Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.0 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир Болгарский: Алмас-патша тата алмасҫӑ-алманчӑ

Владимир Болгарский17.01.2017 17:583304 хут пӑхнӑ

Алмас-патша чӑваш историйӗнче кам пулнине нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Кам пӗлмеҫ, аса илтерӗпӗр. Чӑваш википедийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Алмас-патша чӑвашсен Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче 9 ӗмӗр вӗҫӗнче тата 10 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ патша. Алмас-патша вӑхӑтӗнче 922 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ Хазар каганатне (патшалӑхне) хырҫӑ тӳлеме пӑрахать, вара чӑннипе никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑрать.

Алмас-патша 7-мӗш ӗмӗрте Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗ пайланса кайнӑ хыҫҫӑн, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн 7-мӗш патши. Ун умӗн хура тинӗс ҫумӗнчи Аслӑ Пӑлхар патшин, Кубратӑн ывалӗ Котраг (670–) пулнӑ, ун хыҫҫӑн ывӑлӗ Ирхан (–765), унӑн ывалӗ Тукки (765–815), унӑн ывалӗ Айдар (815–865), унӑн ывӑлӗ Шилки (865–882), унӑн ывӑлӗ Патӑрмумин (882–895), вара тин Шилки патшан кӗҫӗн ывӑлӗ Алмас (895–925) патша пулса тӑрать.

Халӑхран хырҫӑ (арабсен сӑмахӗ, харадж — налог) пухмасӑр патшалӑх тытӑнса тӑрайман ӗлӗк. Пӑлхар-чӑвашсем питӗ лайӑх ӑнланнӑ ку меслете. Ҫавӑнпа та Алмас-патша 922 ҫулта ҫӗнӗллерех хырҫӑ-куланай пухма тытӑнсан, халӑх ӑнланать Алмас патшана. Ара Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне хӑйӗн «пӑхӑнманлӑхне» хӳтӗлес тесен вӑйлӑ ҫар кирлӗ пулнӑ-ҫке. Кӗҫех хавшанӑ Хазар патшалӑхӗ арканса каять. Вара Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ Атӑлпа ҫыхӑннӑ суту-илӳ ҫулӗн «гегемонӗ» пулса тӑрать. Каллех патшалӑха аталанма хырҫӑ пуҫтаракан ҫынсем кирлӗ пулаҫҫӗ. Хырҫӑ пуҫтаракансене халӑх Алмас патшаранах «алмасҫӑ» теме тытӑнать. Кайрантарах ӗнтӗ сӑмахра сас улшӑннипе алмасҫӑсене «алманчӑ» теме тытӑнаҫҫӗ.

1984 ҫулта Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори наукисен тӗпчев иститучӗ (ЧГИГН) кӑларнӑ «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ — вак жанрсем» кӗнекен 5-ш томӗнче, 74 страницӑра «Алманчӑ килсе капланчӗ» текен чӑвашсен каларӑшӗ пур. Ҫав кӗнекерех ӑнлантарса пани те пур: — «Алманчӑ — куланай пухакан», — тесе ҫырнӑ.

Чӑваш Республикинчи Трак районӗнче Алманчӑ (хӑйсем вырӑнти диалектпа Алманч теҫҫӗ пулсан та ку яла Алманчӑ тесен те йӑнӑш мар) ятлӑ ял пур. Ку ял Упи ялӗнчен 7–8 ҫухрӑмра, Ҫавал юханшыв тепӗр енче вырнаҫнӑ. Ҫавал юханшывӗнчен Шупашкар енчисем (вирелле вырнаҫнисем) «виръялсем» шутланаҫҫӗ. Алманч ялӗнчен пуҫласа Ҫавал шывӗ тӑрӑх Атӑл енелле вырнаҫнӑ чӑвашсем вара «анат енчисем» пулаҫҫӗ. Алманчран Канаш хули еннелле вырнаҫнӑ чӑвашсене вара «анатри» чӑвашсем теҫҫӗ. Трак ен районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вырӑнсене пӑлхар-чӑвашсем 14-мӗш ӗмӗртех, халӗ Тутарстана кӗрекен Пӑлхар хули таврашӗнчен килсе вырнаҫнӑ.

