.

Парада Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейри чи пысӑк ялава Ҫурҫӗр полюсне илсе кайӗҫ, ӑна «Барнео» станцире лартӗҫ. Ҫак станци Ҫӗр ҫинчи ҫурҫӗр точкинчен 100 ҫухрӑм аяккарах вырнаҫнӑ. Унпа пӗрле Раҫҫейри мӗн пур регионсен ялавне те вырнаҫтарӗҫ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Арктика — 2015» проект экспедицийӗн пӗрремӗш ушкӑнӗ ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫула тухӗ. Ку ушкӑн Раҫҫейри чи пысӑк ялава тата регионсен, хуласен, социаллӑ яваплӑ компанисен ялавӗсене Ҫӗр ҫинчи ҫурҫӗр точкисене илсе ҫитерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76196
 

Политика Вандалсем сӑнсӑрлатнӑ Ленин палӑкӗ
Вандалсем сӑнсӑрлатнӑ Ленин палӑкӗ

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкерсе хунӑ. Ӑна кам туни паллӑ мар.

Халӑха ку ӗҫ тӗлӗнтернӗ те, пӑшӑрхантарнӑ та. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

Раҫҫей коммунисчӗсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӗрӗслеве хӑйсем сӑнаса тӑрӗҫ. Дмитрий Евсеев пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку ӗҫ тӗлӗшпе ЧР ШӖМӗн ертӳлӗхӗпе калаҫса вандалсене явап тыттарма ыйтнӑ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли пӗрре кӑна пулман. Палӑксене тӗрлӗрен илемсӗрлетеҫҫӗ, анчах полицейскисем айӑплисене тупса палӑртаймаҫҫӗ-мӗн.

2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче палӑк харпӑр ҫын аллине куҫнӑ. Палӑк хула балансӗ ҫинче пулман тӑк та хула служби тӑрӑшнипе тепӗр кун валли постамент ҫинчи ӳкерчӗке хуратнӑ.

Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ ҫине доллар ӳкерсе хунӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/678
 

Республикӑра ЧР патшалӑх гербӗпе ялавӗ
ЧР патшалӑх гербӗпе ялавӗ

Паян Чӑваш Енре — патшалӑх символӗсен наци уявӗ. Кӑҫал ӑна 10-мӗш хут паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫак ува халалласа район-хулара куравсем, викторинӑсем, уҫӑ уроксем, информаци сехечӗсем, тӗрлӗ конкурссем йӗркеленӗ.

Республикӑра патшалӑх символӗсен уявне 2004 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна, ака уйӑхӗн 29-мӗшне, ахальтен суйламан. 1992 ҫулта ҫак кун ЧР Аслӑ Канашӗ Патшалӑх гимнӗ, ялавӗ, гербӗ пирки помтановлени йышӑннӑ. Ялавпа герб авторӗ — Элли Юрьев. Гимн («Тӑван ҫӗршыв») сӑмахӗсене Илле Тукташ ҫырнӑ, кӗввине Герман Лебедев хатӗрленӗ.

Паян наци уявне паллӑ тунисӗр пуҫне ЧР Патшалӑх Канашӗ 20 ҫул тултарнине халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Унта Патшалӑх Канашӗ пулса кайнине, унӑн аталанӑвне сӳтсе явнӑ. 1994 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗрремӗш сесси иртнӗ. 20 ҫулта Патшалӑх Канашӗ республикӑра 1130 ытла саккун йышӑннӑ.

 

Политика Пухура. Илья Алексеев сӑнӗ
Пухура. Илья Алексеев сӑнӗ

Иртнӗ шӑматкун Хусанта иртнӗ 1552 ҫулта хулана хӳтӗлекенсене аса илнӗ кун Чӑвашран та унта хутшӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхи ку хыпар «Про город» хаҫата та ҫитнӗ курӑнать, вӗсем ку тӗлӗшпе мӗн шутлани пирки ЧНК ҫыннинчен ыйтса пӗлнӗ иккен.

Кам хуравлани паллӑ мар, анчах Хусанти пухӑва «самозванецсем» пулни пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗ ятӗнчен: «Эп сире ӗнентеретӗп, ку митингра наци конгресӗн ялавӗпе самозванецсем пулнӑ. Пухура эпир унта хутшӑнма йышӑну туман», — тенӗ вӑл ҫын. Те чӑвашӗсене самозванец теесшӗн пулнӑ, те ЧНК ялавӗпе тухнисене. Чӑннипе вара ЧНК ялавӗ унта пулман та. Кунашкал хуравсене вуланӑ май Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑмӑра хӳтӗлес вырӑнне тӳре-шарана тӗксе илессинчен сыхланине чӑн та ӗненетӗн.

Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Васняцкий вара Чӑваш Ен ялавӗпе Хусанта ҫав митингра пулни патшалӑх символӗсене чыссӑрлатнипе танлаштарнӑ. Пӗлес килет — патшалӑх ялавӗсем халӑхӑн е влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсен ҫеҫ-и? Уйрӑм ҫынсем нивушлӗ Чӑваш ҫӗрне мухтаса чӑваш ялавӗпе усӑ курма тивӗҫ мар (Чӑваш Ен ялавне йӑтса утакана Республика кунӗнче тытса чарни те пулкалать пирӗн тӗп хуламӑрта)?

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66173
 

Республикӑра чӑваш гербӗсепе ялавӗсем ҫинчен пуҫласа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 14:00 сехетра Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртӗ. Асӑннӑ кӗнекене пухса кӑлараканӗ — чӑваш ялавӗсен паллӑ авторӗ Вадим Шипунов.

Кӗнекене геральдикӑллӑ чӑваш символӗсене халаланӑ. Унта пӗрремӗш хут Чӑваш Енӗн паянхи куна усӑ куракан ялавӗсем ҫинчен тулли ӑнлантарӑвне ҫырса кӑтартнӑ.

— Кӑларӑм пӗтӗмпех тӗрлӗ тӗслӗ сӑрлӑ. Кӗнеке виҫӗ уйӑх хушши ҫырӑннӑ. Ун тиражӗ хальллӗхе нумаях пулмӗ, 1 000 экземпляр ҫеҫ. Кӗнеке вырӑнти хысна укҫипе пичетленсе тухнӑ, — пӗлтерет кӗнеке редакторӗ Римма Игнатьева.

Чӑваш гербӗсемпе ялавсен ятарлӑ кӗнеки пичетленсе тухни чӑваш культуришӗн самаях усӑллӑ. Вӑл чӑваш историпе культурине вӗренме пулӑшӗ, музейсенче те кӑларӑмпа тӑтӑшах усӑ курма пулать. Кӗнеке халӑх хушшинче сарӑласса, вулакансене кӑсӑклӑнтарма пултарассине автор Вадим Шипунов шансах тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62876.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та