Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: АтратьАтрать (выр. Атрать) — Чӑваш Республикинчи Улатӑр районӗнчи ял. Атрать ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ шутланать.
Ял Сӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Яла виҫӗ енчен вӑрман хупӑрлать. Ял икӗ пая пайланать: ялӑн тӗп пайӗ тата чукун ҫул разъезчӗ. Разъезд уйрӑм пурӑну вырӑнӗ шутланать (посёлок статуспа). Ял витӗр чукун ҫул магистралӗ иртет, юнашарах «Йӗпреҫ — Улатӑр» республика пӗлтерӗшлӗ автоҫул иртет.
Атрать ялӗ ҫинчен пӗрремӗш хут 1624—1626 ҫулсенчи «Книга письма и меры Д. Ю. Пушечникова и подъячего А. Костяева» кӗнекере асӑннӑ. Унта бортниксене ҫырса хӑварнӑ: «Деревня Атрачу за мордвином Байгильдеем Мичкомассовым…» 1696 ҫулта Атратьте пурӑнакансен шучӗ 20 ҫын пулнӑ, 1719 ҫулта — 54, 1721 ҫулта — 71.
XVIII ӗмӗрте Атрать ялӗ Чӗмпӗр кӗпӗрнине кӗрекен Улатӑр уесӗнче шутланнӑ. Ялта 42 кил, 131 арҫын тата 152 хӗрарӑм шутланнӑ; ял Атратка юханшывӑн икӗ енче те вырнаҫнӑ пулнӑ, юханшыв ҫинче 3 шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1859 ҫулта ялта 78 кил пулнӑ, 625 ҫын пурӑннӑ; 1880 ҫул тӗлне килсен шучӗ — 116, пурӑнакансен шучӗ 928 ҫын пулнӑ.
2026 ҫулта ял хӑйӗн 402 ҫулхине уявланӑ.
1859 ҫулта ялта 625 ҫын пурӑннӑ, 1880 ҫулта — 928 ҫын.
Ялта вӑтам пӗлӳ паракан шкул, ватӑ ҫынсемпе сусӑрсен интерначӗ ӗҫлеҫҫӗ. 2024 ҫулта Патшалӑх Думин депутатӗ Алла Салаева пуҫарӑвӗпе шкулта Совет Союзӗн Паттӑрне С. А. Апраксина халалланӑ асӑну хӑмине уҫнӑ. 2024 ҫулта шкул территорине илемлетме пуҫланӑ: утакансем валли сукмаксем, спорт лапамӗсем тунӑ, йывӑҫ-тӗм лартнӑ.
Историе илес тӗк, ял кимӗсем тума юрӑхлӑ вӑрмансемпе пуян пулнӑ.
Тулли верси :: Статья каҫми