Алманч ялӗ таврашӗнче тата тепӗр халӑх каларӑшӗ пур: — «Алманчӑн алли вӑрӑм» — теҫҫӗ. Ку сӑмах каллех ӗнтӗ хырҫӑ пуҫтаракан ҫынпа ҫыхӑннине пӗлтерет. Ара алли вӑрӑм ҫынсем таҫтан шыраса тупаҫҫӗ вӗт, патшалӑх йӗркине пӑсса хырҫӑ парас мар текенсене.

Алманчӑ ялӗ тавралла тӗлӗнмелле тӳрӗ те вӗҫӗсӗр вӑрӑм ҫӗрсем. Упи ялӗнчен сылтӑмарах вырнаҫнӑ Турхан ялӗнчен пӑхсан Алманчӑ (Алманч) ялӗ таҫта ҫӳллӗ ту тӑррине кайса вырнаҫнӑ пек курӑнса ларать хӑй. Ахальтен мар ӗнтӗ Алманчӑ хыҫӗнчен икҫӗр-виҫҫӗр утӑмранах Туҫи (Ту ҫийӗ) ялӗ пуҫӑнать. Алманчӑ ялӗ те, Туҫи ялӗ те пӗчӗк ялсем мар. Алманчӑ ялӗнчен Трак ялӗ еннелле тата та пысӑк уйсем каяҫҫӗ. Аякра, горизонт хӗрринчи Именкассипе Еншик ялӗсен уй-хирӗсем патнех ҫитеҫҫӗ ку ҫӗрсем. Ҫав ҫӗрсен вӗҫӗнчех чӑнкӑ та ҫӳллӗ вырӑнта вырнаҫнӑ Чаканар ялӗ умӗ таранах тӑсӑлакан уй-хирсен веҫӗнче, Учук шывӗ Мӑн Ҫавала юхса кӗнӗ ҫӗрте алманчӑсен питӗ хитре, ешӗл улӑхсемлӗ, симӗс йӑмрасемлӗ пысӑк тӑрӑх пур. Ку вырӑна Тӑвай (ту айӗ) теҫҫӗ алманчӑсем. Ку вырӑнта алманчӑсен 30-мӗш ҫулсенченех юлнӑ, юман йывӑҫран тунӑ ГЭС(свет панӑ) клеткисем умӗн Ҫавал шывӗ сарӑлса юхать. Алманчӑсен юратнӑ вырӑнӗ унта.

Алманчӑ ялӗн Трак ен районӗнче, официаллӑ статистика тата ҫӗр кадастрӗн докуменчӗсем тӑрӑх, ытти ялсемпе танлаштарсан чи нумай ҫӗрсем.

Еншик ялӗнчен «чиркӳллӗ» Алманчӑ еннелле, Алманчӑран 8 ҫухрӑмра тата тепӗр нумай пӗлтерӗшлӗ, чӑваш «суварӗсене» шухӑша яракан Супар ялӗ вырнаҫнӑ. Ку ялӗ те пысӑк. Тата чукун ҫул енче тепӗр «Пӗчӗк Супар» ялӗ те пур. Алманчӑпа Супар хушшинче вара, Алманчӑ ҫумнерех тепӗр «кӑсӑклӑрах» ятпа ял вырнаҫнӑ. Нимӗч теҫҫӗ ку яла алманчӑсем, супарсем Нимӗч-Алманч теҫҫӗ, таврарисем Нимӗчкасси теҫҫӗ. Каллех хӑшӗ-пӗри нимӗҫ (немец) ҫынни килсе вырнаҫнӑран пуль теҫҫӗ. Анчах та ялӗ ӗлӗкех пуҫланса кайнӑ, чӑвашсем нимӗҫ (немец) сӑмаха пӗлме пуҫличченех. Алманчӑри ватӑсем каланӑ тӑрӑх, чӑннипе ял ячӗ вара «нимеҫӗ» сӑмахран. Каллех вӑхӑт иртнӗҫемӗн ниме пуҫласа яракан ҫынна пӗлтерекен «нимеҫӗ» сӑмах вара «нимӗч» тесе янрама тытӑнать. Нимеҫӗкасси тесе калас вырӑнне чӗлхе хӑйех тӳрлетсе Нимӗчкасси тесе хурать-ҫке. Калатпӑр вӗт-ха Тимӗрҫӗкасси вырӑнне Тимӗрчкасси тесе. Кунта та ҫав сасӑ улшӑннипе нимеҫӗрен Нимӗч, алмасҫӑран Алманч пулса янӑрани ӗнтӗ.

