Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Анаткас Сурӑм


Анаткас Сурӑм (выр. Анаткасы) — Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗнчи ял. 2022 ҫулччен Юнтапа ял тӑрӑхӗ йышне кӗнӗ.

Географийӗ

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр-анӑҫ пайӗнче, Сурӑм юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫитме — 50–51 км, район центрне Элӗке — 12–18 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине ҫитме — 34–40 км.

Историйӗ

Ял 1670-мӗш ҫулсенченпе паллӑ, ун чухне кунта 100 арҫын пурӑннине палӑртнӑ. 1724 ҫулччен кунта пурӑнакансем ясаклӑ хресченсем шутланнӑ, унтан 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем. Вӗсем ытларах ҫӗрпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ тата промысласемпе аппаланнӑ, ҫав шутра тӑла атӑ тунӑ. 1897 ҫултанпа ялта чиркӳ-прихут шкулӗ ӗҫленӗ.

1929 ҫулта «Сурӑмри трактор» колхоз йӗркеленнӗ. Администраци енӗпе ял XIX ӗмӗртен 1927 ҫулччен Етӗрне уесӗнчи Асакасси вулӑсӗ йышне кӗнӗ, 1927–1962 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа — Элӗк районне, 1962–1965 ҫулсенче Вӑрнар районне.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 236 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 109-шӗ арҫын, 127-шӗ хӗрарӑм. Кайранхи даннӑйсем тӑрӑх, халӑх йышӗ 318 ҫын (2012 ҫул), 115 чухлӗ (2024 ҫул) пулнӑ. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем, 2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх, 98%.

Ҫулсемпе халӑх улшӑнни:

Инфраструктура

Ялта фельдшерпа акушер пункчӗ, клуб тата лавкка ӗҫлеҫҫӗ. Стадион пур.

Экономика

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ялта «Звезда» ЯХПК ӗҫленӗ.


 
Категорисем: Анаткас Сурӑм

Тулли верси :: Статья каҫми