Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ӗнчӗ

Культура

Кӑҫал Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале Ӗнчӗри (Индири) режиссерсем килӗҫ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев Тутарстанри тата Ӗнчӗри культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан центр ертӳҫипе Ахмад Гилькарпа калаҫса татӑлнӑ.

Кӑҫал Раҫҫей тата Ӗнчӗ хушшинче ҫыхӑну йӗркеленнӗренпе 70 ҫул ҫитет. Ҫавна май икӗ ен культура проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн. Вӗсем Чӑваш Енре курав йӗркелеме палӑртнӑ.

Сӑмах май, кӑҫал кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 22–27-мӗшӗсенче иртӗ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарта вӗренекен ачасем Ӗнчӗри (Индири) Дели хулинчен таврӑннӑ. Унта вӗсем ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн кайнӑ.

Шупашкарти 41-мӗш шкулта ӑс пухакан пилӗк ача Делири харпӑр шкулта хӑнара пулса курнӑ. Унта вӗсем 17 кун пурӑннӑ. Чӑваш ачисене ҫав шкула вӗренме ҫӳрекен шӑпӑрлансен ҫемйисем хӑйсем патне вырнаҫтарнӑ.

Палӑртар: Индипе Чӑваш Ен делегацийӗсем 2014 ҫулта пӗрремӗш хут ылмашӑннӑ. Унтан 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Инди ачисем Шупашкара килнӗ.

Ӗнчӗри ҫав шкулта 2500 ача вӗренет, вӗсене 100 яхӑн учитель ӑс парать. Вӗсем акӑлчанла вӗренеҫҫӗ. Хинди чӗлхине (тӑван чӗлхе) пирӗн шкулта чӑваш чӗлхине вӗреннӗ пек вӗренеҫҫӗ. Эрнере 3 сехет пулать-мӗн.

Инди шкулӗнче пирӗннисем шӑнкӑрч вӗллисем тунӑ, унти ачасемпе баскетболла вылянӑ. Шкул ҫывӑхӗнче — пахча. Унта пирӗннисем йывӑҫ та лартнӑ. Ачасем ку ҫулҫӳревпе кӑмӑллӑ юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82249
 

Культура

«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрне Инди тата Раҫҫей деятелӗсене халалланӑ вырӑсла, акӑлчанла кӗнекесем парнеленӗ.

Ку шӑпах Литература ҫулталӑкӗнче пулни ахальтен мар. Культурӑпа курав центрӗн ӗҫченӗсем илемлӗ тата публицистика хайлавӗсене парнеленӗшӗн питӗ савӑннӑ. «Рабиндранант тагор» монографи Индири пултаруллӑ, Нобель премине тивӗҫнӗ шухӑшлавҫӑ пирки каласа кӑтартать. Л.Серастоновӑн «Пушкин» романлӑ сонечӗ (Уолтэр Мэй куҫарнӑ) аслӑ вырӑс поэчӗн биографийӗ пирки каласа кӑтартать. А.Шифман публицистика хайлавӗ Индири Лев Толстой вӑхӑтне, вӑл Раджив Гандипе туслӑ пулнине ҫутатать.

Парнеленӗ кӗнекесем ҫавӑн пекех Инди экономики, икӗ ҫӗршыв хушшинчи хальхи аталану пирки каласа кӑтартаҫҫӗ.

Сӑмах май, 2005 ҫулта «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче Инди культурин центрӗ уҫӑлнӑ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейре ҫӗнӗ уяв — Ашшӗн кунне — туса хурасшӑн иккен. Ӑна килес ҫултан календарьти паллӑ кунсен шутне кӗртме палӑртаҫҫӗ иккен. Унччен вара ку куна хӑҫан палӑртасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.

Ҫӗртмен виҫҫӗмӗш вырсарни кунне сӗнекенсем те пур. Ашшӗн кунне шӑпах ҫавӑн чухне Аргентинӑра, Аслӑ Брибанире, Ӗнчӗре (Индире), Канадӑра, Китайра, Турцинче, Францинче, Японире тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра уявлаҫҫӗ иккен. Чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче текенсен хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Ҫав кун пирӗн ҫӗршывра Амӑшӗн кунне палӑртаҫҫӗ-ҫке. Ача-пӑчана ашшӗ те, амӑшӗ те кирлине шута илсен ик уява пӗрлештерни япӑх мар-тӑр. Юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче Дмитрий Донской ҫуралнӑ. Вӑл кнеҫ кӑна мар, нумай ача ашшӗ те пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арҫынсен кунӗ евӗр йышӑннӑран ку уява Ашшӗсен кунӗ пек палӑртма сӗнекенсем те пур.

Ҫынсене те ҫак енӗпе шухӑш-кӑмӑла пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=135341
 

Культура Мария Соловьева тунӑ сӑн
Мария Соловьева тунӑ сӑн

Ӗнер Шупашкарти кӳлмекре чӑваш тата инди фильмӗнче ӳкерӗнмешкӗн хӗрсене суйланӑ. Кастинга 4 хӗр килнӗ. Пурте — сарӑ ҫӳҫлӗскерсем. Бобби Бачан режиссер каланӑ тӑрӑх, фильмри тӗп сӑнара Шупашкарти сарӑ ҫӳҫлӗ хӗре калӑпламалла.

«Плата за любовь» фильм сценарийӗ тӑрӑх, тӗп сӑнар Индире каччӑпа паллашать, ӑна Шупашкара хӑнана чӗнет. Лешӗ, хӗре килӗштернӗскер, Чӑваш Ене ҫул тытать. Кунта вара ӑна чылай пӑтӑрмах кӗтет.

Акӑ кастинга Алена Иванова (25 ҫулта) килнӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗрремӗш кастинга пырайман. Иккӗмӗшӗ валли вара тӗплӗн хатӗрленнӗ. Унччен вӑл социаллӑ роликсенче ӳкерӗннӗ. Халӗ хӑйне ҫӗнӗ рольте тӗрӗслесшӗн.

Ирина Антонова кастинга Елчӗк районӗнчен килнӗ. Вӑл актер курсне те пӗтернӗ-мӗн.

Фильмра ытти сӑнар та пулӗ. Вӗсене те Шупашкартах суйлӗҫ. Тӗп сӑнарӑн — сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрӗн — ашшӗ-амӑшӗн, юлташӗсен ролӗсене те калӑпламалла-ҫке. Бобби Бачан пӗлтернӗ тӑрӑх, ку юлашки кастинг мар-ха. Ҫитес вӑхӑтра иккӗмӗш тур иртӗ. Кинолентӑна хатӗрлекенсем фильм тӗнче прокатне тухасса шантараҫҫӗ те…

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/259
 

Афиша

Курава васкӑр! Ҫу уйӑхӗн 12–18-мӗшӗсенче «Мир Луксор» кинотеатрта пулать вӑл.

Кирек кама та хапӑл унта. Кашниех Ӗнчӗ ҫӗршывне (Индие) халалланӑ сӑнӳкерчӗсене курма пултарать. «Инди пирки — пӗр сӑмах та!» проект авторӗ — Мускаври сӑн ӳкерме юратакан Димитрий Иуанов.

Экспозицире — илемлӗ 20 сӑн. Вӗсем пурте тӗлӗнмелле Ӗнчӗ ҫӗршывӗ пирки. Сӑваплӑ Ганга, Гималай тӑвӗсем, Джайпура, чухӑн Мумбай…

Куравра сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарнисӗр пуҫне туслӑ тӗлпулу та йӗркелеҫҫӗ. Унта кашниех кӑсӑклантаракан ыйту пама, Инди чейӗпе сӑйланма пултарать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