«Алманчӑн алли вӑрӑм»,— теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуль 16-ш ӗмӗр вӗҫӗнче Алманч ялӗнчен вунпилӗк ҫемье тухаҫҫӗ те тӑрантассем ҫине ларса «Мал еннелле» ҫул тытаҫҫӗ. Куҫса каякансене виҫӗ пӗртӑван ертсе кайнӑ. Хирӗҫ пулман алманчӑсем ҫӗнӗ вырӑна куҫса каякан кушкӑҫӑсене, ялӗпех ырӑ-кӑмӑлпа ӑсатса янӑ. Вӗсен ячӗсене халӗ те астӑваҫҫӗ Алманч ялӗнче. Вӗсене Айтар, Турай тата Суйкан тесе чӗннӗ. Вара хальхи Патӑръел районӗнче тепӗр Алманчӑ ялӗ пуҫланса каять. Вӑл ял ҫумӗнчех Упи ялӗ пуҫӑнать. Каллех Именкассипе Еншик ялӗсенчен кушкӑҫӑсем пырса ытла инҫех мар вырнаҫаҫҫӗ. Вара унта та Именкассипе Еншик ялӗсем пуҫланса каяҫҫӗ.

«Алманчӑ килсе капланчӗ», — теҫҫӗ чӑвашсем. 2016 ҫулта Крымра «Акатуй» уявне пуҫлас умӗн чӑваш хастарӗсем хушшинче тавлашу та пулса иртнӗччӗ Алмас патша пирки. «Алмас-патша пирки сцена ҫинчен асаилӳ кӑтартмасан та пуль, урӑх тӗн йышӑннӑ вӗт», — тесе. Анчах та Акатуй уявне хатӗрлекенсем тӗрӗс турӗҫ, кӑтартрӗҫ Алмас-патша сӑнарне. Ара 7 ӗмӗрте Крымра пурӑннӑ аслӑ асаттесен ҫӗрӗсем ҫине Акатуя уявлама чӑвашсем алмасҫӑ-алманчӑсем пек килсе капланман пулсан, Акатуй уявӗ «питӗ вӑйлӑ» иртӗччӗ-ши?

Халӗ паллӑ ӗнтӗ, Алмас-патша хӑйӗн сӗмӗл(ислам) тӗнне ҫиелтен кӑна йышӑннӑ, чӑваш туррипех пурӑннӑ вӑл. «Хазар патшалӑхне пӑхӑнса пурӑнас мар, пӑлхар-чӑвашсем Атӑлҫи суту-илӳ ҫулӗн гегемонӗсем пулччӗр», — тесе тӑрӑшнӑ Алмас-патша. Пирӗн мӑнаҫлӑ историне Алмас-патша хӑйӗн чӑваш ячӗпех кӗрсе юлать, сӗмӗл ячӗпе мар. Алмас-алмасҫӑ-алманчӑ тенисем вӑл пирӗн пуян истори. Темле пулсан та пирӗн хамӑр историпе мухтанмалла, тишкерсе асра тытса пымалла пӑлхар-чӑваш историне. Тӗрлӗрен пулнӑ пулсан та вӑл пирӗн пӑлхар-чӑваш историйӗ. Историне пӗлмесен халӑх хӑйне хисеплеме пӑрахать, пӗтме тытӑнать. Апла ан пултӑрччӗ. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑрах!!! Историне манмасан.

 

Сӑнсем ҫинче: Алмас-патша (паллӑ мар ӳнерҫӗ), Е.Енькка кӗнекинчи «Алмуш патша».

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org